Акулина // 3187.24.6929
2012.09.17 23:25 | |
Эпĕ пĕлетĕп чăвашла калаçакансем мĕншĕн сахалланса пынин сăлтавне. Чăваш чĕлхине вĕрентекенсемпе ăна тĕпчекенсем, хăйсен çăкăрне чăваш чĕлхи пулăшнипе тăвакансем ачисене чăвашла калаçтарманнипе. Вĕсем те калаçтармасан ыттисенчен ним те кĕтмелли çук! | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.09.18 12:05 | |
Питĕ тĕрĕс.Чăваш чĕлхипе нумайĕшĕ ;спекуляци; тăваççĕ.Чĕлхене аталантармалла тесе кăшкăрса нумайĕшĕ ĕç вырăнĕ тăваççĕ е патшалăхран укçа илсе тăраççĕ.Килĕнче вара чĕвашла калаçмаç. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.09.19 21:08 | |
Çав вăхăтрах темиçе çемьере ÿссе çитнĕ ывăлĕ ашшĕне малтан папа тенĕскер атте теме пуçларĕ.Паллах вĕсем суварсем теççĕ хăйсене. | |
Акулина // 3935.47.0855
2012.09.21 22:23 | |
Суварсем çеç мар çапла тума пĕлеççĕ, чăвашсем те. Хам шкулта вĕрентнĕ пĕр ачах салтакран таврăнсан "атте-анне" теме пуçларĕ чи çывăх çыннисене. Халь вăл инçетре ĕçлет, ялтах пÿрт-çурт лартса çемье çавăрма ĕмĕтленет. | |
Акулина // 3935.47.0855
2012.09.21 22:28 | |
Пирĕн интеллигентсем - чăвашлăхпа çыхăннисем хăçан хăйсенчен пуçлаççĕ-ши чăвашлăха аталантарма? Вĕсем кăкăр çапса тенĕ пек чăваш чĕлхишĕн тăрăшнине ĕнентерме тăрăшнă хыççăн хăйсен тĕпренчĕкĕсемпе вырăсла калаçнине илтсен пĕрре чун ыратать, тепре хăтланă ăш пăтранса каять... | |
Владимир // 2420.33.5901
2012.09.29 17:40 | |
Автобуссемпе троллейбуссем тата автолавккăсем çинчи рекламăсене чăваш чĕлхи çине куçармалла. Конституципе килĕшÿллĕн икĕ чĕлхепе пĕртан усă курмалла. | |
Слава // 2532.58.8185
2012.10.01 15:13 | |
Ребята, учите английский, и будет Вам счастье.
Всего Вам доброго и хорошего. | |
Акулина // 3388.30.1775
2012.10.01 19:38 | |
Слава! Ох, мĕнле аван пулмалла, акăлчана тухнипех телей тенине тупсан... Ачисене вырăса кăларнипе те телейлĕ туять хăйне нумай чăваш. Анчах кашниех телей мĕнне тĕрлĕрен ăнланать çав! Пирĕн пек чăвашсемшĕн телей вăл - чăваш чĕлхи çĕр çинче упранса юлни. | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.10.01 22:09 | |
Слава,ухмаха ан пер. Учите тогда уж китайский.ĂнĂçу хăвна та. Ята ан яр вара. | |
Юрий // 2774.87.0789
2012.10.16 06:50 | |
Тăван чĕлхене хисеплемен çын вăл атте-аннене те хисеплемест. Нумай чĕлхепе калаçма пĕлни вăл питĕ паха япала, анчах таван чĕлхене пĕлмен çын вара тымарсăр йывăç пекех... |