Agabazar // 2102.66.3212
2015.01.17 22:06 | |
Галина Зотова // 1825.76.6808
2015.01.18 09:25 | |
Хурахӗ хурахах мар-ха, вӑхӑтлӑх пӗр чӗлхе тупманни кӑна. Пӗр-пӗрне вӑхӑтра пулӑшманни ҫеҫ.Ҫывӑх вӑхӑтра майлашӑнаҫҫӗ пуль. На всю страну кӑшкӑрма кирлӗ марччӗ хӑйсен хушшинчи ӑнланманлӑха. | |
Agabazar // 4034.26.7029
2015.01.18 11:16 | |
на всю страну мар ĕнтĕ!
Ара, камшăн вăл пит кăсăклă чăвашсем пĕр-пĕрне тÿнккем пекки тукалани? Килмелле пулнă та ку сайта — каламалла пулнă мĕн кирлине. Мĕн темĕнле ПФО таврашсем тăрăх çÿремелле???? | |
Галина Зотова // 2253.48.3211
2015.01.18 11:58 | |
Ку сайта тата ма вараламалла? Ӗҫлетӗр Николай Плотников спокойнах, чӑрмавӗсем унсӑрӑн та тупӑнсах тӑраҫҫӗ. | |
Agabazar // 4034.26.7029
2015.01.18 13:06 | |
Сайт унпа "вараланмасть." :-)
Уйрăм тема вара (сăмахран, ак çакă!) чăн та вараланма пултарать. :-( | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.19 13:01 | |
Комисси сӗнет - парламент йышӑнать, тен, ҫак ӗҫе правительствӑна хушмалла. Парламентра кам ларать? Тӗрӗс: промышленноҫ "элити", вӗсенчен пӗри те чӑвашла диктант 3-лӗх те ҫыраймасть. П.Краснов та. Пушшех те, вӑл Станьял позицийӗ ҫинче. Ахальтен-и Станьял юбилейӗнче Туркая хытӑ мухтарӗ Леонтьев еткерне пӗтернӗшӗн. | |
Agabazar // 3389.04.2248
2015.01.19 14:14 | |
Асар:<<...тен, ҫак ӗҫе правительствӑна хушмалла.>>
Ĕхĕ çав: Моторин иптеш чăваш чĕлхине çав тери чаплă пĕлет теççĕ ав.. :-) Асар: <<Комисси сӗнет - парламент йышӑнать,>> Çырулăх йĕркевĕсене тĕлли-паллисĕр турткалама тетте мар вĕсем! Мана çав Правилăсенче 99% килĕшмест. Апла пулин те вĕсене васкаса улăштарассине хирĕç тăратăп. Тепĕр тесен, Парламент хăй те ку ĕçпе аппаланма килĕшмессе пултарать. Тата — шăв-шав çĕкленет, каллех ахăрсамана пуçланать... Çакнашкал самантсене йăлтах шута илме тивет. | |
Асав // 4117.51.7078
2015.01.20 17:54 | |
Улӑштпармалла теместӗп. Татӑклӑ йӗрке тумаллах! Унсӑрӑн пур-ҫук ӑс-хакӑлӑмӑра тавлашсах пӗтеретпӗр. Туркай эрттелӗ мӗн хӑтланнине курмастӑн-им? | |
Конми // 9928.7.8476
2015.01.22 23:50 | |
Пĕрле-уйрăм çырассипе тавлашма пăрахар. Сÿтсе явни ыранах йĕркевсене улăштармаллине пĕлтермест: "Çиччĕ виç те пĕрре кас". Малашне тумалли улшăнусене маларах палăртса тĕплĕн сăнаса пăхмалла. Чи йывăр ыйту - ютран йышăнакан сăмахсемпе хамăрăннисене çырас йĕркевĕсем хушшинчи хире-хирĕçлĕхе пĕтересси.Пуçлар çак ыйтăва кăшлама. Урăх ыйтусем те сахал мар. Манар мар: йĕркевсене ăспа тăваççĕ. Пăсĕ, хĕремесленни кирлĕ мар. | |
Конми // 9928.7.8476
2015.01.22 23:52 | |
Эпĕ сайтра регистрациленнĕ. |
Нимĕнле комиссин те унашкал хăтланма нимĕнле право та çук. Йĕркевсене улăштарма Парламент çеç пултарать. "Сăмахсен йышне палăртмалла" тени вара шутсăр кулăшла илтĕнет. Полномочисем илнĕ комисси йĕркевсене интерпретацилеме, тен, май тупĕ. Интерпретацилесси вара параграф тексчĕ тавра кăна аталанайĕ.