Эпир конкурс пуҫарнӑччӗ, ҫав конкурс положенийӗ нумай пулмасть «Тантӑшра» пичетленнине каларӗҫ те хаҫата шырама тухрӑм. Ун чухне Чӑваш патшалӑх гуманитари институтӗнче пулнӑран чи малтан «Студентсен хули» чарӑнура вырнаҫнӑ «Чӑвашпичет» УАО киоскне кайса пӑхрӑм. Хаҫат пур иккен, анчах та вӑл кун тухнӑскер кӑна. Маларах тухнӑ кӑларӑм ҫук, мана вара шӑп та лӑп вӑл кирлӗччӗ.
Тепӗр кунхине вара «Тантӑш» редакцине ҫул тытрӑм. Ку шӑматкун пулчӗ, анчах та вӑл кун Чӑваш Енре ӗҫлетчӗҫ — тунтикуна ҫапла куҫарнӑччӗ.
Тавах редакцине, хаҫатне тупса пачӗҫ, парнелерӗҫ те.
Кану вӑхӑтне (отпуска) илнӗ чухне Республика Кунӗ лектӗр тесех илтӗм. Анчах та ӗнер Шупашкарта тытӑнса тӑмарӑм — хула, Чӑваш Ен килӗшми пулса тӑчӗҫ. Ӑҫта пӑхан — унта вырӑс чӗлхи кӑна. «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» ятлӑ савӑнӑҫлӑн утса тухнине те вӗҫне ҫити ӳкермерӗм. Килӗшмерӗ те каялла кайрӑм. Халӑхӗ те килӗшмерӗ. Бельгинчен килнӗ клоунсем патӗнчен хӑпма пӗлмеҫҫӗ. Вӗсем хыҫҫӑн кӗтӳ пекех пыраҫҫӗ. Лешӗсен вара параппанпа хытӑ сасӑ кӑларнисӗр пуҫне нимӗн те ҫук. Тӑнлӑраххисем вӗсенчен хӑпрӗҫ — «хӑлха ӳҫсе ҫитрӗ вӗсен параппанӗсене итлесе» тесе айӑккинелле уйрӑлса кайрӗҫ.
Ҫак темӑпа мана универсситтетра Ираида Геннадьевна соччиненй ҫыртарчӗ. Ытти препотаваттелсене те вуласа патӑм терӗ. Ӑҫта та пулин кӑларма юрӑхлӑ шухӑш пур терӗ. Кун пек каланипе питӗ хавхалантӑм:
Тӳрлетмен вариант :( :
Чӑваш халӑхӗ кам пулнӑ?
Нимӗн те пулман, вӑл никам та пулманах тесен те ытлашши пулмӗ. Чӑваш халӑхӗ патшалӑх пурӑнӑҫӗнче ура айӗнчи тӑпра пулнӑ. Вӑл вырӑс культтурне сӗткен паракан тирӗс-навус пулнӑ. Юман М., "Сарпике", 1924
Сана шанаканӗ, ҫакна ҫыраканӗ
Ҫӗр айӗнче выртӗ тӑлӑххӑн ун чух,
Хӑй ҫийӗнчи ҫӗрӗ ӑна пусса анӗ,
Сан чапна курмашкӑн тӑма пулас ҫук.
Три чувашских национально-культурных центра откроются в нынешнем году в Иркутской области
Национально-культурная автономия чувашей Иркутской области "Юлташ" планирует открыть три чувашских национально- культурных центра в области. Общественные организации начнут работу в октябре нынешнего года в селах Тогна (Заларинский район), Уян (Куйтунский район) и Джогино (Тайшетский район). Об этом сообщил Телеинформу руководитель национально-культурной автономии чувашей Иркутской области "Юлташ" Александр Иванов.
Ҫак сайт ҫинче </b>истори<b>ссылкӑпа кӗрсен "Республикӑри чи ватӑ шкул" статьяна вулама пулать. Манӑн автора хурлас килмест, ҫапах та пӗлсе тӑма - Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанашри вӑтам шкул 1842-мӗш ҫулта уҫӑлнӑ
Надежда Осипова Самар облаҫӗнчи информаци политики тата обществӑпа ҫыхӑну департамӗнтӗнче этнос ыйтӑвӗсемпе консультант пулса ӗҫлет. Паян унпа интервью atalanu.ucoz.ru сайт синче вулама пулать. Ку блога та лартма май пулатчӗ те анчах та сӑнӳкерчӗке мӗнле вырнаҫтармалла. Хушма ыйтусем пама пултаратӑр. Хуравсене хушса пичетлӗпӗр.
Муркаш районӗнчи Калайкасси шкулӗнче Акатуй иртрӗ. Тинех ҫитӗнекен ӑрӑва халӑх йӑли-йӗркине аса илтерме пуҫларӗҫ. Шел, ку вӑл мероприяти кӑна тесе шутламалла. Шкул ӗҫлесен ҫак ачасем ку мешехене малалла ял тата ҫемье хутлӑхӗнче ӑна тӑсмӗҫ. Ӳкерчӗксем atalanu.ucoz.ru ҫинче
Каласаччӗ пулӗ, эпӗ унмай пулмасть, «Хыпарта» пичетленекен «Кулак ачи» романа вулама пуҫларӑм. Шел те, хаҫатра пӗрремеш пайне ҫеҫ пичетленӗ.
Тепре нумай пулмасть Юхма Мишшин «Кӑвак ҫӗмрен» романне вулама тытӑнтӑм. Икӗ роман, иккӗмӗшче те чухӑннисемпе пуяннисем хушшинчи хутшӑнӑва кӑтартнӑ. /«Кӑвак ҫӗмренӗнче» эпӗ Акатуй пуҫланнӑ тӗле ҫеҫ ҫитрӗм-ха.../ Енчен те «Кӑвак ҫӗмренре» пуянсем кахал, усал курӑнаҫҫӗ пулсан (вӗсем тара тытса ыттисене ӗҫлеттереҫҫӗ, тӗрлӗ парӑма пула вӗсен ҫӗрӗсене туртса илеҫҫӗ), «Кулак ачинче» пачах урӑхла. Унта чуханнисем кахал — кахалне пула вӗсен ӗҫӗ каймасть, пуян харкамҫӑ вӗсене яланах пулӑшма хатер.