Асар // 4117.51.7078
2015.01.14 15:46 | |
Пушмак е ҫур пушмак шайне анса лартӑмӑр-и тавлашура? | |
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 18:42 | |
"Акапасар — пасар" ниепле те рифма пулма пултараймасть
"Акапасар — пасар мар". Ку та çавăн йышшиех тĕрĕссипе каласан. | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.14 19:38 | |
Эпӗ сӑвӑҫсен конкурсӗнче мар. Кирлӗ тӗк - шедевр ҫырма лла-и? Анчах эпир терминсем пиирки калаҫмастӑмӑрччӗ-и-ха?
Сӑвӑлани - айкашу кӑна. Акапасар, тӑванӑм, ан йӑсла, Кай, хатӗрле часрах ӑсла, Вӗрет сӑра, пӗҫер сӑра, Асарсенчен пач ан хӑра, Тӗллевӗмӗр пӗрре: чӗлхе, Упрасчӗ ӗнчӗ хӗлӗхе, Янратӑр вӑл хӗвел таран, Акапасар, но пассаран! | |
Agabazar // 4092.68.4291
2015.01.14 19:52 | |
Акапасар пирки — ак çакăнта: http://chuvash.org/blogs/comments/2231.html | |
Конми // 9773-3567
2015.01.14 23:37 | |
Акапасар, испанла боты, ботинки, полуботинки - пурте ÇĂПАТА - sapatos. Ностратлă чĕлхе парнийĕ. Вĕсем пурте çавăнтанах тухнă.Атă вĕсенче оты, оти пулса кайнă. Шухăшламалли ыйтусем чылай. Тен хăй вăхăтĕнче Виталий Котлеев шутланă пек ХУПĂ САСĂСЕН ЯНРАВЛĂХНЕ, уйрăмах в, л, м, н. р хыççăн б, г, д, ж,з çырса палăртма тытăнмалла. Икĕ уçă сасă хушшинчи, сăмах пуçламăшĕнчисем пирки те пуçа ватса пăхмалла, Оо статусне те йышăнмăалла-и тен. | |
Конми // 9773-3567
2015.01.14 23:51 | |
Админ, мана январĕн 4-мĕшĕнчех тĕрĕслесе регистрациленĕ. Мĕншĕн манăн каллех кашни кĕмессерен К.П.Ç. сăăмаха та тавçăрмалла! Куç вăйĕ пĕтсе çитрĕ, сывлăхăм начар.Мĕнле те пулин хам пĕлÿсене каласа хăварма та май памастăр. Пĕчĕк ачапа вылянăн айкшатăр. | |
Agabazar // 4264.40.7711
2015.01.15 09:32 | |
Конми юлташ,
Пире пурсăмăра та хайхи 75-мĕш параграфа тата уйрăмах çав параграфри асăрхаттарăва "парнелеме" пултарнăшăн тем пекех "Слапух Турра" теес пулать. Ку вăл чăнах та сирĕн "еткер" иккенне витĕр курса тăратпăр. Еткерех теес пулать ĕнтĕ, ара унтанпа çирĕм çул та иртрĕ пуль? :-) | |
Agabazar // 4264.40.7711
2015.01.15 09:36 | |
Конми:<<Акапасар, испанла боты, ботинки, полуботинки - пурте ÇĂПАТА - sapatos.Ностратлă чĕлхе парнийĕ>>
Асар:<<Акапасар, но пассаран>> Ку "но пассаран" тени те ностратизм тапхăрĕн парни-ши? :-) | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.15 12:34 | |
Каҫарсамӑр: но пасаран (пӗр с-па) темеллеччӗ. | |
Agabazar // 1414.11.0420
2015.01.15 13:52 | |
Но пасаран çырсан [но-пазаран] вулама тивет |