Agabazar // 1977.32.1336
2013.03.05 20:49 | |
Якур, чăваш халахĕ пуриншĕн те кулач çимелли инструмент пулса тăрать ПУРИНШĔН ТЕ!!! | |
Якур // 1744.39.2121
2013.03.06 10:56 | |
Пуриншĕн те тÿрремĕнех мар. Саншăн тÿрремĕн, анчах та кунта янранисĕĕ пуçне эсĕ нимĕн те тумастăн. Кунта та янратăн ĕçÿнта нимех те тума çуккипе. Кайса кил Тутарстанри е урăх çĕрти чăваш-суварăн паллă та сумлă вырăнĕсене. Йĕр хăвар хăвăн позицине кура. | |
Agabazar // 2697.8.2677
2013.03.06 14:15 | |
Якур, эп Тутарстан, Самар, Чĕмпĕр тăрăхĕсенче пайтах "сулланса" çуренĕ. Чăн, Пăлхарта тата Пÿлерте пулман. Анчах Кăнна Кушки çывăхĕнчи Хулаш патне çитнĕ. Тахçан Admin калашле, ВПЕЧАТЛЯЕТ. Нимĕнле çурт-йĕр сыхланса юлман пулин те. | |
Якур // 3829.84.5942
2013.03.06 16:04 | |
Сулланса эпир пит нумай çÿретпĕр-ха, кунта ăс-тăн тата хастарлăх та нумай кирлĕ мар. Сирĕн ĕçĕ те çав темăпа çыхăннă. Эпĕ çÿлерех çырнине ас тăватăп: шăппăн, кăшкăрмасăр хăватлă ĕçсем тума питĕ йывăр. Пирĕн эсĕ килĕштерекен Архипов та çулта пĕрре трибуна çинче мĕкĕреть те, Вот вĕт. Вырăссем каланă: на миру и смерть красна. | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.07 10:40 | |
Каçарăр, Акапасар. Ĕнерхи çыру туллинех каймарĕ. Вот çав элтеперсем трибуна çине хăпарса халăх умĕнче мĕкĕреççĕ те ĔÇ тунă пек пулать. Вара тепĕр хушă алхасса пурăнма пулать. Çав кантурти çынсем шалти туйăмпа чухлаççĕ, хăçан кăшкăрма юрать, хăçан юрлама юрать. | |
Тимер // 3293.96.4898
2013.03.08 22:13 | |
Сайман.Министрсемпе депутатсем чĕлхемĕр пĕтсен те кулачсăр юлмĕç.Вĕсемшĕн ан пăшăрхан.Мĕн тума кирлĕ вĕсене чăвашла митинг?Эс пул реалист.Енчен те Хыпарта ĕçлекен çынăн ирĕк панă митинга тухма хал çитмесен? | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.09 17:19 | |
И.Сайман: "Министрсем те, депутатсем те ЧĂВАШЛĂХ ТЕМИПЕХ укçа илеççĕ!!!" -чăвашлăх темине хускатманшăн тесе каласшăн пултăн ĕнтĕ эсĕ. Хăяматсем пурте чăваш-сувар ачисем вĕт( пĕр-ик çынсăр пуçне). Эс ытарланă А.Леонтьевăн( хыпар хаçат)сотрудникăсем "Хозяин" ирĕк памасăр нимле обществăлла мероприятие те кайма пултараймаççĕ. Саймана ку питĕ килĕшет. | |
Анатсем // 2263.77.9857
2013.03.09 18:39 | |
Чăваш пĕтсен тĕнче пĕтет.(халăх калаçăвĕнчен) | |
Agabazar // 1093.25.2568
2013.03.09 20:15 | |
Якур:"...пурте чăваш-сувар ачисем вĕт( пĕр-ик çынсăр пуçне)..."
Çакă ниме те пилтермест. Хуть те кам ачи пул, анчах ЧĂВАШ ПРАВИТЕЛЬСТВИНЧЕ ларан-тăк, санăн чăвашлăхшăн ĕçлемелле. Ку вăл тивĕç. ОБЯЗАННОСТЬ теççĕ вырăсла | |
Тимер // 2306.94.0178
2013.03.09 21:02 | |
Акапасар правительство пирки калани вăл:"классическая романтическая утопия".Пулман ун пекки-пулмасть те. |