29 мая 2017 г. в Чувашском государственном институте гуманитарных наук прошел совместный научный семинар с татарскими учёными из Института истории им. Ш. Марджани Академии наук Республики Татарстан. Мы встретились с заместителем директора по науке и развитию ЧГИГН Геннадием Николаевым и попросили подробнее рассказать об итогах прошедшего форума.
— Геннадий Алексеевич, 29 мая в институте гуманитарных наук прошел научный семинар, в котором приняли участие ученые из братского Татарстана.
Ҫак уйӑх пуҫламӑшӗнче эпир Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Кӗрлев ялӗ хӑйӗн ял уявне ирттерни пирки пӗлтертӗмӗр. Авторӗ Галина Зотова пулчӗ. Вӑл ярса панӑ хыпар ячӗ урӑхлаччӗ ӗнтӗ («Кӗрлев ял уявӗ» тенӗччӗ), эпир вара, уяври сӑнсемпе тата текстпа паллашнӑ тӑрӑх ӑна «Кӗрлев ял уявне вырӑсла кӑна илемлетни ял ҫыннисен кӑмӑлне кайнӑ» ят патӑмӑр. Хам унта пулман-ха ӗнтӗ, анчах уява вырӑсла кӑна илемлетни чуна питӗ кӑмӑлсӑрлантарчӗ. Икӗ хурӑнпа усӑ курса уявӑн йыхрав стендне хатӗрленӗ.
«Вӑрӑ пуҫӗ ҫинче ҫӗлӗк ҫунать» текен ваттисен сӑмахӗ пирки пурте илтнӗ ӗнтӗ. Те хамӑр халӑхрах ҫуралнӑ, те ыттисенчен йышӑннӑ, анчах ӑна пӗлмен ҫын ҫук пулӗ. Хальхи вӑхӑтра ӑнлантару словарӗпе ӗҫлетӗп те «ҫун» сӑмах патне ҫитрӗм. Хайхи хама та ҫак ваттисен сӑмахӗ мӗнле пулса кайни кӑсӑклантарса ячӗ. Шыраса пӑхрӑм вара. Вырӑсла ҫырса кӑтартнӑ пӗр халап тупӑнчӗ, ҫавна сире чӑвашла каласа парас кӑмӑл ҫуралчӗ.
Нумай пулмасть пӗр ҫынпа чӑвашсен пурнӑҫӗ пирки калаҫса кайрӑмӑр. Апла-капла сӑмахланӑ май хайхи ҫынсен тымарӗ патне ҫитрӗмӗр. Ҫын тымарӗ тенӗ чухне кунта сӑмах ҫав ҫын хӑйӗн йӑх-несӗлне туйнипе туйманни пирки пырать. Енчен те вӑл хӑй ӑҫта ҫуралнине ӑнланать пулсан, хӑй хӑш халӑх пулнине туять пулсан — ҫав ҫыннӑн тымарӗ пур, ӑна нимӗнле глобализаци те, нимӗнле космополитизм та арман евӗр вакласа-ҫавӑрттарса пӗтереймӗ.
Пирӗн калаҫу хайхи нумай чӑваш инҫетри тӑрӑхсене лайӑх пурнӑҫ шыраса кайни пирки пулчӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ ҫӗнӗ рубрика уҫас терӗ — унӑн ячӗ «Чӑваш усламҫи» пулӗ. Ҫак рубрикӑн тӗп тӗллевӗ — республикӑри халӑха тӑван тӑрӑхра ӗҫ тупма пулӑшасси, хамӑр патрах мӗнле ӗҫ пуҫарма май пурри пирки каласа парасси, инҫетри тӑрӑхсене каймасӑрах республикӑра укҫа ӗҫлесе илме май пурри пирки хыпарласси. Уйрӑмах эпир ҫамрӑксемшӗн кӑсӑклӑ статьясем хатӗрлес шухӑшлӑ — вӗсене вуласа яш-кӗрӗм хамӑр республикӑрах юлса пӗр-пӗр ӗҫ пуҫарма пултарасса шанса тӑратпӑр.
Чӑвашлӑх хӑрушлӑхра тӑнине хӑш-пӗр ҫынсем глобализаципе ҫыхӑнтараҫҫӗ. Ӑна айӑплаҫҫӗ. Ҫав япалана пулах чӑваш чӗлхи ҫухалса пырать имӗш, чӑвашлӑх имшерленсе те имшерленсе пырать. Анчах глобализацине ҫапла айӑплани тӗрӗсех-ши?
Тӗнче пӗр вырӑнта тӑмасть. Вӑл аталансах пырать. Ҫавна май хальхи вӑхӑтра чылай пулӑм тӗнче шайӗнче вӑй илме пуҫларӗ. Енчен иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче чӑваш пурнӑҫне тӗнчери вӑйсем пырса тивмен пулсан хальхи вӑхӑтра ку апла мар тесен пысӑк йӑнӑш пулӗччӗ.
Тӳрех палӑртса хӑварам — ку статьяпа эп чӑвашлӑхшӑн ҫунакансене, тӑван чӗлхин хӑватне ӳстерес тӗлӗшпе тӑрмашакансене пӗрре те сектантсем тесе каласшӑн мар, ҫак сӑмахӑн сивлек сӗмне пӗрре те вӗсем ҫине сарасшӑн мар.
Чи малтанах «секта» тата «сектант» пӗлтерӗшӗсене уҫӑмлатар. Тӗп ӑнлавӗ, паллах, тӗнпе ҫыхӑннӑ. Секта тесе пӗр-пӗр тӗнрен пайланса тухнӑ вӗренӗве калаҫҫӗ. Хӑй сӑмахӗ те латинла secare-рен пулнӑ, чӑвашла вӑл «кас(ӑлса тух), пайла(нса тух)» куҫать. Кӗскен каласан тӗнӗн тӗп вӗренӗвӗпе килӗшсех тӑмансен ушкӑнӗ, тӗп вӗренӗве улшӑнусем кӗртнӗ ушкӑн.
Казахстан Президенчӗ казах ҫырулӑхне латиница ҫине куҫарасси пирки паян хыпар тухрӗ. Ҫак ӗҫе вӗсем тапхӑрӑн-тапхӑрӑн тӑвасшӑн. Сӑмахран, ҫак ҫулталӑк вӗҫӗччен куҫмалли тапхӑрӑн программине хатӗрлесе ҫитересшӗн. 2025 ҫул тӗлне вара (8 ҫултан) республикӑра тухакан кӗнекесене, хаҫат-журналсене тата ӗҫ хучӗсене йӑлт латин ҫырулӑхӗпе тума хӑнӑхса ҫитесшӗн. Планӗсем пысӑк. Мӗншӗн кириллицӑна пӑрахӑҫлама йышӑнни пирки пуҫ ватса тӑмӑпӑр, ку калаҫу теми — хальхи вӑхӑтра латиница ыйтӑвӗ чӑваш чӗлхишӗн тӑрать-и е ҫук.
Кӑҫал Раҫҫей патшалӑхӗ Аслӑ Октябрь революцийӗ тата Нарӑс уйӑхӗнчи пӑлхавӑр пулса иртнӗренпе 100 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвать. Ҫавна май хӑшӗ-пӗри вӑхӑт ҫаврӑмӗ каллех тепӗр ҫавра тунӑ тесе ҫак вӑхӑталла тепӗр пӑлхавӑр кӗтет. Анчах ҫӗнӗ революци валли вӑхӑт пиҫсе ҫитнӗ-ши?
Пирӗн халӑхӑн аслӑ ывӑлӗ В.И. Ленин ҫырнӑ тӑрӑх пӑлхавӑрӑн виҫӗ паллине палӑртма пулать: пӗрремӗшӗнчен, ертӳҫӗсем кивӗлле ӗҫлейменни; иккӗмӗшӗнчен, хура халӑх кивӗлле пурӑнасшӑн марри, виҫҫӗмӗшӗнчен халӑхӑн пысӑк пайӗ, ҫав шутра влаҫрисем хӗтӗрнипе те, хӑйӗн хастарлӑхне ӳстерни.
Паян каллех чӑвашла пӗлмен сутӑҫ тӗлне лекрӗм. Пирӗн Ҫӗнӗ Лапсар посёлокӗнче «Аккондӑн» фирмӑллӑ лавкки пур. Ҫӑкӑр илес тесе ҫавӑнта кӗрес терӗм — унччен канихвет тавраш туянкаланӑччӗ те чӑвашла питӗ лайӑх калаҫакан сутӑҫ пурччӗ. Паян вара, ӑнмарӗ, чӑвашла пӗлменни лекрӗ.
— Мана ҫӑкӑр пар-ха, — терӗм хайхи сентре хыҫӗнче тӑраканскере.
— Что это такое? — тесе лаплаттарса хучӗ ҫамрӑк хӗр, Оля (хӑй каларӗ) ятлӑскер. Тӳрех мар ӗнтӗ, малтан мана ӑнланма тӑрӑшрӗ. Пӗр-ик ҫеккунт… Анчах унашкал сӑмах пӗлменрен ун ҫапла ыйту ҫуралчӗ.
Кӑрлач уйӑхӗнче Чӑваш халӑх сайчӗ «Видеотавлашу» йӗркелерӗ. Унта та, кайран та, «Капкӑн» тавра сас-хура тухма пуҫларӗ — имӗш вӑл питӗ тӑкаклӑ, ӑна кӑларма укҫа-тенкӗ ҫителӗксӗр, ҫавна пула журнала кварталта пӗрре кӑларма пуҫлас шухӑшлӑ. Кунашкал сас-хура тавра чӑваш халӑхӗн пӑшӑрханмасӑр иртме май ҫук, ҫавна май ҫӗнӗ редактор ларнине кӗтсе илнӗ хыҫҫӑн эпир ятарлӑ статья хатӗрлес терӗмӗр.
«Капкӑн» журналӗн кун-ҫулне илес пулсан, вӑл 1925 ҫулта пуҫланнӑ. Пуш уйӑхӗнче пӗрремӗш кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ.
Сӑмах, паллах, пуйӑсри вакун проводникӗ пирки мар пырать, ҫул кӑтартакан ҫын ҫинчен. Чӑвашла ӑна ӗлӗк ҫулпуҫӗ тенӗ — апла тӑк ҫула тухнӑ ҫынсен пуҫӗ, вӗсене ҫул кӑтартса пыраканӗ.
Ҫулертӳҫӗ профессийӗ авалхисен йышне кӗрет. Ӗлӗк-авал хальхилле навигаторсем пулманран ҫак ӗҫе уйрӑм ҫынсен тумалла пулнӑ. Пӗр-пӗр палламан вырӑна лексен, сӑмахран, ҫав тӑрӑха лайӑх пӗлекен ҫынна тупма тӑрӑшнӑ. Вӑл вара кирлӗ вырӑна тӳрӗ-ҫулпа ҫитерме пултарнӑ. Каламасӑрах паллӑ, вӗсен пулӑшӑвӗпе ытларах тӗрлӗ купсасемпе сутӑҫсем усӑ курнӑ.
Ӗнер эп «Хастарлӑх ҫӑлкуҫӗ» видеосӑвӑсен ӑмӑртӑвне ярса панӑ пур ӗҫе те хакласа тухрӑм. Ҫак хаклав чылай шухӑш ҫуратрӗ. Петӗр Хусанкай каланӑ сӑмах чӑна тухӗ-ши? Эпир, чӑвашсем, чӑн та пулатпӑр-ши? Е хальхи «пур»-па пирӗн кун-ҫул вӗҫленӗ?
Ӗҫсене хакланӑ май мӗн сӑнама тӳр килчӗ-ха? Тӗрӗссипе каласан 90% хӑйсен ӗҫне ячӗшӗн кӑна тунӑ. Ачи сӑвӑ каланӑ чухне такӑннӑ — темех мар пулас, ҫапла та каять... Мӗнле пур, ҫавӑн пек ярса панӑ. Тепӗр хут ӳкерме ӳркеннӗ. Пирӗн ҫак ӑмӑрту тем тесен те-ҫке, пӑхмасӑр лайӑх калакансен конкурсӗ мар.
Раҫҫей патшалӑхӗнче кризис текен япала паянхи кун та хӑйне лайӑх туять, вӑл ниҫта та ҫухаласшӑн мар-ха пулас. Ҫакна эпир пирӗн пурнӑҫра лайӑх куратпӑр — хаксем хӑпараҫҫӗ, ҫынсен тупӑшӗсем чакаҫҫӗ. Кашнийӗ ҫак лару-тӑрӑва хӑйне пӗлнӗ пек хӑнӑхма тӑрӑшать. Пӗрисем йӳнӗрех япаласем ҫине куҫаҫҫӗ, теприсем маларах туянма ӗмӗтленнӗ япаласене каярахри вӑхӑта куҫараҫҫӗ, виҫҫӗмӗшӗсем — тепӗр май тупаҫҫӗ. Паллах, патшалӑх та вӗсенчен юлмасть. Май ҫитнӗ таран тӑкаксене пӗчӗклетесшӗн, унтан-кунтан перекетлӗх шырать.
Енчен те эсир кунта, ҫак статьяра эп сире шкулта мӗнле ачасем вӗренни пирки ҫырса парӑп тесе шутлатӑр пулсан — йӑнӑшатӑр. Паллах, пуян ачасем е чухӑнраххисем, ӑслӑ ачасем е айвансем вӗреннине тишкерме пулӗччӗ, тӗпчев те ирттерме май пур, анчах калаҫӑвӗ урӑххи пирки. Хушма ыйтӑвӗ ҫакнашкал: ачисем хӑйсем е вӗсен ашшӗ-амӑшӗ?
Ман пуҫра ку ыйту ӗнер ҫуралчӗ. Кӳршӗри пӗр амӑшӗ килчӗ те унӑн шкула ҫӳрекен ачи валли тӗпчев ӗҫне хатӗрлесе пама ыйтрӗ.
Паян пӗрремӗш хут Пичет кунне уявланӑ мероприятие хутшӑнтӑм. Унччен те, паян та, унта мана чӗнменччӗ те, вӑл мӗнле иртнине халиччен хам куҫпа курманччӗ, хам хӑлхапа илтменччӗ. Паян вара пырса ҫитме май пулчӗ. Тепӗр тесен, хама та калем ӑсти тесе хаклама пулать-ҫке. Енчен те Мускаври тӳре-шара пирӗн сайта МИХ пек регистрацилеме хирӗҫ пулмасан (хутсене ярса парса) хам та малашне ют ҫын пек унта пулмӑп ӗнтӗ.
Чи малтан мана мӗн тӗлӗнтерчӗ-ха? Ӑна Раҫҫей пичечӗн (кӑрлачӑн 13-мӗшӗ) тата Чӑваш пичечӗн (кӑрлачӑн 19-мӗшӗ) кунӗсене халалланӑ пулин те чӑваш чӗлхи пач та курӑнмарӗ.
Паян ман пата Мирон Толи ярса панӑ открытка ҫитрӗ. «Раҫҫей Почтинче» ӗҫлекен шовинистсене пӗлме — ҫак конверт Швецинчен ман тӑван Лапсара чӑвашла ҫырнӑ адреспа чиперех ҫитнӗ! Никама та нимӗнле йывӑрлӑх та кӑтартман. Пӗр почтальонкӑн кӑна ӗнтӗ конверта ман пата ҫитерес тесе ҫак сивӗре ял тӑрӑх ҫӳреме тивнӗ. :) Анчах ку — унӑн ӗҫӗ, ӑна уншӑн укҫа тӳлеҫҫӗ (сахал-и, нумай-и — тепӗр ыйту).
Чӑн та, чи малтан, кӑштах иккеленӳ пурччӗ. Чӑвашла ҫырсан ҫитейӗ-ши? Пӗри Америкӑран кунта, Чӑваша, чӑвашла адреспа ҫырусем янине илтнӗ-ха эпӗ.
Кӑрлачӑн 7-мӗшӗнче Чӑваш наци культурин «Сӑвар» фончӗ йӑлана кӗнӗ тӑрӑх 15 хут Сурхури уявне ирттерчӗ. Унта чӑвашлӑха аталантаракан чылай ҫын пухӑнчӗ — ваттисем те, ҫамрӑккисем те пулчӗҫ. Эпир вара сире ҫак уявра янранӑ сӑмахсемпе тата юрӑсемпе паллаштарас тетпӗр.
Сурхури — авалхи чӑваш уявӗ. Ӗлӗкрех ӑна хӗлле кун ӳсме пуҫласан ирттернӗ. Сурхурие ытларах яш-кӗрӗм, ача-пӑча хутшӑннӑ. Сурхури ирттерме ятарласа пӗр киле пуҫтарӑннӑ. Килтен киле пуҫтарнӑ апат-ҫимӗҫрен, сӑраран, тӗрлӗ апатран сӗтелҫи майланӑ.
Кашни ҫул пекех кӑҫалхи ҫулталӑкӑн ӗҫӗсене те пӗтӗмлетме вӑхӑт ҫитрӗ. Ҫулӗ ҫӑмӑл пулмарӗ пулин те нумай ӗҫ тума пултартӑмӑр.
Енчен те 2015 ҫулта эпир открыткӑсем кӑларса пӑхрӑмӑр пулсан, кӑҫал — чӑвашла укҫа конверчӗсене алла илес терӗмӗр. Ҫапла май вара тӑватӑ ҫӗнӗ вариант кӑлартӑмӑр (малтанхипе шутласан пиллӗк пулать). Вӗсен пӗтӗмӗшле тиражӗ — 3500. Енчен те малтанхисене алӑпа касса кӑларма тиветчӗ пулсан — ҫӗннисене халь эпир ятарлӑ станокпа хатӗрлетпӗр, ҫавна май вӗсем лавккарисенчен пӗрре те кая мар пулса пыраҫҫӗ.
Тавлашу кӗтесӗ
Пирӗн паянхи хӑна — Станислав Упаҫҫи (Александров-Убасси). Эпир унпа философи тавра калаҫас терӗмӗр. Ку — пӗрремӗш калаҫу.
— Станислав, паянхи калаҫӑва Анӑҫпа Тухӑҫ ыйту тавра пуҫлас килет. Чӑваш халӑхне Анӑҫ шутне е Тухӑҫ йышне кӗртмелле? Мӗн вӑл сирӗн шутпа Анӑҫпа Тухӑҫ?
— Чи малтанах мӗн вӑл Анӑҫ, мӗн вӑл Тухӑҫ палӑртмалла. Анӑҫ е Тухӑҫ тенӗ чухне пирӗн географи вырнаҫӑвӗ ҫине пӑхмалла мар. Анӑҫпа Тухӑҫ — символла архетипсем.