Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Купи прежде картину, а после рамку!
(Козьма Прутков)
 

Софья Савнеш: Йышпа ӗҫлеме лайӑх...

Софья Савнеш01.05.2017 21:385407 просмотров

Вӑхӑт иртнӗҫемӗн ҫынсен ырӑ кӑмӑллӑхӗ те чакса пырать-ши? Паян ҫак ыйту тавра нумай шухӑшларӑм. Халӗ йӑлтах техника пурнӑҫлать: кӗпе-йӗм ҫумалли машина та, апат пӗҫӗрекен мультиварка та пур. Этем пурнӑҫӗ чылай ҫӑмӑлланчӗ. Анчах чунри ырӑлӑхпа ӑшӑлӑх чакса пынӑн туйӑнать.

Ӗлӗк кӳршӗ кӳрше пӗрмай пулӑшнӑ. Ун чухне ҫӗрулмине алӑпа е лашапа лартнӑ. Ку ӗҫ хресченшӗн питӗ пӗлтерӗшлӗ ӗҫ шутланнӑ. Ара, ҫурхи пӗр кун хӗлӗпе тӑрантарать вӗт. Ҫемье пахчана ҫӗрулми лартма тухсан кӳршисем те каҫнӑ. Ӗҫе эртелӗпех пурнӑҫланӑ ун чухне. Йыш пур чухне туслӑх та ҫирӗп.

Халӗ вара пачах урӑхла. Кӳршӗсем ют ҫын пек пурӑнаҫҫӗ. Пӗр-пӗрне пулӑшасси пирки нумайӑшӗ шухӑшламасть. Халӗ кашни хӑйӗншӗн тӑрӑшать. Урама тухсан, ӗҫке пӗрле лексен лайӑхах калаҫаҫҫӗ-ха вӗсем, пӗр ӗмӗр туслӑ пурӑннӑ пек. Анчах туслӑх, пӗр-пӗрне хисеплени ҫакӑнта курӑнать-им? Ҫула тухсан, тӗслӗхрен, автобус чарӑнакан вырӑна чылай утма тивет. Халӗ нумайӑшӗ машинӑллӑ та – пурте шӑхӑрса иртсе каяҫҫӗ. Ҫав йышра – кӗрекере лайӑх калаҫакан кӳршӗ те. Тӗлӗнмелле те, чӑнкӑ машинӑпа ҫӳрекен кӳршӗ хӑйӗн кӳршине ҫул ҫинче курсан лартса каймасть. Тепӗр тесен, йывӑр мар ӗнтӗ ку – чарӑнса ҫынна лартасси. Тен, хӑйсем урӑхла шухӑшлаҫҫӗ пуль: машина туяннӑ чухне кӳрши ӑна 1 пус та парса пулӑшман вӗт.

Ҫынна ырӑ тусан алӑ татӑлса ӳкмест ҫапах. Пачах тепӗр мар: ҫынна пулӑшсан чунра та лайӑхланать-ҫке. Ҫук ҫав, этемӗн чунӗ халӗ хытса пырать. Пӗр-пӗрне пулӑшас туйӑм ҫук вӗсен. Анчах ҫакна астумалла: йывӑрлӑхра кӳршӗренех пулӑшу ыйтмалла-ҫке. Вырӑссем калашле, «эгоист» пулас марччӗ. «Йышпа ӗҫлеме, пӗччен пӑтӑ ҫиме лайӑх» тенӗ ваттисем. Пӗр-пӗрне пулӑшмалли, хисеплемелли ҫинчен манмалла мар.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики