Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +1.3 °C
Подлость в мыслях ничем не лучше подлости содеянной.
(Альберто Моравио)
 

Agabazar: Орфографи "фронтĕнче" улшăнусем çук

Agabazar12.05.2015 23:5144504 просмотров

Чĕрĕп тата çĕлен тĕлĕшпе ĕлĕкхи анекдот пур: иккĕшне пĕтĕçтерсен икĕ метр тăршшĕ йĕплĕ пралук пулать амитке. Чăваш орфографи комиссине йĕркеленĕ чухне каланă шухăшсем çак анекдота аса илтерчĕç. Компромисс, консенсус тупмалла имĕш.

Мĕнле ăнланмалла кăна? Хире-хирĕçлĕ шухăшсене еплерех пĕтĕçтерме пулать?

Консенсус тупас тесе, калăпăр, "çĕршыв" сăмаха епле çырассине кун сиктерсе улăштарса пымалла-и: мăшăрлă кунсенче (02, 04, 06, 08,...) пĕрле те мăшăрсăррисенче (01, 03, 05, 07,...) уйрăм пулмалла-и? Темĕн, питех шанса каймастăп унашкал ăслăлăха. Концепци пĕрре, яр уçă, ниçта пăркаланмалла мар пулма тивĕçлĕ. Йĕркевĕсем, правилисем вара самаях пиçĕ пулма пултараççĕ. Унчченхи "реформаторсене" банкротсем тесе шутламалла. Анчах та халĕ вăйра тăракан йĕркевсенчен пăрăнмалла тенине пĕлтермест ку. Мĕншĕн тесен вĕсен (йĕркевсен) тексчĕсенче те конструктивлă вăй çук мар. Тепĕр тесен, йĕркевсенчен пăрăнма пирĕн право та çук. Тавайăр-ха пĕтĕм сÿтсеявăва çак ансат шухăш тавра çавăрар! Ку чĕрĕппе çĕлен ÿкерчĕкне ак çакăнтан илтĕмĕр — http://www.e-reading.club/bookreader.php/103979/Nepil_-_Ya,_pes_Barik.html

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Victor // 3181.21.1480
2015.05.14 20:05
Victor
çĕр-шыв (çĕрĕ-шывĕ) тесен пĕр тĕрлĕ
çĕршыв (çĕршывĕ) тесен тепĕр тĕрлĕ
ăнланатăп эпĕ ку сăмаха. Вара "çĕр-шывĕ" тесе çырни йăнăш пек.

Ку аналогипе килĕшÿллĕн
Ял-хула (ялĕ-хули)
Ялхула (ялхули) пулмалла пек, анчах "ял-хули" çыратпăр.

Сăрчĕ-тăвĕ - сăрт-тăвĕ. Уйĕ-хирĕ - уй-хирĕ. Сĕт-турăхĕ - сĕчĕ-турăхĕ.

Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:38
Agabazar
Çĕр-шыв — Угодья, Ландшафт, Земля и Воды
Çĕршыв — страна, край, родина

Анчах та Юрий Миххалччăсем пире яланах уйрам çыртарсшăн мекĕçленеççĕ вĕт-ха!
Ялхула. Çырăр пĕрле. Кăмăлăр пулсан. Пысăк çылăхах пулас çук. Эп хам вара ăна пĕрле çырас теместĕп-ха. Ытлашши ăслă пулма кирлĕ мар. Мĕнлерех меллĕ çапла тăвас пулать. Малта — практика, ун хыççăн — теори. Лаши малта, урапи хыçалта. Тепĕр майлă мар.

Çĕр-шыв > Çĕрĕ-шывĕ (çапла тейĕпĕр (?)). Вара пĕр сăмах çумне туртăм аффиксĕ (-Ĕ) икĕ хут икĕ тĕлтен: варринчен тата хыçалтан пырса çыпçăннă пек пулса тухать. Аптрамалла!
Agabazar // 2691.53.0818
2015.05.14 20:38
Agabazar
Тĕрĕс ăнлантару ак çапларах пулма пултарать.

Çĕр-шыв тата Çĕрĕ-шывĕ тенисем пĕр-пĕринчен тухса тăракан сăмахсем мар. Кашнийĕ хăйне уйрăм.

Анаталла-тăвалла. Нивушлĕ пирĕн çакна та Анат-ту тенинчен пулса кайнă тесе шутламалла??? Çук, апла мар. Каллех кашниех хăйне уйрăм.
Михаил Волков // 4218.98.8122
2015.05.15 01:26
Пĕрле е уйрăм çырассипе çăрăлса ларнине манма вăхăт. Йышăннă тата йышăнан сăмахсен шучĕ чăн чăвашлисенчен самаях йышлăрахне шута илсе графикăпа орфографи никĕсне тĕпрен çĕнетмелле. Çамрăк ăру икĕ чĕлхеллĕ. Вăл янравлă хупă сасăсене (палтлатса тухаканнисемпе мăшăрлисене) янравсăрлатмасть. Урăхла каласан чĕлхемĕр фонетикинчи пысăк улшăнусене шута илмелле. Хупă сасăсен кĕскелĕхĕпе вăрăмлăхĕ вырăнне янравлăхпа янравсăрлăхне тĕпе хумалла.
Михаил Волков // 4218.98.8122
2015.05.15 01:46
Тĕнчери пур халăхсем те янравлăхпа янравсăрлăх мăшăрлăхне йышăнса тымарсăмахсен йышне икĕ хута яхăн ÿстернĕ. Ку оппозицие йышăнманни чĕлхе аталанăвне чарса тăрать. Карт çырăвĕ (кивĕ футарксем тенĕ алфавитсен)тапхăрĕнче германсен те, грексен те ку оппозици пулман. Тĕрĕсрех каласан, ăна шута илмен. Белилинпа Яковлев та çав çулпах кайнă. Ку саспаллисен йышне чакарма май панă. Анчах чĕлхемĕр фонетикине изоляциленĕ, аталанма чарнă.
Айван // 4292.84.0894
2015.05.15 06:58
Ку йӗркесене -"Ялхула. Çырăр пĕрле. Кăмăлăр пулсан. Пысăк çылăхах пулас çук. Эп хам вара ăна пĕрле çырас теместĕп-ха. Ытлашши ăслă пулма кирлĕ мар. Мĕнлерех меллĕ çапла тăвас пулать."-Agabazar текенниех ҫырнӑ шим? Мӗнлерех революци пырат ҫынӑн пуҫӗнче. Пӗрле, уйрӑм-ытлашши ӑслӑ пулмалла мар иккен.
Agabazar // 3580.0.6404
2015.05.15 11:47
Agabazar
"...Пĕрле е уйрăм çырассипе çăрăлса ларнине манма вăхăт..."

Мĕн пулать вара ку тĕлĕшпе кунсемлĕхре "çăрăлса" ларнинчен? Кама мĕнле сиен кÿрет çакă? Мĕн, пĕрре пĕр тĕрлĕ калатăр, унтан тепĕр майлă çаптаратăр? Хăвăр та вĕт пĕр çирĕм çул каялла пайтах "çаптарнă"!!! 75-мĕш параграфри асăрхаттарăва кĕртсе хăварма пултарнă. Уншăн сире тавтапуç, чыс та мухтав!


Тепĕр енчен чăнах та тĕрĕсех: çăрăлса ларма кирлĕ мар. Правилăсем пур, вĕсене тĕрĕс ăнлантармалла та пурнăçа кĕртмелле.
Чаваш Ашак // 2637.94.8479
2015.05.15 14:35
Ҫитет пуль пустуй тусан вӗҫтерсе!Крым ҫур утравӗ Раҫҫей ҫӗр-шывӗпе пӗрлешнӗ тесе ҫырсан мӗн пулать? Политически йӑнӑш.Утравӑн ҫурри кӑна Раҫҫее кӗнӗ.Сталин вӑхӑтӗнче Вино градова персе пӑрахатчӗҫ куншӑн.
Agabazar // 2357.31.4929
2015.05.15 19:25
Agabazar
Кипр утравĕн çуррине кăна Турци хăйĕн салтакĕсене кĕртнĕ. Тепĕр çуррине кĕртмен. Кăнтăр Кипр. Унта халĕ те грексем. Офшорла текен зона текелеççĕ. Çурçĕр Кипр. Ăна та Турци çумне çыпăçтарсах хуман.

Страницăсем: 1, ... 14, 15, 16, 17, 18, [19]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики