Асав // 4117.51.7078
2014.12.30 17:22 | |
Акапасар,санăн 1): контекстран пачах та килмест, илсе пар тĕслĕх; 2):сăмах кивелни, çĕнни çурални 75 параграфпа пач çыхăнман; 3):75 параграф бомба пулнине кăтартса пачĕ паян, вăл сирпĕнчĕ, чăвашăн ахаль те мĕскĕн интеллигенцине пайлать, пайлать, чĕлхе ăслăлăхĕнче нимĕн те чухламансем те тавлашаççĕ, тавлашаççĕ... | |
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 19:50 | |
Асав // 4117.51.7078 2014-12-30 17:22: <<Акапасар,санăн 1): контекстран пачах та килмест, илсе пар тĕслĕх;>>
Çÿлерех кăшт хăпарăр та Михаил Волков1 çырнине вулăрТепĕр тĕслĕх: Çĕр, шыв, тÿпе, уçлăх Кунта мĕншĕн çĕр тата шыв хушшинче пробел та мар, дефис та мар, нимтемарлăх та мар, чăннипе хÿреллĕ пăнчă тăрать? Э? | |
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 20:03 | |
"Автор орфографийĕ" текен ăнлав çинчен илтнĕ-и тата эсир?
Цитата:<< 2):сăмах кивелни, çĕнни çурални 75 параграфпа пач çыхăнман; >> Мĕншĕн? Акă пур таркай сăмах. Тар+Кай. Беженец. Неологизм шутланать. Унпа усă курма пуçлани темиçе ÿйăх кăна. Мĕнле çырас тетĕр ăна: уйрăм-и? дефиспа-и? 75-мĕш параграф çинех таянса пĕрлех çырмалла пуль. 1)Пирĕн çĕршыв 2)Пирĕн çĕр, шыв Контекст-и ку е контекст мар-и? | |
bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.30 20:17 | |
Чăваш Радио,Чăваш ТВ тепĕр 53 çултан чăвашла калаçакан юлмасть тесе хăратать те.Тен хăратни те мар вăл?Тен ансатрах калаçмалла чăвашла? | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.30 21:16 | |
Кам та пулин хăрать-и чăннипех чăваш чĕлхи çухалассинчен?.Кам хăварас тет хăйĕн хыççăн чĕлхемĕре,вăл -хăварать.Хăйн ачисемпе çуралсанах чăвашла калаçать.Тутарсам пек. | |
Agabazar // 5418.9.4598
2014.12.30 22:03 | |
Таймер, çырулăх концепцийĕ пирки мĕн шутлатăр, çавăн пирки калăр; кунта тĕрлĕрен çÿп-çап ан тултарăр, тархасшăн. Тавтапуç. | |
Михаил Волков // 3561.39.5320
2014.12.31 00:50 | |
Хальхи этемлĕх чĕлхисем мĕн авалтан икĕ мелпе çĕнĕ сăмах тăваççĕ: 1)икĕ е ытларах сăмаха е вĕсен тымарĕсене "çыпăçтарса", 2)вĕсенчен уйрăм пайсене анчах илсе (синтез мелĕ, çав шутра абревиатура та теме пулать). Хĕвел (хĕэл) - кÿ (огонь)+ эль (дающий, обладающий, бог), тĕрĕксен КУЯШ, КОЯШ (кÿй+ас) çав пĕлтерĕшлех, шумерсен ГИБИЛЬ (кунта грексем в-б улăштарнă пулĕ вĕсен çырăвĕсене вуланă чух). КĂВАК кÿ+ак, помидор -торă+па(нă)+ол)ми, торă па(л)ми, ÇАРРАН - çар(а)+(у)ран, ÇАРУРАН т.ыт.те, т.ыт.те, ТОМАТ (грексен çĕнĕ чĕлхинчен)- торă тунă ом(ла)а, КŸКĔРТ (хăвăрах тавçăрăр). | |
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 18:08 | |
bor1959 // 1039.8.4424 2014-12-30 20:17: <<Тен ансатрах калаçмалла чăвашла?>>
Ансатрах калаçасси пирки ак çакăнта пăхăр: http://www.youtube.com/watch?v=2YzcpMPYP2U | |
Agabazar // 3328.63.1151
2015.01.05 07:34 | |
Михаил Волков1: << 40 çула яхăн ытлашши шавламарĕç. Вĕренекенĕсем вăй илсен тин вĕсен аллипе вут туртрĕç.>>
Вĕренекенсем, вĕрентекенсем.... Çакнашкал сăваплă хутшăнусемпе çыхăнусем те йăлтах тасамарланнă. "Парăма" куçнă. Вĕренекенсем вĕрентекенĕсем умĕнче "парăмра" та , çавна кура мĕн каланине приказ вырăнне хурса пурăнмалла имĕш. Çакнашкал япала вĕсен майĕпе пархатарлăх (?) шутланать. Е тата "халăх кăмăлне" палăртам пекки тунинех илер. Шкулсенче ĕçлекен темиçе вĕрентевçĕне тĕрлĕ меслетсемпе хăйсен майлă çавăраççĕ те, пуçлаççĕ тĕрĕлтетме... Вăт çавнашкал ку япалан мыскари. Эп ăнланнă тăрăх çапла тейĕпĕр. Пĕтермелле çакна. Сиенлине кура. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.01.05 14:10 | |
В реальной жизни никем не востебованный Акасапар тут зажигает!Тимӗр тӗрӗс калать,сан ҫырав грамоти ни влаҫ структурине,ни вӗренӳ министерствине,ни юстици министерствине кирлех мар.Ҫавӑнпа ачусем пулсан калаҫ вӗсемпе чӑвашла, ҫук пулмалла-вара утопилле темӑпа ҫӑрӑлса ан лар! |