Аçтахар Плотников // 3406.75.1326
2014.12.24 17:01 | |
Волков юлташ, тархасшăн, техника уйрăмлăхĕсене чухламаннипе суя сăмах пирĕн пирки ан сарăр. Никам та сирĕн çырăвăрусене кăларса пемен, хуратман. | |
Михаил Волков // 1807.04.6131
2014.12.24 23:19 | |
Каçару ыйтатăп. Страницăсене юлашки пост хыççăн кăтартнине куç япăхран асăрхаймарăм. Вĕсене тема хыççăн тÿрех тупма хăнăхнăччĕ те.Техниккăна вёренсе çитме йывăртарах. Почтăна та тем хăяматла çухатрăм. Хĕрĕм Çĕнçула килсе пулăшасса шанатăп анчах халĕ. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 09:39 | |
Хыпар 75-мĕш параграфа сĕмсĕррĕн пăсать, ват супнă çыравçăсемпе чĕлхе ăслăлăхне ним чухламан лесник-платник-кочегар-чиновник хыççăн каять. Тĕлпултăмăр, ялхуçалăх, ыркăмăллăх тата ытти кунашкал сăмахсене уйрăм çырмалла-çке. | |
Аçтахар Плотников // 2727.91.0333
2014.12.25 14:08 | |
«Ял хуçăлăх», «тĕл пултăмăр»-не уйрăм çырма килĕшетĕп, «ыркăмăллăх»-не вара ниепле те килĕшессĕм çук. «Ырă кăмăл» - тархасшăн, уйăрăр. «Ыркăмăллăх» вара термин пулсан хăй пĕр сăмах пулса тăрать, ниепле те сăмах майлашăвĕ мар вăл. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 15:10 | |
Админ иптеш, ма каламастăр Хыпара хăш сăмаха мĕнле çырмаллине - хăвăр çав таран ăслă тăк? Ну мĕн сÿтĕлетпĕр Станьял хыççăн? Леонтьев Станьял статйине кăçал пичетлемен пулсан Хыпарта - орфографи пирки сÿтĕкле хальхи тавлашу пулмастчĕ. Вăт мĕн патне илсе çитерет плюрализм. Хальхинче - Леонтьевăн. | |
Аçтахар Плотников // 2727.91.0333
2014.12.25 16:37 | |
«Админ иптеш, ма каламастăр Хыпара хăш сăмаха мĕнле çырмаллине»
Ара статья ярса панă эп вĕсене. Тулькăш пичетлесшĕн пулмарĕç пулас (Леонтьев вăхăтĕнче). Тĕп шухăша пулас конференцире уçса парасшăн, ун валли хатĕрлесе çитересшĕн. Орфографи пирки тавлашусем тахçанах пыраççĕ. Кăçал тапратнине шута илмесĕрех. Халь ав, уйрăм çыртарас шутлисем ку ыйтăва ятарласа хускатнă тесе пăхасшăн, ăна татса парас вырăнне лучше шкулсенче сехетсене чакарассипе кĕрешмелли пирки калаççĕ. Икĕ ыйтăвĕ те çивĕч. Иккĕшĕ те ним çук çĕртрен тухмасть. | |
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 16:53 | |
Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 09:39 <<Хыпар 75-мĕш параграфа сĕмсĕррĕн пăсать,>>
Эсир, Асар, вăл параграфа, вуласа тухнă та пуль, анчах та ăна тĕрĕссипе пачах та чухламастăр. Кÿрентерес шутпа мар калатăп çакна. Асар // 4117.51.7078 2014-12-25 09:39 <<Тĕлпултăмăр, ялхуçалăх, ыркăмăллăх тата ытти кунашкал сăмахсене уйрăм çырмалла-çке.>> Тĕрĕссипе асăннă сăмахсене мĕнле çырмалли тĕлĕшпе 75-мĕш параграфра та, ытти тĕлте те пат! татса калани çук. Çавна кура кулленлĕхре "здравый смысл" çине таянас пулать. | |
Асар // 4117.51.7078
2014.12.25 17:27 | |
Халĕ эпĕ дискусси сĕмне куратăп пек. Админ та, Акапасар та ыйту тĕшшине чухлаççĕ. Хуравăм: паянхи ăру çырнă пек çырмалла! Эпир Хыпарта ытларах - çамрăксем, пире вара совет саманин орфографине тавăраççĕ. | |
Agabazar // 1470.31.4143
2014.12.25 18:06 | |
"Дискусси" ирттермелĕх кунта "матерьялĕ" çук.Пурте пĕтĕмпех уçăмлă. Хăшперисем çеç пустуй пăтратаççĕ. | |
Agabazar // 3493.53.8384
2014.12.25 19:22 | |
Асар:<<Хуравăм: паянхи ăру çырнă пек çырмалла!>>
Паянхи ăру вырăсла çырать... Ытти ăрусем те çаплах темелле. Чăвашла çыракан çав тери сахал!!!!!!! Асар:<<...пире вара совет саманин орфографине тавăраççĕ.>> Кам тавăрать? Совет самани вăрăм, унта тем те пулнă. "Хальхи" текен орфографи пĕрле, дефиспа, уйрăм çырма чармасть Унта пат! татса каланă самантсем сайра. Кама мĕн кирлĕ, çавна пĕтĕмпех тенĕ пек тупма пулать унта. Çакна эпĕ, Акапасар, йĕркевсене урлă та пирлĕ пин хут ашса тухнăскер, ÇИРĔППĔН ÇИРĔПЛЕТЕТĔП! |