Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Я знаю, что ничего не знаю, а другие не знают даже этого.
(Сократ)
 

Аçтахар Плотников: Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Аçтахар Плотников06.06.2019 17:1413338 просмотров

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.

Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.

Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.

Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Ҫырӑвӑршӑн тав.

Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова

 

Редакцирен: ку хурава эпир темиҫе ҫын урлӑ илтӗмӗр. Л.А. Андреев-Лесника ӑна ахаль ҫырупа ярса панӑ, вӑл вара ӑна тепӗр вырӑнта пичетлеттернӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара пире ярса панӑ. Йӑнӑшсем лексен каҫару ыйтатпӑр (тупсан тӳрлетӗпӗр).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1340.64.7924
2019.06.15 17:42
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллоборационист" пулса тăчĕ-им?
2019.06.16 21:26
КоллАборационист
Agabazar // 2053.26.5752
2019.06.17 10:02
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллАборационист" пулса тăчĕ-им?
Agabazar // 2053.26.5752
2019.06.17 10:02
Agabazar
Микихвер куккуна ăçта хуран тата? Вăл та "коллАборационист" пулса тăчĕ-им?
Хусантан // 4227.95.5826
2019.06.19 09:25
Акапасар, ун пек ят ҫук, анчах эшкер пур!
2019.06.19 19:17
Сÿрепасар, сирĕнпе лăркаса ларни усси-пайти çук. Сирĕн пĕтĕм пултарулăхăр сайт çинче кĕвĕçсе ларм кăна çителĕклĕ. Çавăнпа та кăнтăр кунĕнче чăваш чĕлхине тĕплеççĕ, эсир вара алă çупса тăраттăр савăннипе
Эрек Градов // 2839.89.1695
2019.06.23 07:28
Акапасаршăн пулсан уншăн ик айкки те тăвайкки: пĕрле çырмалла-и, уйрăм-и.Вăл писатель те, журналист та, чĕлхеçĕ-тĕпчевçĕ те, чăваш чĕлхине шкулта вĕрентекен те мар.Ку сайта кĕрсе кайнă вирус пек кăна.Кунти пēтĕм калаçăва пăсмалла, пăтратмалла унăн, урăх еннелле пăрса ямалла, ытти авторсене тарăхтармалла.90-мĕш çулсенче ăнсăртран кĕрсе кайнă та чăваш юхăмне çавăнтанпа пăтранса çÿрет,ыттисене те пăтратать.Перестройкă вăхăтĕнче чăваш пурнăçĕшĕн ыррипе пĕрлех усалли те чылайăн тарăн тымар ярса хăварчĕ çав.Андреевпа Вино Градов та çав самана пăтравĕпе хăйсемшĕн питĕ кирлĕ пек усă курса юлчĕç.
Алибасов // 4227.95.5826
2019.06.27 16:38
Ӗнер айкомисси ларӑвӗ пулнӑ. Унта "пуҫхӗрлӗ" сӑмаха еплеҫырасси пирки виҫ сехет тавлашнӑ. Исаев пӗрле ҫырсан хӑй ячӗллӗ патшалӑх премине пама шантарнӑ. Вино Градов ҫавах ҫур утӑм та чакман. Тавлашу вӑл ҫӗнтернипе вӗҫленнӗ.
Виктор // 3806.8.9922
2019.06.27 19:13
Вино Градов вертит Исаевым как хвост собакой. Он в случае чего может... Вот в чем причина!
Интуиция // 3819.06.4624
2019.06.28 11:46
В 90-х многие сделали себе имечко, но только Шукшин ещё говорил: не стыдно быть бедным, стыдно быть дешёвым. Но те, кто сделал имя в то время едва ли способны отличать эти два разных определения. Для них важнее дензнаки, а обличения: на..ы в глаза, все божья роса для них. И в угоду кредиторам, хозяину что подбрасывает им кость, они готовы и искоренить язык и даже стереть с лица земли

Страницăсем: 1, 2, 3, 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики