саландай // 2743.36.9268
2022.11.22 07:03 | |
Петр Осипов " Шамарша чаваше Лукьянов " тесе вал чавашла лайах пелнипе калана пуле . Шамарша ирсисем (ватараххисем ) чан-чан чаваш пекех чавашла таса каласассе . | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 13:17 | |
Салантай юлташ, Вырăс Чукалĕнчи Екатерина Семёновна Рубцова пирки мĕн калама пултаратăр? СССРти эскимологие (эскимоссене тата вĕсен чĕлхине тĕпчес наукăна) пуçласа янăскерĕсĕнчен пĕрийĕ пирки?
Хăшĕсем ăна гимнази пĕтернĕ теççĕ. Анчах ку тĕрĕс мар пуль. Чăннипе вăл икĕ класлă текен шкула пĕтернĕ (автобиографире çапла çырать). Акă Хурăнварта çавнашкал шкул пулнă. Анчах унта арçын ачасем çеç вĕреннĕ. Хĕрачасен çавнашкал шкулĕ — Теччĕ уесĕнчи Сăмаравккара (паянхи кун вăл ял çук, çыннисем, тĕпрен илсен, Шÿккеве куçă-куçа кайнă). Вара Екатерина Рубцова çав Сăмаравккара вĕреннĕ-ши? | |
салантай // 2395.43.7864
2022.11.22 14:20 | |
Екатерина Рубцова малтан Сене Чукалти ( Пулманташри ) пусламаш халах училищинче , унтан Парачкав районенчи Раздольное яленчи ике сыпакри шкулта пелу пухна . Кун хыссан хай уксипе Хусана кайса халах учителе пулма ирек паракан документ илме экзамен тытна . Екатерина Семеновна Люляри (Патарьел р-не ) , Ирсе Теккинчи ( Шамарша р-не ) , Кесен Челемри (Ульян. обл. , Сар ( Сурски ) р-не) шкулсенче еслене .17 сул таван тарахра тарашна хыссан тетеше патне Камчаткана кайна. Медный утравенче алеут ачисене верентне.1929 султанпа--чукоткара | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 15:18 | |
Раздоьное ялĕнчи икĕ сыпăклă шкулта вĕреннине ăçтан пĕлетĕр? Çăлкуç? | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 15:33 | |
Лукьянов пирен патарта суралман , унан ашшепе амаше те Шамаршасем мар . Чанах та . весем Шамаршари Ирсе кассинче чылайччен пуранна , кайран Чемпер хулине кайна . Лукьяновсем чаваш мар , ирсе Петр Осипов " Шамарша чаваше Лукьянов " тесе вал чавашла лайах пелнипе калана пуле . Шамарша ирсисем (ватараххисем ) чан-чан чаваш пекех чавашла таса каласассеПётр Осипов хăйĕн романĕнче 1917, 1918, 1919, 1920-мĕш тата ытти çулсенче Хусанта чăваш наци юхăмĕ епле аталннине çырса кăтартать. Пĕтĕмпех хăй кÿçĕпе курнине. Ним те шутласа кăларман. Вăл хăй те çав юхама хутшăннă. Ыттисемпе пĕрле унта хайхи Лукьянов та пур. Чăваш ĕçĕшĕн тăрăшаканнисем хушшинче. Хăвăрăх каларăр малтан, Ишевккерен тесе. Мана хирĕçлерĕр. Халь вара вăл сасартăк сирĕн асра Шăмăршăри Ирçе касси çынни пулса тăчĕ. ))). Ирçе пулсан, ăна епле-ха Чăваш енĕн наркомĕ пулма çирĕплетнĕ? Ун чухне коренизаци политики пулнă вĕт. Авă, Çеçпĕл Мишшине те, чăваш тесе, Теччĕрен тĕп прокурор пулма чĕнсе илнĕ. Ну, ирçе пултăр. Анчах чăваш ĕçне хутшăнмаллăхах чăвашланнă пулсан, ăна чăваш теме те пулать. Лукьяновăн ашшĕ-амăшĕ Шăмăршăран мар тетĕр. Анчах та мĕншĕн вĕсене ирçесем тесе шутлатăр? Ирçе кассине пурăнма вырнаçнипе-и? | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 16:32 | |
Салантай хоспочын, май килнипе усă курса татах ыйтам-ха.
Акă Капитолина Никитична Эсливанова пулнă. Унăн ашшĕ-амăшĕ — Çĕпрел районĕнчи Чăваш Ишлинчен. Анчах та Капитолина Никитична çуралнă вырăн унта мар. Чăваш энциклопедийĕнче вăрманти кордонра çуралнă тенĕ . Картун ячĕ — Тюкинский (Тĕкки темелле пуль). Хальхи Шăмаршă районĕн территорийĕнче. Халь пур-и çав картун? Çук пулсан, вăл пулнă вырăн (координатсем) паллă-и? Сăмах май каласан, çав Капитолина Никитична та, унпа пĕр тăваннисем те, темшĕн, вырăс шутланнă. Документсенче çавăн пек. Ачисем вара уçăмлăнах хăйсене чăваш теççĕ. А эсĕр калатăр: ирçе, чăваш, ... Çавăн пек пулать вăл пурнăçра. | |
саландай // 3850.84.3366
2022.11.22 17:42 | |
Ну , Акапасар юлташам , следователь пек тепчетер мана . Итлер эппин .Лукьяновсем ирсе иккенне мана Шамаршари К.Маркс ураменче (елек Мордовский конец тене )) пуранна Таисия Ильинична Гурова--ирсе херараме--каланачче. Шел , пелтер вата сын вилсе кайре . Раздольное ( ун чух ял яче урахла пулна ) яленчи шкулта веренни синчен Е .С. Рубцован сывах таване П.С.Прокофьев хайен аса илевенче сырна . Сак аса илу " Как ты хороша , родная Шемурша " кенекере .195-меш стр. пичетленне.(Шупашкар ,2000 с .) Шамарша лесничествинче " Тюкинский " картун пур Эсливанова синчен эпир пелетпер . Эсливановсем чан чавашсем пулна . Тата тепер хыпар : Е. Рубцова синчен "СЧ " хасатан 1980 сулхи январен 22-мешенчи номеренче "Дело ее продолжают ученики " статья пичетленне. | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 18:43 | |
Иван Иванов Шамаршара суралнисенчен чан малтан доктор тата профессор ятне илне тенине хиреслеме сукАпла-капла калаçмалли сăмах мар ку. Ниме те пĕлтермест. Пĕрремĕш, иккĕмĕш, виççĕмĕш,... Çынсене çапла номĕрлесе тухмасан та юрать. Тахçан çакăн пек ыйту сиксе тухнăччĕ: чăвашсенчен кам чăн малтан генерал пулса тăнă? Кама кăна асăнса пăхмарĕç-ши? Эх, шыраççĕ, эх, шыраççĕ,.... Çакă палăрчĕ: генерал теме май пур чăваш Кутузов çарĕнче те пулнă. Вăл — Талиев Даниил Иванович (1784-1837). Медицина енĕпе генерала çити çĕкленнĕ. Чи малтанхи чăваш букварĕсенчен пĕрне ăсталанă Талиев Петр Ивановичăн (1778-1832) шăллĕ. Чăн та, шăмăршăсем мар ĕнтĕ. Муркаш таврашĕнчен. | |
Agabazar // 2649.11.9744
2022.11.22 19:02 | |
Салантай хăта,
эпĕ ни следователь мар, ни йĕрлĕмçĕ мар. Хыпарсене пĕлтернĕшен вара — пысăк тав. Паллах, Лукьяновсен килйышне, Ирçе кассинче пурăннăскере, вырăнти çынсем ирçесемех теме пултарнă. Анчах хăвăрах каларăр, авă, вĕсем кунти сынсем мар. Хальхи чĕлхепе каласан — понаехавшие. Сăмах май каласан, ирçесем пурăнакан урам сирĕнпе кÿршĕллĕ рацентрта та, Патăрьелĕнче, пулнă. Вăл халĕ те пур. Анчах ăна «мордовский конец» мар, Ирçе касси теççĕ (Ленин урамĕ, анчах та Ленин проспекчĕ тенипе арпаштармалла мар, вăл урăххи). Паянхи кунччен хăйĕн ирçелĕхне сыхласа хăварайман. Ирçесем унтан сапаланса пĕтнĕ пулмалла. Калăпăр, кунти нумай хваттерлĕ çуртсене. Юлнисем вырăсланнă, ахăртнех. Юнашарах чăвашсем пурăнма тытăннă. Пĕр-ик теçетке каялла Шăмăршăна пырсан, унта хăш чухне апла-капла ирçелле калаçнине те илтме пулатчĕ. Магазинсенче, почтăра, телефон станцийĕнче, кантурсенче,... Паянхи кун мĕнле — пĕлместĕп. Чăвашсем те, тутарсем те, ирçесем те вырăсланса пыраççĕ. | |
Agabazar // 2644.60.5723
2022.11.23 13:40 | |
Татах та малалла шутласа каяс пулсан, Чĕмпĕр таврашĕнчи Ишевкке патĕнче те ирçе ялĕ пур. Вышкă (Вышки) теççĕ. Чăнах та ирçесемех пулсан, хайхи Лукьяновсем çав ялтан тухма пултарнă, тейĕпĕр . Унтан Ишевккене куçнă. Татах та каярахпа — Шăмăршăна.
Анчах та ку ахаль кăчăртатни çеç. Шанчăклăрах фактсем кирлĕ. почтăра, телефон станцийĕнчеку япаласем çав Салантай асăнакан Карл Маркс урамĕнчеччĕ пулас. Шăпах ирçесен тĕлĕ. Çавăнпа та кунта ирçелле калаçакансене илтме май пулнă пулĕ. |