Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Люди путают законы с правами.
(С. Лец)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948620 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 17:59
Agabazar
Ефим Н.:"Нименле конкретла япала та сукка унан" Кăна тата мĕнле "конкретла" япала килĕ-ши!
Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 18:00
Agabazar
<b><Ефим Н.:"Нименле конкретла япала та сукка унан" Кăна тата мĕнле "конкретла" япала кирлĕ-ши!/b>
Agabazar // 4167.5.6949
2013.10.31 18:05
Agabazar
Ефим Н.:"Нименле конкретла япала та сукка унан" Кăна тата мĕнле "конкретла" япала кирлĕ-ши!
bor1959 // 1039.8.4424
2013.11.07 11:06
Акасапар:"Кăна тата мĕнле "конкретла" япала кирлĕ-ши!"-ку мĕнле дискриминаци тата.Конкретлă ĔÇсем туни, конкретлă япала Акасапара та,bor-а та, Якура та, Тимĕре те, Ефима та, Атнере те-пурне те кирлĕ. Пуш параппан çапни никамах та кирлĕ мар( кирлĕ сцена çинче М.Галкина,В.Сергеева, В.Петрова,).Акасапар, санран ĕçре конкретный япала ыйтмаççи? Е эс ĕçре неподотчетен?
Agabazar // 3911.70.5710
2013.11.07 16:31
Agabazar
Ну калăр эппин, мĕнле "конкретлă ĕç" кирлĕ сире Лукиановран. Хваттер илсе памалла-и "бор" валли е кашни кун "бора" сăпкара сиктермелле-и?
Ефим Н. // 4186.57.1361
2013.11.08 17:24
Челхепе мар, кересепе, сенекпе еслемелле, туссем!
Якур // 3996.48.8269
2013.11.08 20:53
Акасапар,"ĕçчешĕм" в кавычках,дополнительно подчеркиваю. Эс Лукиановпа мĕн туса курнă? Эп хам сăмахшăн явап тытатăп! Лукианов вĕтĕ ĕçре те чăвашсемшĕн усламсăр утăм тумасть. Ĕнер куртăм Поединок: адвокат Г.Резник тата депутут ГД Яровая( ЕдРО). Г.Резник калать: эп тет хура халăхшăн(маншăн эппин)тÿлевсĕр ĔÇ тăвап тет. Лукианов ун пек калама пуçласан эп( хура халăх)тÿрех трибуна çине тухап та его заклеймлю.
Якур // 3996.48.8269
2013.11.08 22:11
Лукиановăн хваттер илсе памалла мар никама та, илсе пама пулăштăр хăй ачисене.Лукианов наци лидерĕ пуласшăн пулсан( ун пек пуласшăн çунса çÿренине пĕр 10 çул курап-хăй кăтартма вăтанать, кăçал реально куртăмăр)унăн кăштах хъура халăх еннелле тайăлмала( крен тумалла), вылямалла мар. Халăх ухмах мар, вăл сисет ХУ из ХУ.
Вихтăр // 3996.48.8269
2013.11.08 22:24
Акасапара!Сăмахран,эп кăçал каларăм кĕркунне вăрăм пулать тесе(вĕлле хурчĕсем авăн-сентябрь уйăхĕнче çăмарта хума пăрахмарĕç-вĕсем çутçанталăк малашлăхне чухлаççĕ).Ман шухăшпа нумайăшĕ килĕшмерĕç,особенно сентябрь вĕçĕнче юр ÿкнĕ хыççăн. Лукиановăн çутçанталăк пулăмĕсемпе,халăх тишкерÿçисемпе тачăрах çыхăну тытмалла.Вара ÿсĕм пулать.
Agabazar // 4930.3.7307
2013.11.08 23:29
Agabazar
Лукианов — "частное лицо". Мана унăн ÿсĕмĕсем е юхăнăвĕсем кăсăклантарсах каймаççиĕ. Вăл тĕлĕшпе унăн арăмĕ, ачисем, ытти тăванĕсем пур. "Частное лицо" маррисем пирки — урăх сăмах.

Страницăсем: 1, 2, 3, [4], 5, 6, 7, 8, 9, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики