Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +5.3 °C
Чтобы царствовать - надо мыслить.
(Элифас Леви)
 

Статьи

Ҫулталӑк иртсе кайрӗ, Шупашкарӗ халӗ те ҫук...

  13.11.2007 21:33 | 5080 просмотров
Паян Чулхулана илсе килнӗ хаҫатсене пӑхса тухса унти кирлӗ информацине вырнаҫтарас терӗм те 2006 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче «Хыпарта» тухнӑ ыйтӑва куртӑм:

Эпӗ ватӑ ӗнтӗ, — хӑйӗн ҫырӑвне пуҫланӑ ӗҫпе вӑрҫӑ ветеранӗ П. Николаев, — сакӑр вунна ҫывхарса пыратӑп. Ҫавна май тухсах ҫӳрейместӗп. Шупашкарта пулманни те темиҫе ҫул. Кӳршӗ хӗрарӑмӗнчен тӗп хулара ҫӗнӗ юхан шыв порчӗ тунине илтрӗм. Хӑй вӑхӑтӗнче эпӗ моряк пулнӑччӗ те - ку хыпар савӑнтарса ячӗ. Ара, ӗлӗкхи кивелсе ҫитнӗччӗ вӗт. Анчах та мана, чӑваша, порт кантурӗ ҫине "Шупашкар" тесе ҫырса хуман тени тӗлӗнтерчӗ.

Далее...

 

Отпуск иртсе кайрӗ

  13.11.2007 13:18 | 4609 просмотров
Тепӗр пӗчӗк отпуск иртсе кайрӗ. Ку отпуска эпӗ вӗренмешкӗн илтӗм. Ҫапла, ҫак ҫул эпӗ ЧПУн чӑваш чӗлхипе культурин факультетне куҫӑмсӑр майпа вӗренме кӗтӗм. Виҫӗ ҫул ҫурӑ вӗренмелле. Нумай ҫӗнӗ япала пӗлтӗм, нумай ҫӗнӗ япалана вӗренме тивӗ.
Информаци пуҫтарасси енӗпе ку эрне питӗ лайӑх пулчӗ. Хамӑн тӑван яла, Лапсара, революциченхи литературӑра асӑнса хӑварнине шыраса тупрӑм. Хам асатте ҫинчен питӗ интереслӗ факт пӗлтӗм. Вӑл арманҫӑ пулнӑ иккен! Эпӗ те арманҫа вӗренсе тухса ӗнтӗ :) /хальхилле вӑл професси "Техник-технолог по хранению и переработке зерна" ятлӑ/.

Далее...

 

op Platt

  11.11.2007 21:10 | 6406 просмотров
Julashki ernekun lübeck huli vulavӑshӗnce pultӑm, anatri nimӗşle şyrnӑ kӗnekesem kuşa leknӗ. (Platt)
Tӗlense kajrӑm. Vӑl pitӗ şӑmӑl: shvetpe nimӗş mixxӗ. (Gustav Vasa vӑhӑtӗnce Lübeck Hansa pysӑk pereket pӗrleshӗvӗncen numaj anatri nimӗş Shvetsire pulnipe shvet cӗlhine pitӗ vitӗmlӗccӗ)...

Kunta larsa Hyparsem "op Platt" itletӗp.
http://www.radiobremen.de/bremeneins/platt/news/
Platt vӗrenes tesen...:
http://www.radiobremen.de/online/platt/kurs/
 

To Halloween [Halujyn jacӗpe]

  02.11.2007 16:42 | 4032 просмотров
Well, if Halloween is generally a non-event for infantile profanity, what other day is as apt for letting your imagination go? In New York you can track see Halloween every day, but if you're from Cheboksary the idea to conform to the craze even on Halloween employs much guilt and shyness. It started with trying to hide heavy make-up, a short skirt and wings from public eye; it ended with freely mingling in the crowd, striking poses, feeling home with the wings.

Далее...

 

Вӑшлатса иртсе кайрӗҫ...

  01.11.2007 19:15 | 4991 просмотров
Паян ман Чулхулари Раштав урамӗ тӑрӑх утма тӳр килчӗ. Раштав урамӗ Чулхулари лӑпкӑ урамсенчен пӗри. Ун тӑрӑх трамвайсем ҫӳреҫҫӗ, машинсене нумайӗшӗ урам хӗррипе лартнӑран — питӗ хӗсӗк. Ку юрампа юнашарах тепӗр урам иртет — Анат Атӑл ҫыран хӗрри ятлӑ урам, Атӑл хӗррипе иртет ӗнтӗ. Вӑл вара урӑхла — шавлӑ. Машинсем валли ятарласа тунӑ ӗнтӗ — сарлака, вӗҫтерсе ҫӳреме юрӑхлӑ.
Вӑт, фотоательене ҫул тытнӑскер ҫапла утса пыратӑп ӗнтӗ Раштав урамӗпе. Сасартӑк хыҫӑлтан сирена сасси илтӗнсе кайрӗ, урам тӑрӑх малтан милици машини, кайран темле администраци машини вӗҫтерсе иртсе кайрӗҫ.

Далее...

 

Ej Turӑ, Imin tӑtӑr Cӑvaš cӗlhi. Amin!

  30.10.2007 17:46 | 4300 просмотров
"Аминь" пиллев ҫынна пурнӑҫа ырлӑх-телей, тӑнӑҫ-канӑҫ сунать. Ҫак сӑмах тутар чӗлхине ислам тӗнӗпе пӗрле кӗнӗ. "Имин" сӑмах вара тутара тухнӑ чӑвашсемпе пынӑ пулмалла. "Аминь" араб чӗлхине пӗр вӑхӑталлах кӗме пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫак икӗ чӗлхере пӗр тымарсенчен тухнӑ сӑмахсемех ҫӗр-ҫӗр. Апла пулсан пин-пин ҫул ӗлӗк пирӗн несӗлсем пӗр самана арабсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑннӑ е вӗсен чӗлхисем пӗр тӑван йӑваран пуҫланнӑ?


Hajhi avttӑr cӑvaš halӑhӗn irtnӗlӗh taphӑrӗsene pӑtrashtarat'.

Далее...

 

Санкт-Петербург

  30.10.2007 13:51 | 4714 просмотров
Ҫапла, эпӗ Питӗре ҫитсе куртӑм. Каласаччӗ ӗнтӗ, эпӗ Питере пӗрремӗш хут мар, иккӗмӗш хут лекрӗм. Анчах та пӗрремӗш хут лекнӗ чухне ку хула мана таса мар, кичем хула пек курӑнчӗ. Ун чухне мана кив хулана кӑтартманчӗ, ҫӗнӗ вырӑнсене кӑна курма тӳр килчӗ. Ҫӗнӗ вырӑнӗсем вара Раҫҫейри ытти хуласенчен уйрӑлса тӑмаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӑл мӗнпе чаплӑ пулни мана курӑнмасчӗ, мӗншӗн ӑна ҫапла мухтани мана паллӑ марччӗ.
Хальхинче вара мана кӑтартрӗҫ. Пӗр ҫын кӑна мар, иккӗн-виҫҫӗн. Пурте мана хулан чи паллӑ, чи лайӑх вырӑнсене кӑтартасшӑн пулчӗҫ. Ҫапла вара хальхинче хулана мана лайӑх енчен кӑтартрӑҫ.

Далее...

 

Доехал...

  29.10.2007 17:34 | 4732 просмотров
Уф... Наконец-то я добрался до места! Хотел сэкономить время, поэтому купил билет на поезд из Питера в Москву, который выезжал в 20:08. Думал с утра можно спокойно выехать в Нижний Новгород и вовремя попасть на работу (мне надо было доехать до 14:30). Но куда там! Оказывается, первый поезд, который отправляется в сторону Н. Новгорода уходит в 14:00. Так как Питерский поезд приехал в Москву в 4 часа утра (я-то думал, что в 6 часов что-то да есть, за полтора часа успею и билет купить и отдохнуть немного от поезда...), мне пришлось целых 10 часов ждать.

Далее...

 

Дагестан

  25.10.2007 13:10 | 4304 просмотров
Хыпар хӑйӗвӗсене вулатӑп та ыйту ҫуралать: унта вӑрҫӑ пырать-им? Кашни кун ҫӑпӑҫаҫҫӗ, переҫҫӗ, сирпӗтеҫҫӗ. Е унта халӗ те лару-тӑру лӑпланман? Инҫекурава тӑрӑх кӑна лӑпланнӑ-ши?
 

Танпа Танай

  22.10.2007 10:14 | 4939 просмотров
Чӑваш чӗлхи питӗ кӑсӑклӑ чӗлхе! Акӑ, сӑмахран, илер ҫак икӗ юханшыв ятне — Тан (Дон) тата Танай (Дунай). Чӑвашсен халапӗсенче вӗсем ҫав ятсемпе тӗл пулаҫҫӗ. Паллӑ ӗнтӗ, Танпа Танай шывӗсене чӑвашсем ят паман, ӗмӗтленме ҫеҫ пулать :). Анчах та питӗ ӑнланмалла пулса тухаҫҫӗ шыв ячӗсем: Пӗри Тан пулсан, тепри вара ун айӗнче — Танай (Тан+ай).
 
Страницăсем: 1, ... 329, 330, 331, 332, 333, [334], 335, 336, 337, 338, 339, ... 371
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)