Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Нельзя ничего сказать о глубине лжи, не попав в нее.
(Миппер)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144518 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Михаил Волков // 3919.50.4553
2015.05.27 23:06
Ытла та çиелтен шăйăрттарма хăнăхрăмăр мар-и-ха авалхи сухаçăсен тăхăмĕсем: суха кассине хăвăртах çухататпăр. Орфографирен демографине сиксе ÿкетпĕр те пĕр-пĕрне ачамăрсемпе мăнуксем тĕнче уçлăхне вĕçсе тухма пикеннĕшĕн тÿпкесе вĕлерме хатĕр. Хамăр лачакана путма пуçланăшăн хамăрах айăплă мар-и-ха вара: чăваш тĕнчи вĕсене илĕртменрен вĕсем катая вĕçесшĕн. Ытла та пуçарусăр мвр-и-ха эпир, чăваш арĕсем!
Михаил Волков // 3919.50.4553
2015.05.27 23:27
Орфографипе графикăна путлĕн çĕнетсе сасă çырăвĕллĕ ытти халăхсем евĕр янравлăхпа янравсăрлăх мăшăрлăхне йышăнса хамăр çырупа калаçу пуплевĕн пĕрлĕхне, килĕшÿлĕхне çирĕплетме тахçанах вăхăт. Тепĕр вĕрирех пуçсем Б, Г, Д, Ж, З, ф, ъ саспалисене пачах кăларса пăрахма хатĕр. Ку сасăсемлĕ ютран йышăннă сăмахсене "чăнчăвашлисемпе" улăштарасшăн айвансем.
Михаил Волков // 3919.50.4553
2015.05.27 23:47
Сасă пуянлăхĕ çырулăх çине таянса чĕлхене çĕнĕ вăй, аталану вăйĕ парать. Халĕ эпир икĕ орфографипе çыратпăр. Чăнчăвашла сăмахсене "чăвашлипе", йышăннисене - "вырăссеннипе". Кулăшла мар-и-ха! Кашнин чĕлхеçĕ пулмалла-çке. Анчах чĕлхеçĕ те пур чух та вĕсене уйăраймасть. Тĕслĕхсене хăвăрах аса илĕр: чу()ун çул, ва()()н...
Victor // 2586.24.3431
2015.05.28 08:26
Victor
Михаил Волков,
Пĕр орфокăраффи тетĕр - вырăсли кăна. Тĕрĕс ăнлантăм-и?

Чукун, вакун е вакон.

Сире ыйту вырăсла орфокăраффипе çаксене мĕнле çыратăр-ши.
çиç- (тымар) ç фонемă - ()и()ĕм ()и()рĕ. ()и()ĕм ()и()ет. Ан ()и()тĕр. Ан ()и()ейтĕр.
хух (тымар) х фонемă - Ат()л халь те ху()()р, татах ()у()ĕ теççĕ. ()у()са(х тăрать. ()у()ассине мĕнле чарас.
хуй (тымар) х фонемă - ()уй()ăллă ()уçи ()уйтарнипе лаша ()уйсах кайрĕ. Ан ()уй-()а! тет ()ай()и.

Çакăнта сас палли лартса тухма пултарсассăн орфокăраффи пирки каланă сăмахăрсене тăнлама тăрăшăп. Унсăрăн икăнор.
Agabazar // 3456.60.8090
2015.05.28 10:29
Agabazar
<<х фонемă>> Х текен паллăпа чăннпе икĕ фонема çыхăнман-ши: янравли тата янравсăрри? Юха [Юhа́] (юха тăрать) тата Юхха [Юха́] (Е тепре: Тăхăр тата Тăххăр).

<<ç фонемă >> Ç текен паллăпа чăннпе икĕ фонема çыхăнман-ши: янравли тата янравсăрри? Виçĕ (кунта янравли) тата Виççĕ (кунта янравсăрри)
Victor // 2586.24.3431
2015.05.28 12:07
Victor
Фонемă - пĕлтерĕш улăштарма пултаракан сасă.
Х - уйрăм фонемă янăравлă та янăравсăр та каласан сăмах пĕлтерĕшĕ улшăнмасть.
ХХ - уйрăм фонемă, вăрăммăн янăравсăр каланни сăмах пĕлтерĕшне улăштарать.
Ыттисем çав аналогинех пăхăнаççĕ.

Е хупă сасăсен вăрăмлăхне (gemination) - уйрăм фонемăлла пулăм тесе шутлама пулать. Мĕншĕн тесен чăваш чĕлхинче мĕн пур хупă сасă фонемăлла геминацци йĕркине пăхăнать. Унсăр пуçне геминацци илсе кăтартнă тĕслĕхри (Виçĕ (кунта янравли) тата Виççĕ (кунта янравсăрри)) пек - сăмах пĕлтерĕшне кăна улăштармасть кăна, грамматика категорине пĕлтерет.
Agabazar // 3456.60.8090
2015.05.28 12:47
Agabazar
<<Х - уйрăм фонемă янăравлă та янăравсăр та каласан сăмах пĕлтерĕшĕ улшăнмасть.>>

Паха — качественный [паhа] янравлă
Пахха — лошадка (детск.) [паха́] янравсăр

геминаци мар, шăпах янравсăр х тенĕ пулăттăм (икĕ х çырни орфографи меслечĕ кăна

Аллофонсем мар кунта, тĕрлĕ фонемăсем. Пĕлтерĕш улшăнни каламасăрах паллă.
Agabazar // 3456.60.8090
2015.05.28 13:33
Agabazar
"ХХ - уйрăм фонемă, вăрăммăн янăравсăр каланни сăмах пĕлтерĕшне улăштарать."

Хм...
Хура сăмахри Х хăш фонемăпа пĕр килет: "паха" сăмахри Х-па е "пахха" сăмахри ХХ-па?

Е унта пачах "виççĕмĕш" фонема?
Victor // 2586.24.3431
2015.05.28 21:37
Victor
Хура сăмахри - Паха сăмахрипе пĕр тан.

Ăна чăвашла П(Б) аналогипе те пĕлме пулать.
Пул - Упа - пĕр П(Б) фонемă, анчах икĕ сасă - пĕр фонемăн аллофонĕсем. Хăш пĕр вырăнти акцентсенче - пĕр сасă, аллофони те çук.
Чăваш акцентĕнчен витлесе "Бошлитте!" тенине пĕлетĕр ахăртнех. Уйрăмах Елчĕксенчен Пă-сене питĕ янратса каланине илтме пулать.
Михаил Волков // 1241.67.2234
2015.05.28 22:44
"Чăвашла", "вырăсла" орфографи тенисем питĕ те йăшăк ăнлавсем. Тĕрлĕрен чĕлхеăслăх терминĕсемпе витĕнсен те хамăр орфографин никĕсĕ калаçу пуплевĕн хальхи шайне тивĕçтерейменнине пытарма май килмĕ. Фонологи теорине "фонемаçырăвĕн" (фонематическое письмо) логиккине ăнланас=ăнлантарас тĕллевпе тунă. Анчах ку çыру, тĕплĕнрех пăхсан, фонема çырăвĕ маррине асăрхатпăр.

Страницăсем: 1, ... 9, 10, 11, 12, 13, [14], 15, 16, 17, 18, 19

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики