Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -4.7 °C
Честные речи и любезный вид редко сочетаются в людях.
(Конфуций)
 

Анастасия Пирӗшти: Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗ - хӑйне майлӑ мыскара

Анастасия Пирӗшти20.08.2013 01:1948644 просмотров

Нумаях пулмасть Чӑваш наци конгресӗн ларӑвӗнче пулса курма май лекрӗ. Унта мӗн сӑлтавӗпе пухӑннӑ, мӗнле йышӑнусем тунӑ - кун пирки эпӗ маларах хыпарланӑччӗ, ҫавӑнпа та вӗсем ҫинче эпӗ тепӗр хут чарӑнса тӑмастӑп. Мана вара пачах урӑххи канӑҫ памасть...

Эх, мӑнтарӑн эпир чӑвашсем... Пӗр шухӑшлӑ пулса нацийӗ сыхласа хӑварас ӗҫпе тӑрмашас вырӑнне пӗр-пӗрне чӗррӗн «кӑшлатпӑр» вӗт. Ларура та ҫаплах, залри ҫынсем икӗ фронта пайланнӑ тейӗн, пӗр-пӗрне хӗрсе кайса «ӑс» параҫҫӗ. «Фронтӑн» пӗр пайӗ конгресс ӗҫӗ-хӗлне хурлать, ҫитменлӗхӗсемпе кӑлтӑкӗсем ҫине тимлӗх тӑвать. Вӗсен шутӗнче Илья Арсентьевич Иванов пулчӗ. Хӑйӗн чунри ыратӑвне вӑл тунӑ докладра уҫӑмлӑн палӑртрӗ, чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗсене хурламаллипе хурларӗ. Иванова ятарласа чарса лартнӑ микрофон та чармарӗ, хӑйӗн хӑватлӑ сассипе вӑл пурне те самантрах вырӑна лартрӗ. Илья Иванов калаҫнӑ вӑхӑтра залри фронтӑн тепӗр пайӗ илтменҫи те туса пӑхрӗ, вӑрахха тӑсӑлнӑ калаҫӑва чарма та хӑтланчӗ. Кайран вара сӑмахне вӗсен «фрончӗ» илчӗ. Ҫак хӑйне майлӑ «юхӑмӗ» конгресс ӗҫӗ-хӗлнӗ, унӑн пуҫлӑхӗсене апла та капла мухтама тытӑнчӗ тесен те йӑнӑш пулмӗ. «Тем кунта пустуй сӑмаха персе ан ларӑр-ха, Шупашкар чӑннипе те лайӑх енне улшӑнчӗ,» - ҫакӑ вӗсен тӗп аргумент пулса тӑчӗ. Хулана ҫулталӑкра пӗр икӗ-виҫӗ хутччен килсе кайсан, эпӗ те пуль вӗсемпе пӗрлех «улшӑннӑ, улшӑннӑ» тесе кранклатма пуҫлатӑпчӗ. Пӗр харӑс «улшӑннӑ» теҫҫӗ пулсан, вара мӗншӗн тата кашни пӳрнене хуҫлатса мӗн енпе улшӑннине каласа памаҫҫӗ. Тен тӗслӗхсемпе ҫирӗплетсе панӑ хыҫҫӑн халӑх конгресс хастарлӑхне курма тытӑнӗ те. «Чӑваш наци пики» йышши мероприятийӗсене ирттернисӗр пуҫне конгресӑн тата урӑх тӑвӑмсем тусан та пӑсмасчӗ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫӗкленнӗ икӗ тӗп ыйту тавра та залри халӑх хӗрӳ дискуси ирттерчӗ. Пӗри ҫитес съезда юпа уйӑхӗнче мар, урӑх уйӑхра ирттерме сӗнет. Вӑл палӑртнӑ тӑрӑх авалхи чӑвашсемшӗн юпа уйӑхӗ - пурнӑҫ пӗтсе ларнине символанӑ. Конгрессӑн пуҫлӑхӗсем вара «куҫарма май ҫук» тесе ҫеҫ каласа хучӗҫ.

Иккӗмӗш ыйтупа - ҫитес съезда хутшӑнакан делегатсене суйлассипе норма ҫирӗплетессипе тата тӗпер тавлашу ҫуратрӗ. «Чӑваш наци конгресӗн» президиум членӗ Краснов Михаил Николаевич йышӑннӑ нормӑпа паллаштарнӑ хыҫҫӑн делегатсем шутне кӗменисем кӳренчӗҫ. Пӗрисене 6 вырӑн панӑ та вӗсем тепӗр вырӑн пама ирӗк ыйтаҫҫӗ. Чунӗпе чӑн чӑваш, физкультура вӗрентекенӗ шкулсенче чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсене ҫеҫ вырӑн паннишӗн кулянчӗ. Хӑйне те делегатсем шутне кӗме ыйтрӗ.

Ларура тата ытти ыйтусем тавра та сӑмахларӗҫ, анчах та вӗсен пӗлтерӗшӗ пысӑках мар.

Лару сехет хушши тӑсӑлчӗ. Ытларах та тӑсӑлма пултаратчӗ пуль, ара тухса калаҫма кӑмӑл тӑвакансем те ҫук марччӗ. Анчах та ларӑва васкавлӑн вӗҫлерӗҫ. Илья Иванов хӑйне калаҫма чарнӑ чухне пӗрне «мӗн, хула кунне та ӗҫме каймалла-и?» тесе каласа хучӗ. Тен, ку та тӗрӗс сӑмахсем пулчӗҫ.

Унсӑр пуҫне ларура ҫирӗп йӗрке ҫукки уҫӑмлӑн палӑрчӗ. Трибуна умне пӗр харӑс иккӗн-виҫҫӗн калаҫма тухаҫҫӗ. Калаҫун регламентне те лару пуҫламӑшӗнчех паллӑртманни йӗркенӗ пӑсрӗ. Лару вӗҫнелле Чӑваш наци конгресӗн пуҫлӑхӗ «съездра кун пек йӗркене пӑсма памӑпӑр» терӗ. Ҫапла майпа пирӗн юпа уйӑхӗнче иртекен Чӑваш наци конгресӗн VIII съездне кӗтмелли ҫеҫ юлать. Тен унта усси нумайрах пулӗ, шанатпӑр.

 

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2463.08.3773
2013.09.24 06:30
Agabazar
М.Краснов пирки эп пĕлместĕп. Анчах та Г.Архипов Прокурор ячĕпе çыру çырнă. Ыттисемпе пĕрле. Ку чăнах та çапла иккенне Илле Иванов хăй çирĕплетнĕ.
Agabazar // 2620.54.9646
2013.09.24 11:26
Agabazar
Timer:"Президиумран пĕр çын та алă пусман.Кунта темле вăртăнлăх куçкĕретех." Кунта вара ак çапларах "вăрттăнлăх" пулма пултарать. Уççырăва алă пусмасăр ЧНК Президиумĕн членĕсем влаç умĕнче "Ыр Ятлă" пулса юлаççĕ те —хăйсемех çав вырăнта каллех пулаççĕ. Ак пулать ак ЧНК пуçĕнче пĕр-пĕр Ивантаев (ара, йĕрке турĕ тесе паянах мухтаççĕ мар-и!). Вăт çавнашкал "мыскара"...
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.24 13:22
Акасапар, И.Иванова çĕнĕ конгресс питĕ пулăшасса шанас килет. Пурте кар тăрса витĕмлĕ конгресс суйлама!
Серте Унтри // 1414.25.2019
2013.09.24 21:18
Мы чуваши ищущие всегда разумный компромисс и не пушим "шерсть" для того чтобы казаться больше,грознее, чем есть на самом деле. Мы давно привыкли выживать каждый сам по себе. Даже чувашские пословицы подтверждение тому. Например, "тăванпа пĕрле ... ан лар".
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.25 09:56
Акасапар рулит. Во!дает. Мĕнрен Ивантаев Архиповран хавшакрах. Е Акасапар Ивантаевпа пĕрле ĕçленĕ-ши профсоюзра?
Чăваш Халăх Çурчĕ-шĕн те Ивантаев, Архипов мар,вăй хучĕ пек.
Архипов çав çуртра мĕн туса пурăннине пĕлес килсен, Акасапар кил ман пата. Сана сăмах вĕççĕн те, хут çине çырса та, электронлă майпа та паллаштарма пултаратăп.
Agabazar // 2170.90.4028
2013.09.25 10:12
Agabazar
Ивантаев ниме юрăхсăр иккенне ăнланма хăрах куçпа ак çакăнта çеç пăхса илмелле: http://chuvash.org/news/3961.html
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.25 12:11
Акасапар, Сан адреспа çÿресе йăлăхрăмăр ĕнтĕ. Унта эпир юнашарах пулнă. Ниме юрăхсăррине ним те курмарăмăр. Эп ăнланап: Акасапар видит там, где другие не увидят через микроскоп; слышит там , где другие не услышат и через спец. слуховой аппарат. Талантище! Зачем в конторе время переводит?
bor1959 // 1039.8.4424
2013.09.25 12:14
Кĕмерĕ : Акасапар, ăнлантар халăха. Зачем в конторе время проводит: Неужели только ради процветания и благополучия нации? Вот неоцененный соотечественниками ГИГАНТ мысли! Такой же гигант был Г.Н.Архипов, только его никто не понял и всем видно какой КОНЕЦ.
Agabazar // 3116.79.8481
2013.09.25 15:35
Agabazar
Çак темăра пĕрре мар асăннă Илле Иванова хÿтĕлес теккенсене Уççыру айне алă пусма чĕнетĕп.http://www.irekle.org/articles/i48.html
Аш Ури // 4186.57.1361
2013.09.26 15:48
Теленмелле, Илле Иванов хасата, ун юлташесем сайта та политика инструменче туса яна. Савартарассе тек савартарассе кунта.

Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики