Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -1.7 °C
Кто хочет жить для других, не должен пренебрегать собственной жизнью.
(Ж. Гюйо)
 

Софья Савнеш: Ялта ӑҫта ӗҫлемелле?

Софья Савнеш09.04.2017 21:436999 просмотров

Ҫамрӑксене яла илӗртмелле. Ҫапла калаҫҫӗ юлашки вӑхӑтра влаҫри ҫынсем. Яш-хӗр диплом илсен яла таврӑнтӑр, унта тӗплентӗр тесе майсем туса памалли пирки час-часах сӑмах хускатаҫҫӗ.

Илсе кӑтартам хамӑр яла. Ӑҫта ӗҫлемелле ҫамрӑксен? Фермӑра-и? Ялти ферма тахҫанах ишӗлсе аннӑ. Унччен унта ӗнесем, вӑкӑрсем тытатчӗҫ. Халӗ вите таврашӗ арканса пӗтнӗ. Кӳршӗ ялта ферма пур-ха. Вӑл йӗркеллех ӗҫлет. Анчах унта пурте вырнаҫаймаҫҫӗ. Ҫамрӑксен шкулта ӗҫлемелле-и? Ялта 9 класлӑ шкул та тахҫанах хупӑннӑ. Ара, ачасем сахалланчӗҫ, шкул алӑкӗ уҫӑлма пӑрахрӗ.

Ялта – пӗр лавкка. Унта ӗҫе кӗреймӗн, сутуҫӑсем пур. Клубра та ваканси ҫук. Унччен тирпейлӳҫӗ, клуб ӗҫченӗн, кочегарӑн вакансийӗсем пулнӑ. Халӗ ку тивӗҫсене пӗр ҫын пурнӑҫлать. Вулавӑш та пурччӗ. Шел, вӑл хӑҫан ӗҫлеме пӑрахнине хальхи ӑру астумасть те.

Тата ӑҫта ӗҫлеме пулать-ши? Ялта урӑх организаци-предприяти ҫук. Район центрне ӗҫе ҫӳреме пулать-ха, анчах мӗнле? Ял ҫывӑхне килекен автобус тахҫанах ҫӳреме пӑрахнӑ. Райцентра ҫитес килсен пӗр автобусран ансан теприне кӗтме тивет. Водительсем те ҫӑкӑр ҫимелӗх укҫа ӗҫлесе илесшӗн вӗт. Вӗсем ҫул укҫи тӳлесен билета сахалрах татса панӑран рейса пӗтерчӗҫ: ҫав ялтан центра ҫӳрекен ҫын сахал имӗш.

Тепӗр тесен, хальхи ҫамрӑксем тислӗклӗ вӗренпе сӗтӗрсен те фермӑна ӗҫлеме каяс ҫук. «Ф-у-у», — тӳрех сӑмсине пӑрать хӑшӗ-пӗри. Ӗлӗк аслисем те, ҫамрӑксем те тислӗк шӑршинчен хӑраман. Халӗ яш-хӗр шукӑль тӑхӑнса ҫӳремелли ӗҫ, пысӑк укҫа кӗтсе лараҫҫӗ.

Ялта фермер хуҫалӑхӗ йӗркелеме пулать. Анчах куншӑн мӗн чухлӗ тар тӑкмалла? Анчах ҫурӑм тӑрӑх тар юхтармасӑр кӗсьене укҫа кӗмест. Ҫакна, шел те, чылайӑшӗ ӑнланмасть, «ҫӑмӑл» укҫа шыраса аякри хулана ӗҫ шырама каять. Анчах ют тӑрӑхра кам пире ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе тӑрать?

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики