Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Если бы мои солдаты начали думать,ни один не остался бы в войске.
(Фридрих II)
 

Иван Саландаев: «Тархасшӑн, ачасене выҫӑпа ан вӗлерӗр...»

Иван Саландаев25.11.2022 18:372512 просмотровИзменить Удалить

Октябрӗн 30-мӗшӗ — политика репрессийӗсенче асап тӳснисене асӑнмалли кун

ҪАПЛА каласа, куҫҫуль юхтарса йӗнӗ Дарья Трофимова хӑйне тытса кайма килнӗ милиционерсем умӗнче. Анчах йӗни те, тархаслани те пулӑшайман: ҫуркуннехи ҫав каҫ Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи 5 ҫынна конвойпа Улатӑр тӗрмине илсе кайнӑ. Дарья Трофимова та — 27-ри тӗттӗм чӑваш хӗрарӑмӗ — икӗ ҫулти тата ултӑ уйӑхри ачисене куҫҫульпе йӗпетсе инҫе ҫула пуҫтарӑннӑ.

Чӑваш АССРӗн Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ коллеги Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи граждансене айӑпласа йышӑннӑ приговортан

(1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсем)

1935 ҫулхи августӑн 2-4-мӗшӗсенче ЧАССР Тӗп сучӗ ҫумӗнчи ятарлӑ комиссии Шупашкар хулинче иртнӗ судӑн хупӑ ларӑвӗнче ЧАССР Патӑрьел районӗнчи (ун чух Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗ ҫак района кӗнӗ — авт.) Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗнчи ҫак граждансен 74-мӗш номерлӗ уголовнӑй ӗҫне пӑхса тухнӑ:

1. Гаврилов Николай Алексеевич, 1874 ҫулта ҫуралнӑ, чӑваш, хутла кӑштах пӗлет, ҫемьеллӗ, партире тӑмасть, кулак тесе судпа айӑпланнӑскер.

2. Андреев Илья Андреевич, 55 ҫулта, чӑваш, хутла пачах та пӗлмест, ҫемьеллӗ, партире тӑмасть, судпа айӑпланман, колхоза кӗмен.

3. Сельцов Василий Яковлевич, 1899 ҫулта ҫуралнӑ, чӑваш, вулама-ҫырма пӗлет, ҫемьеллӗ, судпа айӑпланман.

4. Скворцов Порфирий Егорович, 1898 ҫулта ҫуралнӑ, вырӑс, вулама-ҫырма пӗлет, партире тӑмасть, колхоза кӗмен.

5. Трофимова Дарья Ивановна, 27 ҫулта, чӑваш, колхоза кӗмен, вулама-ҫырма пӗлмест, качча кайнӑ, иккӗри тата 6 уйӑхри ачасен амӑшӗ, партире тӑмасть.

Судпа айӑпланакансен тата свидетельсен сӑмахӗсене итлесе тата следствин малтанхи материалӗсене тишкерсе тухса, ҫапла йышӑннӑ:

Ҫӗнӗ Тӑрӑн ялӗ революци хыҫҫӑнхи ҫулсенчех кивӗ чиркӳ вӗрентӗвӗпе пурӑннӑ, кунта класс кӗрешӗвӗ анлӑ сарӑлнӑ.

Халӑх хушшинче ӑнлантару ӗҫне ҫителӗксӗр туса пынипе тата ҫакна тума вӑй та сахал пулнипе (Ҫӗнӗ Тӑрӑнта пӗртен-пӗр комсомолец кӑна) тӗне ӗненекенсем Совет влаҫӗпе колхоз строительствине хирӗҫле элек сарса пурӑннӑ, колхозниксене «антихристсем» тесе хӑратнӑ, халӑх влаҫӗ часах пӗтесси ҫинчен пӗлтернӗ. Ҫак элеке пулах Ҫӗнӗ Тӑрӑнти 80 килӗрен 20-ӗшӗ кӑна колхоза кӗнӗ (25 проц.).

Контрреволюци ӗҫӗнче уйрӑмах ҫӳлте асӑннӑ граждансем активлӑ пулнӑ.

Ҫакна шута илсе тата УПК 319, 320 статйисемпе никӗсленсе Спецколлеги ҫапла йышӑнать:

1. Айӑпланакан Гаврилов Николай Алексеевичпа Сельцов Василий Яковлевича УК 58-8 тата 58-10 статйисемпе никӗсленсе НКВД ӗҫлеттерсе юсанмалли лагерьне ӑсатса (ИТЛ) 10 ҫула ирӗкрен хӑтарас. (Кунта ҫакна каласа хӑвармалла: РСФСР Верховнӑй Сучӗн Спецколлегийӗ, ЧАССР Тӗп сучӗ ҫумӗнчи Спецколлеги йышӑнӑвне пӑхса тухса, айӑплав срокне чакарнӑ: Гаврилова — 7 ҫула, Сельцова — 5 ҫула, Андреева — 3 ҫула ирӗкрен хӑтармалла тунӑ).

2. Айӑпланакан Скворцов Порфирий Егоровича УК 58-10 статйипе никӗсленсе НКВД ӗҫлеттерсе юсанмалли лагерьне (ИТЛ) 6 ҫуллӑха ӑсатас.

3. Айӑпланакан Трофимова Дарья Ивановнӑна УК 58-10 статйипе никӗсленсе 3 ҫуллӑха ирӗкрен хӑтарас.

(ЧР Тӗп архивӗ, Ф.Р. — 1458. Оп.16 Д2504, Л. 14-15, 187-189 стр.)

Ҫапла, ял халӑхӗ колхоза кӗресшӗн пулманнин «сӑлтавне» тупнӑ районти тата вырӑнти влаҫсем: пӗр айӑпсӑр ҫынсене элеклесе лагерьсене ӑсатнӑ.

Политика репрессине ҫакланнисем Карапай Шӑмӑршӑ ялӗнчен те пулнӑ. Чӑваш Республикинчи ФСБ Управленийӗн архивӗнчи материалсенчен ҫакӑ паллӑ: 1873 ҫулта ҫуралнӑ Петр Амосович Амосова, 1896 ҫулта ҫуралнӑ Александр Михайлович Бровкина, 1901 ҫулта ҫуралнӑ Егор Николаевич Давыдова, 1876 ҫулта ҫуралнӑ Александр Иванович Иванова, 1897 ҫулта ҫуралнӑ Сергей Филиппович Иванова, 1875 ҫулта ҫуралнӑ Митрофан Иванович Кондрашкина, 1895 ҫулта ҫуралнӑ Александр Маркович Маркова, 1890 ҫулта ҫуралнӑ Роман Львович Пидюкова, 1879 ҫулта ҫуралнӑ Лаврентий Сергеевич Сергеева, 1911 ҫулта ҫуралнӑ Александр Леонтьевич Степанова, 1880 ҫулта ҫуралнӑ Леонтий Степанович Степанова, 1884 ҫуралнӑ Алексей Семенович Столярова, 1899 ҫулта ҫуралнӑ Петр Федорович Яковлева тӗрлӗ ҫуллӑха лагерьсене ӑсатнӑ. Нумай ҫул иртсен иртсен тин вӗсен таса ячӗсене тавӑрнӑ.

Пирӗн Шӑмӑршӑ районӗнчи ҫирӗп хуҫалӑх тытакан 60 ытла хресчене «кулак» тесе судпа айӑпланӑ. Ҫак айӑплава Палтиелӗнчен Виктор Михайлов, Сергей Юманов, Мирон Журавлев, Ирҫе Тӗккинчен Михаил Урланов, Иван Камзин, Савастьян Никоноров, Александр Камзин, Шӑмӑршӑри Петр Хомуткин, Евдокия Иванова, Пуянкассинчи Иван Угарин, Михаил Андреев, Энтӗрьелӗнчи Иван Кириллов, Шамккайри Сергей Красильников, Вырӑс Чукалӗнчи Василий Рубцов, Максим Рубцов, Андрей Симурзин, Пӑчӑрлӑ Пашьелӗнчи Степан Ефремов, Николай Малафеев, Федор Антонов, Василий Ильин, Степан Савельев, Игнатий Антонов, Анат Чаткасри Егор Мартынов, Яков Мартынов, Яков Мартынов, Николай Еремеев, Екатерина Кузьмина, Захар Семенов, Кивӗ Чукалти Венедикт Ильин, Иван Мандрюков, Петр Мандрюков, Михаил Малеев, Федор Малеев, Степан Чамеев, Патирекри Николай Карсаков, Василий Муллин, Васанти Николай Измуков, Константин Поляков, Сидор Андреев, Ярӑславри Владимир Фомин тата ытти хресченсем хӑйсен ҫемйисемпе пӗрле тӳссе-чӑтса ирттернӗ. Ҫӗпӗре ӑсатнисенчен нумайӑшӗ каялла тӑван яла таврӑнайман.

Шӑмӑршӑ райӗҫтӑвкомӗн (РИК) 1931 ҫулхи апрелӗн 19-мӗшӗнчи 27-мӗш номерлӗ протоколӗпе (питӗ вӑрттӑн протокол) ҫав ҫулхи июнь уйӑхӗнче 100 ытла ҫынна арестлесе Улатӑр тӗрмине ӑсатнӑ. 1931 ҫулхи августра милици конвойӗпе ҫак ҫынсене Йӗпреҫри чукун ҫул станцине илсе пынӑ. Тепӗр ҫур уйӑхран вӗсене ҫемйисемпех тавар (выльӑх) турттаракан вакунсене чышса-тӗртсе кӗртсе Ҫӗпӗре илсе кайнӑ.

1937 ҫулхи октябрӗн 6-мӗшӗнче сӗм ҫӗрле Виҫпӳрт Шӑмӑршӑ ялӗнчи 67 ҫулти Николай Савельева тытса кайнӑ. Ӑна Совет влаҫне хирӗҫ калаҫнӑ тесе айӑпланӑ та Свердловск облаҫне лагере ӑсатнӑ. Николай Сергеевич йывӑр асапа тӳсеймесӗр лагерьтех ҫӗре кӗнӗ.

Архиври документсемпе паллашатӑп та, чун ҫӳсенсе илет. Мӗн чухлӗ пулнӑ вӗт-ха вӗсем, пӗр айӑпсӑр айӑпланнӑ ҫынсем! Ҫапах та кайран вӗсен таса ячӗсене тӳрре кӑларнӑ. Анчах та вилнӗ ҫынсене: «Эсӗ — айӑпсӑр, эсӗ — таса!» — тесе калаймастӑн. Вӗсен ачисемпе мӑнукӗсем хӑйсен ҫывӑх ҫыннисем пирки ыррине пӗлни те лайӑх. Кун пек хӑрушӑ йӑнӑшсем урӑх нихӑҫан та ан пулччӑр. Ҫӗр-шыв историйӗнчи куҫҫульпе йӗпеннӗ хура страницӑсем архивсенче ҫеҫ упранса юлччӑр.

 

Ив.САЛАНДАЕВ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.25 18:49
Agabazar
Андрей Симурзин Вырăс Чукалĕнчен мар, Çĕнĕ Чукалтан (Пулмантăшран) пулма кирлĕ.
Vladimir_Nikolaev // 5472.6.0431
2022.11.26 13:18
в 1935 году в Алатыре расстрелян мой дед Николай Константинович, фамилию не знаю,род наш идет так: Олакан Карила Стенькин Микулае..., в честь кого из предков он носил фамилию, не знаю. а родителей с маленькими детьми заслали в Нижний Тагил, мать через год отправили назад, видимо там была просто обузой... По возвращении обнаружила, что дома нет, сломали и перевезли в другое место,огород разорен... Ее приютили соседи и с детьми поселилась в утепленном сарае (вите), там тоже было не житье, кто-то потом пустил ее с детьми в баню, но с условием: раз в неделю в бане мылись хозяева... Так что, не позавидуешь нашему детству,нас не считали за людей - кулак чепписем...
Владимир Николаев- Изачак.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.26 17:09
Agabazar
Владимир Николаев, сирĕн аслаçăра персе вĕлерекенсем, ахăртнех, хайсен «тĕп тĕллевне» çапах та пурнăçланă вĕт!

Эсир, унăн мăнукĕ, паян та хăракаласа çеç пурнатăр.

Мĕншĕн çапла калатăп-ха? Ара, эсĕр паянхи кун та чăвашла çăвар туллин калăçма шикленетĕр!

Вăт çапларах хăратса çитернĕ çынсене!

Хамăн килйыш историне илес пулсан, ман асаттене те репрессиленĕ пулмалла. Ниçта та аякка леçсе яман. Анчах кил-çуртне туртса илнĕ. Вара вĕсе çĕрпÿрт чавса çавăнта пурăнма пуçланă.

Çурта «чухăн» текен çынна панă влаçсем. Анчах лешĕ те унта пурăнса курайман темелле. Вунă çухрăмри яла такамсене сутса янă.

Ман асатте çав таранах кулак йышши çын пулнă-ши? Çук пулĕ. Ахăртнех, влаçрисем çÿлтен «план» («разнарядка» тейĕпĕр) панă та, ман асатте хайхисен, вырăнти влаçрисен, куçĕ тĕлне пулнă пулас.

Вăл 1940-мĕш çулта вилнĕ. Ун чухне шăп аллăра пулнă.

Ыттисене мĕнле витĕм кÿнĕ-ха ку? Акă, тĕслĕх. Аттен пиччĕшĕ вăрçă (ВОВ) умĕн Хусанта çар вĕрентĕшне пĕтернĕ. Ун хыççăн ăна ахвитсер чынне памалла пек ĕнтĕ. Анчах та паман çав! Кулак ачи шутланнă та, офицера кăларма юраман.

Вăл вара, аттен пиччĕшĕ, мĕн вăрçă тăршшĕпех аслă сержант чынĕпе çÿренĕ.
Галина Зотова // 3530.76.9239
2022.11.27 10:35
Политика репрессийӗсенче асап тӳснисем пирки республикӑра та, районсенче те кӗнекесем пичетленчӗҫ. Хӗрлӗ Чутай район районӗнче "Книга памяти жертв политических репрессий" ятлӑ кӗнеке 2012-мӗш ҫулта тухрӗ. Етӗрне районӗнче Н. .А.Долгова "Негаснущая свеча Книга памяти ядринцев, пострадавших от политических репрессий" (2015) пичетлерӗ. "Хӗрлӗ Чутай район территорийӗ Етӗрне район территорийӗнчен самаях пӗчӗк, анчах та кунта репрессиленисен шучӗ питех те пысӑк", - тесе асӑнтӑм та пӗр пухура, ман ҫине хытах ҫилленчӗҫ.
Пирӗн кӳршӗре Михей мочокпа унӑн арӑмӗ çĕрпÿртре пурӑнатчӗҫ. Пӗртен-пӗр пӗчӗк чӳрече анкартишнелле тухатчӗ, вите чӳречи пекскер. Вӗсен ача-пӑча пулман, ӗҫленӗ, 3 чӳречеллӗ ҫирӗп ҫурт ҫӗклесе лартнӑ пулнӑ. Вӗсен ҫуртне таҫта аякка илсе кайман, урам урлӑ куҫарса лартнӑ. Пирӗнпе урам урлӑ сельсовет ҫурчӗ чылай ҫул хушши ларчӗ, унтан ӑна Кӑкшӑм ял пуҫнелле куҫарчӗҫ, сельсовет ҫак ҫуртрах, Миххи мочоксен ҫуртӗнче татах та чылай вӑхӑт хушши ӗҫлерӗ. Эпӗ ятарласа репрессилленисен списокӗнче ҫаксен ячӗ пур-ши , тесе шырарӑм, хушаматне пӗлместӗп, кун пек ятлӑ ҫынна тупаймарӑм. Вӗсен ача-пӑча пулман, тӑванӗсем те юлман, никамах та вӗсен ырӑ ятне тавӑрасси пирки шутламан та пуль.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.27 13:48
Agabazar
Кунта «ырă ята» тавăрса пĕтерейместĕн.

Çавăн пекех «усалсене» те тавăрса пĕтерме май çук (каламбуршăн каçарăр, тархасшăн).

Калăпăр, çав вырăнти ялсовечĕсенче, чухăнсен комитечĕсенче ĕçлекенсенех илер. Вĕсем «усал» пулнăран мар хăйсенпе юнашар пурнакансене çапла хĕн кăтартнă. Çултен хушнă, паллах. Хушнине вара итлемесĕр тăма май килмен.

Итлемесен — хайсене тытса каяççĕ. Питех те ансат. Айăп çуккине пĕлтермест çапла калани. Уйрăмах виçерен тухса кайса тилĕрсе çурекенсем тĕлĕшпе. Хăшĕсем кунашкал хаяр саманара та çынсене хÿтĕлеме майсем тупнă. Унашкаллисене чăн-чăн паттăрсем темелле.
Vladimir_Nikolaev // 5472.6.0431
2022.11.27 15:40
Вот, некоторые мои работы попали на страницы "Антологии русской поэзии за 2021 год", - мои страницы 175 - 187. Сложись моя жизнь нормально, возможно, стал бы чувашеязычным автором, смею надеяться, не из последних...
Не могу определиться, то ли, мне проклинать местные партийные власти, то ли, благодарить, что так сложилась жизнь
Последние 66 лет пришлось жить в не родной для меня языковой среде. Это кое что значит... Человек пишет на том языке, на котором ему легче и удобнее, хотя сам я никогда не отказывался от своего происхождения
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.27 16:59
Agabazar
Владимир Николаев,
эсир мĕн ĕçпе пурăнни маншăн пурпĕрех.

Танксен конструкторĕ-и эсĕр, е тумтир дизайнерĕ — хуть те кам пулăр. Писсаччĕл пулма та «чармастăп». Чĕлхе тенĕрен, хуть ирокез чĕлхипе çырăр. Ĕç унта мар.

Эсир мĕнлерех месседжсем тата нарративсем сарни тĕлĕнтерет. Чăваш чĕлхине пĕлместĕп тетĕр (йĕрекллĕ пĕлменни пирки сăмах пырать, ахăртнех), çапах та пире ун тĕлĕшпе ăс парасшăн хăвăр. Вирьял чĕлхине «хĕсни» пирки тем сÿпĕлтететĕр хăш чухне. Анчах та хăвăр çав «вирьял чĕлхипе» те калаçаймастăр.
Agabazar // 1336.45.8507
2022.11.27 18:55
Agabazar
Уважаемый Владимир Иванович-Изачак,

В глаза попалось ваше стихотворение Возвращение Пуанкаре - стихи, 09.02.2021 18:46

О чём это?

Неужели о том самом Жюль Анри́ Пуанкаре́ (фр. Jules Henri Poincaré; 1854-1912), который, как мне кажется, первым пришёл к теории относительности (Эйнштейн лишь жалкий эпигон...)?

Кстати, очень понравилось стихотворение про Украину (С Украиною что-то не так. - стихи, 22.05.2022 16:01). Может быть, не совсем согласен с вами. Но это ерунда. Вы нашли правильную тональность, если судить по нынешним временам.

Следующее: https://proza.ru/2020/07/03/403. Ну тут вы уж явно не правы. Одиозное стихотворение.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики