Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +18.3 °C
Они [книги] - мои рабы и должны служить мне, как я хочу.
(К. Маркс)
 

Аçтахар Плотников: Л.А. Андреев-Лесника министерство панӑ хурав

Аçтахар Плотников06.06.2019 17:1412212 просмотров

Л.А. Андреев-Лесник ҫырнӑ «Тӳнтерле орфографи пирки тӳр сӑмах» статьйи «Чӑваш халӑх сайтне» вулакансене нумай калаҫтарчӗ. Вӗренӳ министерсви ӑна ҫакӑн пек хурав панӑ:

Хисеплӗ Леонид Емельянович!

Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви Сирӗн 2019 ҫулхи ҫу уйӑхӗн 7-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫырӑвӑра илнине, унти информаципе паллашнине пӗлтерет. Эсир чӑваш ялӗн ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентес тата чӑваш орфографийӗ пирки ҫырнӑ ҫырӑва тимлӗн вуласа тухрӑмӑр. Сире ҫакна пӗлтеретпӗр.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви ача сачӗсенче чӑвашла калаҫма вӗрентме, тӑван ен культурипе паллаштарма нумай ӗҫ тӑвать, программӑсем, меслет сӗнӗвӗсем, хрестоматисем пичетлесе кӑларать, ача сачӗн ертӳҫисем, воспитателӗсем валли ятарласа курссем, семинарсем, консультацисем ирттерет.

Шкулчченхи вӗренӳ организацийӗсенче ӑс пухакансем кашни ҫулхи «Хунав» фестивале хутшӑнаҫҫӗ. Воспитательсем заняти конспекчӗсен, уяв сценарисен конкурсне хутшӑнма хастар. Чи лайӑх ӗҫсем журналсенче, статья пуххисенче пичетленсе тухаҫҫӗ.

Эсир чӑваш орфографийӗшӗн пӑшӑрханнине те ӑнланатпӑр.

Сӑмах майлашӑвӗсене ҫырас пирки ӑслӑлӑхра икӗ шухӑш пур. Пӗрисем каланӑ тӑрӑх, ҫырура чӑвашсем епле калаҫнине шута илмелле. Пирӗн калаҫура вырӑссеннипе танлаштарсан, чӑнах та, сӑмах майлашӑвӗн пайӗсене пӗр-пӗринпе тачӑ ҫыхӑнтарас туртӑм пур, анчах ку туртӑма ҫырура ҫирӗп тытса пыма май ҫук. Тӗслӗхрен, кивӗлле хӗрача (пӗрле), анчах ывӑл ача, хӗр пултӑр, ывӑл пултӑр (уйрӑм) ҫырмалла.

Кун пек ҫырнин хирӗҫӳлӗхӗнчен Ф.Т. Тимофеев, А.И. Иванов, И.А. Андреев, И.П. Павлов, Ю.М. Виноградов, Н.И. Егоров тата ыттисен шухӑшӗпе чӗлхен грамматика тытӑмне шута илсен кӑна тухма пулать. Чӗлхе тытӑмне тӗпе хуракансем хирӗҫӳсӗр орфографи уйрӑмах шкул вӗренӗвне кирлӗ тесе ӗнентереҫҫӗ, ҫыру ансатти ачасен пуплевне аталантарас енӗпе тӗллевлӗн ӗҫлеме май парать теҫҫӗ. Уйрӑм ҫырнине хӳтӗлекенсен ӗненӗвӗпе, хальхи правило шкул вӗренӗвӗнче ӑслӑлӑх принципне ФГОС ыйтнӑ пек туллин пӑхӑнма май парать.

Чӑваш Республикин Вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министерстви наука ҫыннисем хатӗрленӗ пысӑк орфографи словарьне пичетлесе кӑларас енӗпе ӗҫлет.

Ҫырӑвӑршӑн тав.

Министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ А.Н. Федорова

 

Редакцирен: ку хурава эпир темиҫе ҫын урлӑ илтӗмӗр. Л.А. Андреев-Лесника ӑна ахаль ҫырупа ярса панӑ, вӑл вара ӑна тепӗр вырӑнта пичетлеттернӗ, виҫҫӗмӗшӗ вара пире ярса панӑ. Йӑнӑшсем лексен каҫару ыйтатпӑр (тупсан тӳрлетӗпӗр).

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 2945.91.5289
2019.06.06 18:29
Agabazar
Чăваш орфографине Вĕрентÿ министăрлăхĕ мар, Парламент палăртать.

Тĕрĕссипе каласан, хăйĕн çырăвĕнче Вăрманçă вăл е ку органсене мар, уйрăм çынсене критикленĕччĕ. Çавнашкал лейтмотив.

Министăр çумĕ вара Варманçă критикленĕ çынсене, орфографи пирки каланă май, лайăх енчен çеç асăнать. Вĕсен оппоненчĕсене асăнмасть те. Тимухха Хĕветерĕ мĕнле шутлă пулнă, кам пĕлет?

Страницăсем: 1, 2, 3, [4]

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики