Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +23.0 °C
Богаче всех тот, чьи радости требуют меньше денег.
(Генри Давид Торо)
 

Аçтахар Плотников: Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Аçтахар Плотников06.06.2019 17:14670 просмотров

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.

Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.

Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.

Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Ҫырӑвӑршӑн тав.

Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова

 

Редакцирен: ку хурава эпир темиҫе ҫын урлӑ илтӗмӗр. Л.А. Андреев-Лесника ӑна ахаль ҫырупа ярса панӑ, вӑл вара ӑна тепӗр вырӑнта пичетлеттернӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара пире ярса панӑ. Йӑнӑшсем лексен каҫару ыйтатпӑр (тупсан тӳрлетӗпӗр).

 

Комментарии:

2019-06-14 20:42
Хăш статьяна илсен те, пур çĕрте те пĕр çынсем. Нивушлĕ пилĕкултă çынсăр пуçне урăх никама та чăваш чĕлхин пуласлăхĕ пăшăрхантармасть? Теприсем вара çĕнĕлле çыртарасшăн тăшнă пек пулаççĕ. Анчах та кама кирлĕ вĕсен çĕнĕ сăмахсарĕ, енчен те кивĕпе те çыракан çук?
Эрик Градов // 1658.52.7281
2019-06-15 07:30
Кулăшла хайлав çырас тесен ятарласа кулăш шутласа кăларма кирлĕ мар, Вино Градовсен çĕнĕ орфографийĕпе кăна çырмалла: "7-мĕш класра вĕренекен хĕр ача хĕр ача çуратса панă", "Çил вĕрчĕ тĕк тĕк тĕк выртаймасть, вĕçсе каять", " Кай уран кай ури мал уринчен вăрăмрах", "Тин кăна чĕрĕ пулнă чĕр чун кăнса та выртнă", "Ан шарли пирки ытла ан шарла, атту кÿршĕ хĕр арăмĕ хĕрлĕ пакунлисене систерме пултарать, лешсем пуç хĕрлĕ çакса хума пултараç", " Крым çур утравĕ Раççей йышне кĕнĕ". Вино Градовсем Крымăн тепĕр çуррине Украинăрах хăварнă-ши вара?
Agabazar // 2952.24.0048
2019-06-15 07:41
Agabazar
Мĕн тăван Аскольд "пилĕк-ултă" çынпа?
Америккăна çĕнсе илме кирлĕ-и вĕсем сана е Киттая çавăрса илме?
Кам-ши вара çав хайхи "пилĕк-ултă çын"?
Ахăртнех, хăй, арăмĕ, ашшĕ, амăшĕ, хуньăшĕ, шăллĕ, йăмăкĕ,... Анчах та ку йыш, авă, кăштах пысăкрах та. "Пилĕк-ултă çын" çеç мар.
2019-06-15 16:23
Акапасар, эпĕ сайт пирки çырнăччĕ те, тролльсен шăпи çавнашкал пулĕ çав, пуçхĕрлĕ çавăрса хума сăмахсене. Сайта илет: Акапасар, Аскольд, Болгарский тата пĕр-икĕ çын. Ыттисемшĕн элле пур чăваш чĕлхи элле тата тахçанах çĕтнĕ. Акă вăл тĕрĕслĕх
Agabazar // 1340.64.7924
2019-06-15 17:42
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллоборационист" пулса тăчĕ-им?
2019-06-16 21:26
КоллАборационист
Agabazar // 2053.26.5752
2019-06-17 10:02
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллАборационист" пулса тăчĕ-им?
Agabazar // 2053.26.5752
2019-06-17 10:02
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллАборационист" пулса тăчĕ-им?
Хусантан // 4227.95.5826
2019-06-19 09:25
Акапасар, ун пек ят ҫук, анчах эшкер пур!
2019-06-19 19:17
Сÿрепасар, сирĕнпе лăркаса ларни усси-пайти çук. Сирĕн пĕтĕм пултарулăхăр сайт çинче кĕвĕçсе ларм кăна çителĕклĕ. Çавăнпа та кăнтăр кунĕнче чăваш чĕлхине тĕплеççĕ, эсир вара алă çупса тăраттăр савăннипе

Страницăсем: 1, 2, 3

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org