Атнер // 8568.8.6851
2011.01.19 12:48 | |
Питĕ тĕрĕс каланă.Кам кама кĕвĕçни ним те ăнланмарăм.Мĕскĕнреххисем тен,çавăн пек.Анчах конкретлă ĕçпе палăрнă,вăхăтне те укçине те шеллемесĕр ĕçпекенсем паллах критиклеççĕ президиумра кăна ларса тата тăнлă сăмахсем кăна калакансене.Вĕсем патшалăх тата халăх шучĕпе пурăнаççĕ,анчах уссине ним те тумаççĕ.Хатĕр менеджерсем вара пур вĕсем.Анчах Федоров режимĕ вăхăтĕнче наци темине çĕклеме юраманнине пула кашни ушкăн уйрăммăн ĕçленĕ. | |
Пер херарам // 1636.59.7469
2011.01.19 18:10 | |
Çав вăхăтрах никам та чăвашлăхшăн ятарласа ĕçлемен саманасенче те сыхланса юлнă вĕт-ха эпир, ачасем те чăвашлах калаçнă, çыравçăсем хушшинче те арçынсем ытларах пулнă, халĕ вара ятарлă ĕçлекенсем, ЧНК,тĕрлĕ обществăсем пур, чăвашлăх пĕтет тетĕр, пĕтместпĕр, эпир вĕсемсĕрех пурăннă, пурăнатпăр та... | |
Тимер // 8568.8.6851
2011.01.19 19:05 | |
Глобализаци тени пирĕн пек халăхсемшĕн хăрушла япала.Юнеско та ав чăваш чĕлхине çухалса пĕтекенсен списокне кĕртнĕ.Унта ухмахсем мар.Тепĕр тесен вĕсемсĕрех ăсчахсем пĕлеççĕ:çавăнпекех ним те пулман пекех пурăнсан чĕлхемĕр тепĕр 60-80çултан пĕтме пултарать.Ан ĕненĕр:мĕнпе-ха ун пек,чăваш вăл пин çул пулать текенсене.Суяççĕ,мĕншĕн тесен вĕсен ачисем тăван чĕлхепе калаçмаççĕ.Хăйсем те лавккасече тĕрлĕ учрежденисенче çине тăрса тăван чĕлхене хÿтĕлеме хал çитереймеççĕ. | |
Аçтахар Плотников // 4206.77.3676
2011.01.19 22:00 | |
«Çав вăхăтрах никам та чăвашлăхшăн ятарласа ĕçлемен саманасенче те сыхланса юлнă вĕт-ха эпир»
Ун чухне вăхăчĕ урăхла пулнă, самани паянхи пулман. Эсир çавна манатăр. Тĕслĕхрен, Хусан ханлăхне аркатнă хыççăн чăвашсен хăй патши пулсан хальхи вăхăтра самай урăхла пулĕччĕ чăваш халăхĕ. Малтанхи вăхăта илес пулсан — ун чухне телевизор пулман, шкулсенче ятарласа пурне те вырăсла вĕрентмен. Чăваш халăхĕ те куçса çӳремен, ялтан хуланалла тарас туртăм вăйлă пулман. Халĕ мĕнле? Телевизорĕ кунĕн çĕрĕн вырăсла палкать, чăвашли пĕтĕмешле илсен те 95% çитеймест. Маларах чăвашла лозунгсем çырнă пулсан, халĕ ăçта унашкаллине курма пултаратăр? Шупашкартан инçех мар (7-10 çухрăм) ларакан Шоркка арманĕсем патĕнчи хурал çурчĕ çине «Тырă нумайрах — çĕршыв пуянрах», «Уй-хирти ĕçсене ...» (лайăх вуланмасть) çырни халĕ те пур — сăрламаннине пула, çĕнетменнине пула сăррийĕсем тĕпренсе пĕтнĕ, хăш-пĕр сăмахĕсене аякран вулама май çук. Анчах чăвашла пулнă! Хальхи саманара çыртарсан ним шухăшламасăр вырăсла çырса хурĕç. Мĕншĕн апла? Сăлтавĕ ман шутпа чăваш чĕлхине пурнăç уттинчен аякалла сирсе янинче. Малтан техникăра усă курма пăрахнă, кайран вара калаçу чĕлхинчен те тухса пырать. Вăл малтан, телевизор, интернет çук чухне чăваш чĕлхи хăй аталанма пултарнă. Ытти чĕлхесем ăна кансĕрлемен, ун тивĕçĕсене туртса илме хăтланман. Чăваш чĕлхине çыру чĕлхине кĕртни XX ĕмĕр пуçламăшĕнче ăна çăлса хăварма пултарнă. Ун чухне çĕршывра çыру аталаннă пулнă. Халĕ техника, интернет аталанать — çавăнта чĕлхе пулмалла. Анчах çук вăл унта. 1960 çулсенче акнă вăрлăх та чĕлхене самай сиен кӳрет — чăваш чĕлхине малтан Канашран кăларман пулсан (чăваш чĕлхи Канаша çитме çеç кирлĕ имĕш), халĕ ялта çĕртесшĕн. Унтан та хăвалаççĕ — хуларан хăнана килекенсем чăвашла калаçас вырăнне вырăсла калаçтараççĕ. Кая юлнă эпир. Вырăсла вуншар-вуншар телеканал. Радио та чылай. Тутарсем тапăçланаççĕ, пирĕннисем вара укçа çук тесе мăкăртатаççĕ. Сăмах май наци радиовне те вырăсла-чăвашла мар, чăвашла анчах тумалла пулнă. Ун чухне вăл чăваш чĕлхине усă парать, хальхи форматпа — ни усси, ни сиенĕ тенĕ пек. Шупашкарта тахçанах тухмалла. Лицензине илнĕ тенĕ хыпар тахçанах тухнăччĕ — халĕ те эфира тухаймаççĕ пулас. Тата... ЧНК ĕçлессе, патшалăх тăвасса кĕтсе лармалла мар пирĕн. Вĕсем ĕçлесен, паллах, ĕç хăвăртрах каять, анчах пирĕн те ĕçлемелле. Майне çитернĕ таран. | |
Аксар Чунтупай // 2662.13.8510
2011.01.20 19:17 | |
Мана юлашки ЧНК ларăвĕ (конгресс ларăвĕ) пит тĕлĕнтернĕччĕ. Чăвашлăха ялта упраса хăвармалла тени чуна пăлхатса ячĕ. Мĕншĕн-ха? Ялта çынни те юлмарĕ вĕт-ха... Ват çынсем ахаль те чăвашлăха парăннă çынсем. Çамрăксем вара - хулара. Хулара чăвашлăха çĕклемелле тесе никам та каламарĕ. Хула культури пуç пулса тăнă вăхăтра ял пĕлтерĕшĕ чакса кайрĕ. Апла пулсан чăвашлăх ыйтăвне хулара татса памалла. | |
Якур // 8568.8.6851
2011.01.20 21:59 | |
Ял пур чухне чĕлхе пĕтмест-ха-терĕç çав конгресра президиумра ларакансем ун чух.Хамăр пурте çăмăл пурнăç шыраса хулана тарса килтĕмĕр,ачасене тăван чĕлхене вĕрентеймерĕмĕр.Мĕн чулĕ пирĕн писатель-поэтсем,журналистсем,артистсем,вĕрентекенсемпе профессорсем.Министерство пур.Чăваш чĕлхи хулара янраса тăмалла,анчах троллейбусра кăна хăш чух илтĕнет чĕлхемĕр.Асăннă çынсем ĕç вырăнĕсенче,урамра,хăйсем хушшинче,ачисемпе вăтанаçĕ тăван чĕлхепе калаçма.Вара ирĕксĕрех хăйсене лăплантарма ял çинелле пăхать пирĕн интеллигенци чĕлхемĕр пирки аса илсен.Республика президентне шанас килеть.Хăй чăваш,арăмĕ те чăваш.Хăйĕн пек маттур çынсене пĕрле пухма пултарсан лайăх пулĕччĕ. |