Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Первый шаг младенца есть первый шаг к его смерти.
(Козьма Прутков)
 

Статьи

10 тенкĕпе 20 тенкĕ хушшинче уйрăмлăх пур-и?

  13.09.2015 11:31 | 3248 просмотров

Паллах, пур. Сăмахăм - çул укçи пирки. Кÿкеçрен Шупашкара маларах 162-мĕш маршрут кăна турттаратчĕ. Унсăр пуçне Лапсар урлă 153-мĕш автобус тата пушар хуралĕ вырнаçнă тăрăхран 325-мĕш маршрут çÿренине район центрĕнче пурăнакансем пĕлеççĕ ĕнтĕ. 162-мĕш маршрутпа пĕрлех кайран тепĕр маршрут хутлама тытăнчĕ. Вăл 162-мĕш маршрутран хакĕпе уйрăлса тăратчĕ: лешĕ 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух 10 тенкĕпе, лешĕ 20 тенкĕпе турттарнă чух 15 тенкĕпе илсе çÿретчĕ.

Укçа шутне ирĕксĕртен шутлама тивекен, ĕçе кунсерен Шупашкара çÿрекен çынсемшĕн йÿнĕ маршрут тупăнни питĕ мелли каламасăрах паллă.

Далее...

 

Наркоман пек ыткăнаççĕ «маршрутка» водителĕсем

  19.08.2015 21:33 | 3511 просмотров

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп. Çавăнпа ĕçе яланах тенĕ пек троллейбуспа каятăп. Тен, хальхи çамрăксемшĕн ку модăран тухнă пулĕ те… Анчах унта лăпкăрах, канлĕрех хама туятăп. Тепĕр тесен, халĕ троллейбусра ĕлĕкхилле килька пулă пек чышăнса, хĕсĕнкелесе хăрах ура çинче тăрса пымалла мар. Ыларах унпа ватăсем çÿреççĕ. Общество транспорчĕн чарăнăвĕнче тăнă чухне сăнатăп та – çамрăксенчен ытларахăшĕ «маршруткăна» кăмăллать. Унта алăкранах çын кĕпĕрленсе тăрать пулин те унтах чышăнаççĕ шереметсем…

«Маршруткăсемпе» çÿреме юратмастăп пулин те хутран-ситрен унта ларма тиветех.

Далее...

 

Кÿкеçре çăтмахри пек: Шупашкартан унта 5 тенкĕпе çитме пулать

  02.08.2015 11:12 | 3607 просмотров

Кÿкеçре пурăнакансемшĕн ĕнертенпе, çурлан 1-мĕшĕнченпе, çынсем хăй вăхăтĕнче ĕмĕтленнĕ коммунизм вăхăчĕ çитрĕ тейĕн.

Пĕлменнисене пĕлтерер. Кÿкеçĕн Советски урамĕнчи чарăнăва Шупашкартан 162-мĕш маршрутпа пĕрлех эконом-класлă шутланакан маршрут турттарать. 162-мĕш 16 тенкĕпе илсе çÿренĕ чух çĕнĕ маршрут 10 тенкĕпе илсе çÿреме тытăнчĕ. Маларах çынсем тĕлĕнсе пăхатчĕç, хăшĕсем ку ултав мар-ши тенĕн шăтарасла пăхатчĕç те ларма шикленнĕн пăрăнса утатчĕç. Кайран çынсем вăл маршрута хăнăхрĕç – ялан унпа çÿрекенсем йышланчĕç.

Далее...

 

«Нарспи» поэма йĕркисене чарăнусенче çырни кăмăла çĕклет

  17.07.2015 09:56 | 4783 просмотров

Ĕçе, унта-кунта общество транспорчĕпе çÿретĕп. Чăннине калатăп, ку таранччен, Чăваш Енре Константин Иванов çулталăкĕ пулнине пĕлтернĕренпе çур çул иртсен те, чарăнусенче чăваш классикĕн вилĕмсĕр «Нарспи» поэмин йĕркисене çырнине курманччĕ. Тен, ку хамăн айăпăм, тен, çак илеме хам асăрхаман? Тунмастăп. Анчах темиçе кун каялла çак илеме асăрхасан чун чăнах та питĕ хĕпĕртерĕ.

«Ешĕл курăк хушшинче

Сап-сарă чечек ÿсет.

Аслă Силпи ялĕнче

Нарспи ятлă хĕр ÿсет.

Далее...

 

«Кам» текенни — «ҫав»

  27.05.2015 13:27 | 3437 просмотров

«Чӑвашлӑхӑн тымарӗ кирек хӑш вӑхӑтра та ялтан пуҫланнӑ, ял ҫыннисенчен тытӑнса тӑрать. Ҫавӑн пекех упранса юлать.» текен шухӑш паянхи куншӑн вырӑнлӑ-ши? Ялтан тухакан ҫамрӑксем ҫине пӑхсан, чӑваш халӑхӗн телейлӗ пуласлӑхӗ куҫ умне тухса тӑрать-и?..

«Яланхи пекех чарăнура халăх лăк тулличчӗ. Вĕсенчен нумайăшĕ — студентсем, ӗçе васкакансем. «4» номĕрлĕ троллейбус ҫитсессĕн, пурте ун патне васкарĕç. Эпир транспорта маларах кĕрекеннисенччен пĕрисем пултăмăр. Икӗ пуш вырӑна асăрхасан манăн юлташ вӗсене йышӑнасшӑн пулчӗ.

Далее...

 

«Ирӗклӗхе» чарӑну ячӗсене чӑвашла ҫырманни пӑшӑрхантарать

  25.04.2015 20:50 | 4556 просмотров

Л.И. Черкесова

Шупашкар хулин депутатсен пухăвĕн председательне, Шупашкар хулин пуçлăхне

deputats@gcheb.cap.ru

 

А.О. Ладыкова

Шупашкар хулин - Чăваш Республикин тĕп хулин администрацийĕн пуçлăхне

gcheb@cap.ru

 

С.В. Легостаева

Чăваш Республикин Прокурорне

prokur@cap.ru

 

Хисеплĕ Леонид Ильич!

Хисеплĕ Алексей Олегович!

Хисеплĕ Сергей Валентинович!

Далее...

 

Ытларахчĕ Степа пек водительсем

  03.02.2015 12:18 | 4787 просмотров

Çула тухсан тĕрлĕ çынпа тĕлпулма, тĕрлĕ лару-тăрăва лекме тивет. Общество транспорчĕпе çӳренĕ май пĕр-пĕрин кăнттамлăхĕ, çав шутра водительсен те, куç тĕлне час-часах лекет. Пĕррехинче çапла Кӳкеçрен Шупашкара килекен 162-мĕш маршрутпа пыратăп. «20 минутран çитейĕпĕр-ши?» – кăсăкланчĕ пĕр хĕрарăм. «Васкатăр пулсан иртерех тухмалла. Эп кунта сире валли такси мар!» – касса татрĕ водитель. «Ахаль кăна ыйтрăм, ун пекех ан тарăхăр», – лăплантарма пăхрĕ çулçӳрен. «Эп те ахаль кăна каларăм», – чарăнмарĕ водитель.

Водительсем кăмăлласах кайман йыш – ватăсем.

Далее...

 
Страницăсем: 1, ... 5, 6, 7, 8, 9, [10]
Orphus

Баннеры

Счетчики

0 Флудильня (чат)