Agabazar // 2114.49.0178
2015.05.30 02:53 | |
Victor // 1927.66.8926
2015.05.30 11:05 | |
Тĕрĕс ыйтусем патне çитрĕр. Анчах морфемă тата фонемă мĕнне тавçăраймарăр хальччен...
Мăссăльман пек кутăн шухăшлатăр :). Акă Турă - фонемă, дистрибуцийĕ: Ывăлĕ - аллофон, Таса Сывлăш - пĕр-пĕрне çыхăнтараканни, "кусем пĕрех!" текенни. Аgabazarемăпа аллоAgabazarсем. Е - Аgabazarемăпа аллоAgabazarсем Agabazar - морфемă дистрибуцийĕ: Agabazar пилĕк кун ĕçлет - "ĕçлекен Agabazar" алломорф Agabazar икĕ кун канать - "канакан Agabazar" алломорф Agabazar отпуска тухрĕ - "Agabazar çук" алломорф Сăнакан курать - "кусем пур те Agabazar-иç" тет. Концепт. Чĕлхери пур морф - алломорф, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр морфемăн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен курăнакан сăнĕ. Чĕлхери пур фон - аллофон, мĕншĕн тесен пĕр-пĕр фонемăн тĕрлĕ çĕрте тĕрлĕрен курăнакан сăнĕ. | |
Victor // 1927.66.8926
2015.05.30 11:20 | |
Харпăр кашни чĕлхе çырулăхĕнче
морфемăлла та, фонемăлла та çырни пур. Кусем текста лайăх ăнланма пулăшакан принципсем. Фонеттиккăлла çыру çак принципсене иккĕшне пĕрле хирĕçлет, çавăнпа эсир морфологипе фонологи пĕр япала теме пуçларăр пулмалла. Вырăспа чăваш çырулăхĕсем морфологипе фонологи вăрттăнлăхĕсене уяççĕ. Акăлчан чĕлхи ытларах фонеттиккăлла-историлле çыру. Турккă чĕлхи ытларах фонеттиккăлла çыру. Арап çырăвĕ фонеттиккăлла. Çаксенчен чи ăнăнçли - лингвистсене кура - чăваш çырулăхĕ. Вырăсăн питĕ расна орофографине те геттолама пултарни те лайăх, те япăх. Акă тĕслĕхрен вырăс çырулăхĕнчи класс историлле варваризмла лексемăна чăваш чĕлхи фонемă сис-чĕвĕпеле тÿрлетет - Класри, Класа. | |
Agabazar // 4164.97.5903
2015.05.31 19:33 | |
Цитата: <Т/Д>, <П/Б> фонемăсем
Кунта икшер аллофонлă фонемăсем пирки сăмах пырать. Аллофонсем ытларах пулсан? [Горăт]. [Горăдăм]. [Горожанин]. [Гороч́е]. Пиллĕкмĕш вырăнта мĕнле фонема тăрать? Шет ăна <т/д/ж/ч́> тесе асăнмалла??? | |
Agabazar // 4164.97.5903
2015.05.31 19:33 | |
Город. За городом. Я — горожанин. Живу в городе.
Тăватă тĕслĕх. Кашнийĕнче асăннă вырăнта тĕрлĕрен аллофонсем (сасăсем). Фонеми вара — пĕрре. Мĕн ятлă çак фонема? | |
Victor // 3083.26.1521
2015.06.01 08:07 | |
Morffolokipe an pătraštarăr, vara nimĕnle yjtu sikse tuhmast'. Kunta 2 fonemă, 1 morffemă.
<br> | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 09:01 | |
алломорф: город- / горож-
фонемăсем: д, ж фонеттиккă проццесĕсем: 1) город (т) - оглушение (вырăс чĕлхинче сăмах вĕçĕнче янăравлă сасă пулма пултараймасть) ---> комплиментарлă дистрибуци ---> сасăсем пĕр пек ---> город (т) вырăнне город (д) тесен сăмах пĕлтерĕшĕ улшăнмасть - аллофон. 2) городе (дj) - регрессивная аккомодация. ---> дj аллофон. Д-па Ж ылмашăннине морфологи енчен пăхмалла. Ку ыйтусене вырăс чĕлхе пĕлĕвĕ халĕ те тĕрлĕрен татса парать. Мускав фонологи шкулĕпе Ленинград фонологи шкулĕ тĕрлĕрен пăхаççĕ. Мускав шкулĕ "морфемизм"а, Ленинград шкулĕ "антиморфемизм"а тĕпе хураççĕ. Ку вырăс тата славян чĕлхисен хăйне евĕр кăткăслăхĕпе çыхăннă япала. Чăваш чĕлхи фонологи енчен кăткăс чĕлхе мар. | |
Agabazar // 4106.92.4713
2015.06.01 10:41 | |
"алломорф: город- / горож-
фонемăсем: д, ж" Э çук! Кунта, ку тĕлте пĕртен-пĕр фонема!Шыв. Шăвар. Шĕвек. Шÿтер. Кунта та, иккĕмĕш вырăнта, пĕртен-пĕр фонема | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 10:57 | |
Agabazar,
Морфологипе фонологине уйăрма тавçăрайсан хăвăр ăçта йăнăшнине ăнланатăр. у - ыв - ăв - чăнах пĕр фонемăн аллофонĕсем пулма пултарать. Дистрибуцийĕ те пур, пĕрпеклĕхĕ те. ÿ - ĕв - те çавнашкалах. | |
Victor // 1530.08.1610
2015.06.01 11:02 | |
кĕтÿ - кĕтĕвĕ - кĕтÿйĕ
Пулма пултарать. ту - тăвĕ - туйирап - тăваятăп туйирап - тăваятăп - (и / ай) Анчах ку ытла та тĕпчемен пулăм. Унсăр пуçне - "чăваш чĕлхинче дифтонг çук" текен йышăну пур, в / й -сене те протеза тесе хуни пур. |
Алломорфсем — морфемăн хăйне майлă варианчĕсем. Анчах та морфемăна ят панă чухне хăш алломорфне асăнмалла-ши? Вăт ку тĕлĕшпе маншăн кăштах уçăмсăрлăх пур. Тĕп алломорф тейĕпĕр. Анчах хăшне апла тесе шутламалла?. Пăтрашăну пулма пултарас пек туйăнать.
Морфемăлла (Фонемăлла) çырулăхра кашнийĕнчех харпăр алломорф е аллофон çырса аппаланмаççĕ. Ялан пĕр тĕрлĕ. Кирек хăш ситуацире те.
Алломорфлинче (Фонетикăллинче) вара кашнийĕнче чат хăйĕн алломорфĕ тата аллофонĕ çырăнать.