Владимир // 6687-8682
2012.11.06 20:07 | |
Он же: "Ради достижения общей цели она должна подчиниться воле большинства. Требуется общая энергия, направленная в одну точку. И чем сильнее эта воля и энергия, тем ближе решение общих задач". | |
родители // 4114.75.2252
2013.02.27 19:59 | |
Пирен Çене Шупашкарта шкулра чăваш челхине лайăх верентермеççе
Ачасем тиргеççе чăваш челхине, кулаççĕ кам пелет. Меншен тесен родители хăйен ачасемпе чăвашла калаçмаççĕ, | |
Тимер // 3700.3.6317
2013.02.28 09:15 | |
Тĕп тĕрĕс.20çул калаçатпăр чăвашла вĕрентес пирки.Усси çукрах.Учителĕсен хăйсен те ачисем папа-мама пулни мана питĕ тĕлĕнтерет.Митинг пулчĕ чĕлхене хÿтĕлесе:пĕр учителе те курмарăм.Хыпар хаçатран та никам та çукчĕ. | |
Agabazar // 1564.7.2581
2013.02.28 09:41 | |
родители:"кулаççĕ кам пĕлет..." ВĂТ ÇАПЛАРАХ ĔÇСЕМ Пĕлекенни сумлăрах пулмалла ĕнтĕ. Тĕрĕссипе вара пĕлекенни сумсăра тухать. | |
Agabazar // 2397.35.5393
2013.02.28 20:21 | |
Тимер:"...пĕр учителе те курмарăм..." Куртăр-и унта Министрсене, рабочисене, инженерсене? Мĕншĕн тухмаççĕ пек туйăнать? | |
Якур // 1039.8.4424
2013.03.01 08:48 | |
Акапасар, е эсĕ ытлашши тăнлă, е ... .Сана Тимĕр ăнлантарасшăн: чĕлхе учительсене, писательсемпе поэтсен, журналистсен редакци ĕçченĕсен тата ытти чĕлхепе çыхăннă ĕçчешсен ЧĔЛХЕне хÿтĕлесси вăл -кулач çимелли инструмент. Çавна ăнланма академире вĕренмелле мар.Рабочисем, тем более инженерсем чĕлхесĕрех çăкăр çийĕç. Анчах та вĕсем хушшинче ăнлану ытларах. | |
Тимер // 1851.73.3497
2013.03.01 12:28 | |
Вĕсем тухманни никама та тĕлĕнтерместь.Чăваш учителĕсен,артисчĕсен,çыравçисен-урăхла каласан,чăвашлăх темипе укçа илекенсен хал çитменни хытăрах калама-тĕлĕнтерет. | |
Чиперкке // 1194.38.0503
2013.03.05 16:19 | |
вăтанаççĕ чăвашсем хăйсем чăваш пулнинчен.эп - чăваш!! тесе кăкăр çапакансемех ачисемпе вырăсла пуплеççĕ.мĕншĕн, тĕслĕхрен, республика пуçлăхĕ ирттерекен пухусем вырăсла иртеççĕ?миçе министр чăвашла пĕлет, калаçать? | |
Игорь Сайман // 2144.39.3793
2013.03.05 18:06 | |
Вăтанаççĕ тени — çав тери лÿппер сăмах. Чăннипе ку пулăм чылай кăткăсрах. Тăван чĕлхерен пăрăнакансем чылай чухне пачах та вăтанакан йышшисем мар Пачах урăхла, вĕсем тĕрĕссипе ытла та сĕмсĕр. Лару-тăрăва улăштарма çав тери йывăр. | |
Игорь Сайман // 4660.6.0975
2013.03.05 18:11 | |
Тимер
2013-03-01 12:28 "Вĕсем тухманни никама та тĕлĕнтерместь..." ТĔЛĔНЕС ПУЛАТЬ! Тĕлĕнменни — начар!!! Министрсем те, депутатсем те ЧĂВАШЛĂХ ТЕМИПЕХ укçа илеççĕ!!! |