Надежда // 4203.0.6027
2012.10.27 22:58 | |
Калăр-ха, плазма, менеджер сăмахсне чăвашла куçарма пулать-и? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.10.27 23:55 | |
Ма пулмасть ара? Чи малтан вăл мĕн япалине ăнланмалла, кайран вара çав япалана чăваш шутласа кăларнă пулсан — менле ят панă пулĕччĕ-ши? тесе ыйтмалла. Менеджер валли пĕрре те йывăр мар чăвашла вариант тупма (вырăссем «управленец» усă курма пăхаççĕ пулсан пирĕн чĕлхе те чухăн мар). | |
Васса // 2717-5310
2012.10.28 17:26 | |
Вырăссем те куçарман та ку сăмахсене ,чăвашла ма куçарса асапланмалла? | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.10.28 18:56 | |
— Чăваш чĕлхине пуянлатма. | |
Игорь Сайман // 7205-6496
2012.10.30 22:30 | |
Нельзя потерять то, чего нет. Вопрс надо ставить так: Почему люди не приобретают чувашский язык, не пользуются им в повседневной жизни? | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.10.31 20:57 | |
Нет мотивации для пользования.Мĕн тума кирлĕ чăваш чĕлхи? | |
Васса // 3015.35.5383
2012.11.01 11:51 | |
Чĕлхе мĕн тума кирлине пĕлместĕр-и эсир, калаçма кирлĕччĕ пулас вăл.... | |
Тимер // 5574.4.5423
2012.11.02 07:23 | |
Калаçма вырăсла та пулать.Куратăр хăвăрах:мĕнле хăвăрт пĕтсе пырать чĕлхемĕр.Çавăнпа Игорь питĕ тĕрĕс ыйту лартать.ПОЧЕМУ? | |
Владимир // 4132.37.7347
2012.11.02 09:27 | |
(Admin2012-10-28 18:56 — Чăваш чĕлхине пуянлатма.)
Кунпа эпĕ килĕшетĕп. Хальхи пурнăç улшăнăвĕсем кашни халăх чĕлхинче палăраççĕ. Пирĕн те, хамăр чĕлхене аталантарас тетпĕр пулсассăн, ютран килнĕ (терминсене) сăмахсене чăвашла куçарса пурнăçра усă курма хăнăхмалла. | |
Аçтахар Плотников // 5043.2.1941
2012.11.02 11:24 | |
«Чĕлхе мĕн тума кирлине пĕлместĕр-и эсир, калаçма кирлĕччĕ пулас вăл...»
Совет саманинче те «Канаша çитме кăна кирлĕ» текенни пурччĕ. Çав пысăк сиен кӳчĕ те чĕлхене. Техникăна, кулленхи пурнăçри пулăмсене кĕртмесен — чĕлхе иртнĕ ĕмĕрте, аталанмасăр юлать. |