Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Не могут понять жизнь в этом мире те, кто никогда не жил в нем.
(Дж.М.Джилберт)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948622 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 3913.58.4645
2013.11.14 11:45
Конгресăн малашлăхĕ паянхи кун иккĕленÿллĕ.Архипоффпа унăн команди пĕтерчĕç,Ивантаев калашле плинтус шайне антарса лартрç.Калама çук йывăр пулать Клементьева конгреса тепĕр хут çĕклеме.
Agabazar // 2814.19.5048
2013.11.14 17:12
Agabazar
Ивантаев вице-президент пулнă, хăй те Арххиппăф текен камантăнах кĕнĕ.
Тимӗр // 4194.25.3246
2013.11.14 20:53
Ивантаев вице-президент Архипофф чухне пулман.Президиумра пулнă.Ларусене çÿресех кайман.Юлашки çур çул хушшинче конгресра йĕрке тăвас тĕллевпе питĕ активлă ĕçлерĕ.Влаçе тав тумалла тата Киремете.Конгресăмăр пач çĕнелчĕ.Пурăнатпăр-ха!
Agabazar // 2816.86.4749
2013.11.14 23:38
Agabazar
Timer:"Ивантаев вице-президент Архипофф чухне пулман." "Ампар кĕнекинче" çырса хунă приказсене, е йышăнусене кăтартăр: хăçан вице-президент пулса тăнă. Хăçан -Президиум членĕ. Президиумра-тăк —камантăра. Камантăра тăрас мар тетĕн, яваплăха ыттисемпе пайлас мар тетĕн - алăка шалт хуп та тухса кай. Отставкăна тух. Пĕрле ларан-тăк — яваплăха ыттисемпе пайла. Атту мĕнле пулса тухать: "мухтавне" пайласшăн, яваплăха пайласшан мар... :-(
Agabazar // 2816.86.4749
2013.11.14 23:47
Agabazar
Эп кунта шăпах алăка шалтлаттарса хупни пирки калатăп. Вăрттăн, шăппăн, никама систермесĕр тухам пекки туни шутланмасть. Полномочисене вĕçлесе тухни пирки калатăп. Полномочисем вĕçленмен-тĕк — тухман. Ивантаев 8-мĕш аслă пухăва та ертсе пынă. Эппин унта мĕн пулса иртнин яваплăхĕ те ун çинех тиенет. ЧНКн çĕнĕ йышĕ ним те тума пултараймасан — ыттисемпе пĕрле ăна та "кышлăпăр". :-)
Agabazar // 2816.86.4749
2013.11.14 23:53
Agabazar
Çапах та эпĕ "кăшласси" тĕлĕшпе ытлашши иртĕнсе каймалла мар тесе шутлатăп. Пирĕнтен килсех кайман объективлă сăлтавсене те курма вĕренмелле. Кăшласси вăл — çăмăл...
Agabazar // 2816.86.4749
2013.11.14 23:53
Agabazar
Çапах та эпĕ "кăшласси" тĕлĕшпе ытлашши иртĕнсе каймалла мар тесе шутлатăп. Пирĕнтен килсех кайман объективлă сăлтавсене те курма вĕренмелле. Кăшласси вăл — çăмăл...
Атл // 2577.26.3998
2013.11.15 01:05
Ах! Ах! Ан кшлр прь-прьне!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 11:20
Ан кутăнлаш-ха, Акасапар! Эс алăка шалтлаттарса хупнине никам та сисеймĕ.Эс кай та ЧНК Президиумне,çирĕп ыйт:"Ман чăваш халăхĕшĕн, тăван халăхшăн, ун шăпи телейлĕрех те вăрăмрах пултăр тесе Çанă тавăрса,вăй-хала шеллемесĕр( Эрхип пек) ĕçлес килеть"-тесе.Вара сана параççĕ фронт( ял халăхĕн культура шайне ÿстересси,сăмахран),тархасшăн реально ĕçле.
P.S.Анчах "эсир,эс" тесе тупăшса вăхăта сая ямалла мар.
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.15 11:44
Ман питĕ пĕлес килет Акасапар кам камандинче пулнине. Кам ун камандин пуçлăхĕ.Вара çав камандира хирĕç ик-виç сăмах самай хирĕçрех каланине илтесчĕ.Вара Акасапара камандир тума пулать,халлĕхе виртуальный камандир анчах эс, шел пулин те.

Страницăсем: [1], 2, 3, 4, 5, 6, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики