Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Знание умножает скорбь, седину и морщины.
(Мавпа)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948628 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Т.Ак. // 4186.57.1361
2013.10.01 14:53
Тарес, Атнер! "Чавашлах" укса тумалли япала пулмалла мар. Илле те чавашсене Турцине илсе суренишен менлерех тапалтарать ушкансенчен. Мен чул ытларах илсе каять -саван чухле укса нумайрах.... Налук туллемест.
Agabazar // 1231.8.1426
2013.10.01 16:47
Agabazar
Тĕрĕс, Т.Ак. "хоспочин"! Чăвашлăхшăн ĕçлекенсене мĕн укçа парса тăмалли пур! Парас укçа-тенкĕне чăвашлăхпа кĕрешекенсене! Миххи-миххипе парас!
Agabazar // 1231.8.1426
2013.10.01 18:58
Agabazar
Парас укçа-тенкĕне чăвашлăха хирĕç кĕрешекенсене! Миххи-миххипе парас! :-)
bor1959 // 1039.8.4424
2013.10.01 20:35
Акасапар, ухмаха перен кашни кун. Чăвашлăхшăн обществăлла организацисем, уйрăм çынсем çунса çÿреççĕ. А сан юратнă Архиповран пуçласа М.Краснов таран укçа памасан ним те тумаççĕ(командировочный тÿлесен те кайса çÿресшĕн мар инçерех тăвансем патне шереметсем). Ытларах укçасăр ĕçлекенсене ура хураççĕ. Ахăртнех Хăйсен влияни çухатасран хăраççĕ.
Agabazar // 2467.36.9924
2013.10.01 21:27
Agabazar
bor1959:"Акасапар, ухмаха перен кашни кун" bor1959 "ăсла" перет.
Agabazar // 2467.36.9924
2013.10.01 21:40
Agabazar
Çитет кунта ăсла персе ларса! Т.Ак.:<<Налук туллемест.>> Вăт çак япалана халăхра "стукачество" теççĕ. Хисеплемеççĕ ун пеккине халăхра. Халăх, халăх текелеççĕ кунта. Вăт çавнашкал вăл "халăх" чăннипе. "Стукачество" пÿтсĕр ĕç шутланать.
Якур // 3528.46.6609
2013.10.01 23:49
Акасапар ухмаха переть тесе эп те аклап, Тимĕр те, Атнер те тата ыттисем çыраççĕ. Куçкĕрет ухмаха пени: депутатсем пирки çырать( лайăх-и , япăх-и вĕсем - вĕсем патшалăх чиновникĕсем). Кунта вĕт обществăлла организаци çинчен калаçу пырать: Конгресс, ЧОКЦ, Сувар тата ытти ушкăнсем çинчен.
Якур // 3528.46.6609
2013.10.01 23:54
Т.Ак. çырать:<<Налук туллемест.> тата ыт. те. Паллах вăл каласшăн: Взяткăра тĕрĕслĕхшĕн çунать, анчах хăй те мамăк пек шурă та таса мар тесшĕн. Çапла пуль. Çавăн пекех Акасапар та шурă та таса пулассине ĕненес килет.
Вихтăр // 3451.64.8911
2013.10.08 22:53
Кунта калаçма, сÿтсе явма килнĕ пулсан атăрь-ха çав япалапа аппаланар. Аттун Акасапар тем çинчен те çырать, только темăпа мар. Автор çырать ЧНК куштанĕсем пирки: «Тем кунта пустуй сăмаха персе ан ларăр-ха, Шупашкар чăннипе те лайăх енне улшăнчĕ,»-çакă вĕсен тĕп аргумент пулса тăчĕ.
Вихтăр // 3451.64.8911
2013.10.08 23:00
Ара, ЧНК куштанĕсем Шупашкар е Çĕрпÿ хулисене лайăх енне куçма тÿпе е хастарлăх хунă-им? Вĕсем самые обыкновенные потребители, тунеядцы. Кăштах ЧНК-ра экономикине аталантарсан татах хăть. Аттун курак чĕпписем пек çăварсене карнă та: кам кăштах кăшламалли апат-çимĕç килсе парать-ши тесе лараççĕ.

Страницăсем: 1, ... 4, 5, 6, 7, 8, [9], 10, 11, 12, 13, 14, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики