Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:12 | |
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:13 | |
Agabazar, паха сăмахра x/ɣ фонемă.
Фонемăна оппозици мелĕпе тĕрĕслеме пулать. Паха тĕслĕхĕпе тĕрĕслер - пур-и Х-пала оппозици? Паха - пата - паса - пахха - пара - пала - папа - палла... кусемпе оппозици пур. <Х>-па оппозици мăшăрĕ çук, эппин аллофон Нимĕн те ăнланмалла мар. Хăвăрах калатăр вĕт оппозици пур тесе. Тепĕр тесен оппозици пуррипе çукки нимех те пĕлтермест. Вăл (оппозици пурри) хитрен ăнлантарма пулăшать ĕнтĕ, çавă çеç. Паха. Кунта виççĕмĕш сасă яланах (!!!) [h] пек илтĕнет-каланать, [х] пек мар. Эппин мĕнле-ха ку тĕслĕхре х/h МĂШĂРЛĂХ пирки сăмах пулма пултартăр?? Фонемăсене çавнашкал чалăш йĕрпе мăшăрласа кăтартнине ниçта та курман та, илтмен те. Ку, ахăртнех, такам кунта "шухăшласа кăларнă" япала. | |
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:22 | |
<<Тупă - Тулă - Тунă - Турă ... Тубă? Тубă = Тупă. Эппин б=п - 1 фонемă.>>
Кунта "оппозици тĕслĕхĕсем" илсе кăтартни ниме те пĕлтермест. Паллах, пĕр фонема. Унăн ячĕ <б>. Анчах та вăл ку тĕслĕхре (тепĕр тĕслĕхре апла пулмасса та пултарать!) икĕ меслетпе (икĕ аллофонпа тейĕпĕр-и) реализациленет. 1)[б] 2)[п] | |
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 19:29 | |
Михаил Волков: <<Фонологи теорине "фонемаçырăвĕн" (фонематическое письмо) логиккине ăнланас=ăнлантарас тĕллевпе тунă.>>
Фонема принципне урăхла морфема принципĕ теççĕ. Эппин кунта "фонема" ăнлавсăрах теори пăттине çăрма пулать. | |
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:48 | |
Питĕ ансат схемă.
[ɕ] vs. [ʨ] Сасăсем комплементарлă дистрибуцие пăхăнаççĕ-и? - çук Пĕрне тепринпе ылматарсан пĕлтерĕш улшăнать-и? - улшăнать çап - чап (дистрибуцийĕ çавах) çиç - çич (пĕлтерĕш улшăнать) Кусем тĕрлĕ фонемăсен аллофонĕсем. [ɕ] vs. [ʑ] Сасăсем комплементарлă дистрибуцие пăхăнаççĕ-и? - Пăхăнаççĕ. Сасăсем пĕр пек каланаççĕ-и? - Пĕр пек. Çиллен - Ан çиллен (комплементарлă дистрибуци. Предложени пуçламăшĕнче ɕ, ялан янăравлă н сасă хыççăн уçă сасă умĕн ʑ). ниçта - миçе (комплементарлă дистрибуци. Уçă сасă хыççăн янăравсăр хупă сасă умĕн ɕ, икĕ уçă сасă хушшинче ʑ). [ɕ] - шăл тымарĕпе çăвар маччи тĕлĕнче чĕлхе вĕçне хăпартса карнипе ансăрлатнă хушăкран сасăсăр сывлăш вĕрсе кăларни. [ʑ] - шăл тымарĕпе çăвар маччи тĕлĕнче чĕлхе вĕçне хăпартса карнипе ансăрлатнă хушăкран сасăллăн сывлăш вĕрсе кăларни. 1 фонемах! | |
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:48 | |
Этот комментарий удален. Причина: | |
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 19:49 | |
Victor // 2586.24.3431
2015.05.29 20:16 | |
Фонема принципне урăхла морфема принципĕ теççĕ.
Agabazar, икĕ тĕрлĕ япала. Фонемă принципĕ - фонемине кура çырасси. Пĕр фонемă - пĕр сас палли. Тĕрлĕ фонемăсене тĕрлĕрен çырмалла. чăвашла <п, б> - тĕрлĕ сасă, анчах пĕр фонемă - Пп пĕр сас палли. чăвашла <ть> <т> - уйрăм фонемăсем - çырура та уйрăмлăхне кăтартмалла. тăвать - тăват. акăлчанла <l, ɫ> - тĕрлĕ сасă, анчах пĕр фонемă. lord - milk. вырăсла <п> <б> - уйрăм фонемăсем, çавăнпа тĕрлĕрен çыратпăр. Баба - Папа... Морфологи принципĕ. морфемăсене (алломорфсене) пур çĕрте те пĕр пек çырма тăрăшмалла: - хух-: Хухни [x], Ан хух [ɣ] -и? : Хухать-и?[i] Хухтаратăн-и?[ɨ] Фонетика принципĕ. Мĕнле илтĕнет - çапла çырар. Ту - тăвать. Ху - хăвна. Çаксем чăваш орфографийĕн тĕп принципĕсен тĕслĕхĕсем. | |
Agabazar // 4238.08.3495
2015.05.29 20:25 | |
"Морфологи принципĕ.
морфемăсене (алломорфсене) пур çĕрте те пĕр пек çырма тăрăшмалла:" Алломорфсене мар çав, шăпах морфемăсене!Алломорфсене пулсан, ятне те çаплах парĕччĕç: алломорф принципĕ. Алломорф принципĕ Фонетика принципĕпе тÿр килет. Морфема принципĕ Фонема принципĕпе тÿр килет.http://festival.1september.ru/articles/572915/ http://gramma.ru/RUS/?id=3.2 | |
Victor // 1261-7120
2015.05.29 21:01 | |
pallah, morffemă ta, fonemă ta pĕlterĕšpe şyhănnă jetinizzăsem, şavănpa şyhănu pur. Șyrulăhra motffolokipe fonemattikkă tacă alla allãn tytănsa pyraşşĕ, ujrămah căvaš tata vyrăs cĕlhisence. Ancah vĕsem pĕr japalana pĕlternĕ pulsan sămahĕ te pĕrre pulĕccĕ mar-i?
|
<
"Тупа" сăмахра <б> фонема. Вăл кунта нимĕнле лару-тăрура та урăхла илтĕнмест. Аллофонсем çук.
"Пăтă" сăмахра <д> фонема. Анчах та вăл хăш чух [т] пек илтĕнме пултарать: пăтта, пăтти, пăтту,.... Кунта аллофон пур!
Эсир морфологине кĕрсе çухалтăр. Фонемă пулнипе пулманнине фонологи кăна татса парать.
Пăта - Пăла - Пăра - Пăша - Пăтта - Пăха - Пăва... - Пăда?
Пăда = Пăта. Эппин д=т - 1 фонемă.
Тупа - Тума - Тува - Тула - Туна - Тура - Турра - Тута - Туса - Туйа - Тука - Туха ... Туба? Туба = Тупа. Эппин б=п - 1 фонемă.
Тупă - Тулă - Тунă - Турă ... Тубă? Тубă = Тупă. Эппин б=п - 1 фонемă.