//сообщение без перевода. Только для тех, кто знает чувашский язык. Особо любопытные могут попробовать перевести с помощью онлайн словаря http://samahsar.chuvash.org (когда заработает)
Ака 1-мӗшӗ темерӗн... Кулӑш кунӗ-ха ӗнтӗ, анчах та савӑнмалли нимӗн те ҫук. Паян мана 9 сехет ҫитеспе вӑратрӗҫ. 2 сехет тӗлӗнче ҫывӑрса кайнине шута илсен ман валли ку питӗ ир пулать. Педканаш сайчӗ ӗҫлемест иккен — паян вара чӑваш чӗлхипе интернет-олимпиада пуҫланмалла. 11 сехетре инҫекуравҫӑсем ӳкерме те килмелле. Аран-аран Акселе шӑнкаравласа тытрӑм (ҫынни ҫывӑрать иккен) — Корбина провайдер каналӗнче 7 сехетре пӑтӑрмах сиксе тухнӑ иккен.
Ак ҫак сӑнӳкерчӗк ҫине пӑхатӑп та ҫакнашкал шухӑш ҫуралать: конкурсӗ чӑваш юррисемпе ҫыхӑннӑ, ятне вара вырӑсла кӑна шаплаттарса хунӑ. Чӑвашла логотипӗ епле хитре... Ҫук, килӗшмест иккен. Килӗшменни те мар пулас — пурте ӑнланччӑр тесе шаплаттарса хунӑ пулас. Эх, мантарӑнсем! Пурте ӑнланччӑр тесе конкурсне те вырӑсла ирттермелле пулнӑ — мӗн унта пӑхса тӑрар, эпир Раҫҫейре пурӑнатпӑр-ҫке...
Паян эпӗ шыравҫӑсене тӗрӗслесе пӑхас терӗм. Чӑвашла вӗсем пӗлеҫҫӗ, е ҫук. Ҫапла май эпӗ вӗсене пурне те пӗр ыйту патӑм — «сӑмахсар» сӑмаха http://samahsar.chuvash.org сайтра шырама сӗнтӗм. Ку сӑмах сайтри пур страницӑра та тӗл пулать, ҫавна май кам ытларах пӗлет — ҫав маттур.
Малтан пӗлменнисенчен пуҫлас пулӗ. Чи пӗрремеш вырӑнтаhttp://aport.ru. Ку шыравҫӑ 2000 ҫулта паллӑччӗ. Тӗрӗсрех каласан, вӑл вӑхӑтра Раҫҫей шайӗнче 3 шыравҫӑччӗ — aport.ru, rambler.ru тата yandex.ru (алфавитпа вырнаҫтартӑм). Малтан Рамблер питӗ паллӑччӗ, каярах вара Яндекс мала тухрӗ.
Эх, не предупредили... Так с собой фотоаппарат бы захватил. На Оке сегодня ледоход, оказывается, начался.
Специально сходил посмотреть. Красота.
//посмотрим как сегодня усну. Бессоница, из-за которой я час-полотора застыпаю, надеюсь сегодня меня мучить не будет. Как-никак высота берега в верхней части ого-го — метров сто, не меньше! Пока спустишься, пока поднимешься... все ноги устают.
Эдурад Фомин мана хӑй кӗнекине ярса пачӗ. Сайтра вырнаҫтармашкӑн. Халӗ, вӑхӑт ирттерес тесе вуласа ларатӑп... «Йӑӑнш тескта тӗрӗс влуасси» статья патне ҫитрӗм.
«Тӗпчевҫӗсем асӑрханӑ тӑрӑх, сӑмаха эпир сас паллисерен мар, пӗтӗмӗшле ӗлкипе ӑнкарса илетпӗр. Сӑмах пуҫламӑшӗпе вӗҫӗнчи сас палли ҫеҫ вырӑнта пулмалла.» — ҫырать Эдуард. Кӑна тахҫанах ӑнкарса илнӗ. Ҫапла май уйрӑм ҫырасси вулама та кансӗрлет теме пулать. Ара «ар ҫын» ҫырнӑ чухне малтан эпир «ар» вулатпӑр, кайран — «ҫын». Вӑт вара малалла унта пуҫланать шухӑшлав — тӑн ҫак икӗ сӑмаха ҫыхӑнтарма пуҫлать.
Паянхи кун питӗ тухӑҫлӑ пулчӗ. Ӗҫре те хамӑн ӗҫе самай турӑм, килте те.
Сӑмахсарсен сайтӗнче ҫӗнӗлӗхсем:
* Хутшӑнакансем регистрациленме пултараҫҫӗ. Хальлӗхе регистраципе сайта кӗрессине ҫеҫ тӗрӗслесе. Вӑрттӑн сӑмаха ярса парассине — тӗрӗслемен.
* Хутшӑнакансем валли привелеги системине хатӗрлерӗм: кашни хутшӑнакан уйрӑм сӑмахсарта ҫак ӗҫсене тума пултарать:
- ҫӗнӗ статья кӗртме;
- статьясене тӳрлетме;
- статьясене кӑларса пӑрахма.
Пурте статьясене вулама пултараҫҫӗ. Тата статья шайне кӗртесшӗн те, анчах та шухӑшлатӑп. Ку кирлӗ е ҫук.