Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -6.7 °C
Любовь...есть не что иное, как возвышенное чувство собственности.
(А.Стридберг)
 

Аçтахар Плотников: Культурӑна аталантарни клубсене ҫӗнетнинче-и?

Аçтахар Плотников19.08.2022 15:212252 просмотров

Паян Телеграмри пӗр каналта Сорокино ял клубне кӑтартрӗҫ. Вӑл Псков облаҫӗнчи Дедовичи районӗнче вырнаҫнӑ. Халӑхӗ кунта нумаях мар, 2010 ҫулта мӗнпурӗ те 132 ҫын пурӑннӑ. 8 ҫул маларах, 2002 ҫулта — 229 шутланнӑ. 2001 ҫулта вара — 275 ҫын. Паянхи кун мӗн чухлӗ халӑх пурӑнни паллӑ мар (Википеди пӗлтермест, хам шырарӑм — тупаймарӑм).

Вӑт, хайхи ҫак клуба пӑхнӑ май хамӑн Чӑваш Республикишӗн кӑштах савӑнса илтӗм — пирӗн, вӗт-ха, ял клубӗсене юсаҫҫӗ, ҫӗнетеҫҫӗ. Усӑр пуҫне ҫӗннисене те хӑпартаҫҫӗ! Кунта вара крыльци тайӑлса кайнӑ. Ҫурчӗ ҫинче ӗлӗкхи лозунгсем ҫакӑнса тӑраҫҫӗ... Сӑмахран, «В земле наши корни» (чӑв. Ҫӗр — пирӗн тымар), «Хлеб — богатство родины» (чӑв. Ҫӑкӑр — ҫӗршыв пуянлӑхӗ). Вӗсем тӗпренсе пӗтнӗ, совет союзӗ арканнӑранпах никам та юсаман, ҫӗнетмен… Телеграмм канал вуласа панӑ пӗлтерӳсем тӑрӑх, клубра ачасем валли дискотекӑсем ирттереҫҫӗ (кашнинчен 30 тенкӗ пухаҫҫӗ), аслисем валли ташӑ каҫӗсем (ыйтсан) йӗркелеҫҫӗ.

Дедовичи районӗн кану центрӗн сайтӗнчи сӑнсене пӑхас пулсан культура пурнӑҫӗ кунта, ҫуртне тахҫанах юсаман пулин те, вӗресе тӑрать. Сӑмахран, кунта таврапӗлӳ кӗтесӗ пур пулас. Ӗлӗкхи япаласемпе паллашма пулать. Ҫавӑн пекех совет саманинчен юлнисем те пур. Стенисем, ӗнтӗ, аванах мар — хӑйпӑнса ӳкнӗ вырӑнсене сӑрлакалани курӑнать. Те халӑхӗ кунтан йышлӑн куҫса кайнине кура ҫурта ҫӗнетес шухӑшсем ҫук, те укҫи-тенки ҫитменрен. Пӑхатӑн та — ку культура ҫурчӗ никама та кирлӗ маррине туйса илетӗн!

Ҫакна курнӑ хыҫҫӑн пирӗн республикӑра культура ҫурчӗсене тимлӗх уйӑрни мана савӑнтарчӗ. Акӑ, калӑпӑр, Олег Николаевӑн Патшалӑх Канашӗ умне тухса каланӑ Ҫырӑвнех илес:

…Унсӑр пуҫне, кӑҫалтан тытӑнса эпир ҫулсерен ялти пиллӗкрен кая мар ҫӗнӗ культура ҫурчӗ тумалли пилӗк ҫуллӑх строительстви хута кайни тата 10-ран кая мар клуба тӗпрен юсасси, модуль мелӗпе тӑвакан клуб йышши культура учрежденийӗсем тӑвасси ҫинчен пӗлтеретпӗр. Ҫак ҫул-йӗр валли бюджет ҫинчен калакан саккунра 318 миллион тенкӗ уйӑрса хӑварнӑ.

Киввине кӑна мар, ҫулсерен пилӗк ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартас тӗллев тӑрать! Ҫак ӗҫсем валли 318 миллион тенкӗ тӑкаклама планлаҫҫӗ! Аван-и? Псков облаҫӗнче ку хисеп мӗнле пулнине пӗлместӗп, анчах хамӑр республикӑшӑн пӗчӗкех мар сумма тесе шутлатӑп.

Анчах та! Чӑн та, каяран шутлакаласа илтӗм те ман пуҫра ыйту ҫуралчӗ: клубсене ҫӗнетни, ҫӗннисене хӑпартни — ҫакӑ-им-ха вӑл культурӑна аталантарни? Паллах, ҫӗнӗ е юсанӑ клубра ларма аванрах, концерт таврашӗ ирттерме кӑмӑллӑрах. Хӑйпӑннӑ сӑрӑ куҫа лекмесен унта каяс килет, унашкал хӑтлӑ вырӑн куҫа кӑна мар, чуна та илӗртет. Анчах та ҫурчӗсене илемлетме ҫӗршер миллион тӑкакланӑ май культури ҫине темиҫе пус кӑна уйӑрни питӗ кулянтарать. Клубсенчи пултарулӑх ушкӑнӗсене, калӑпӑр, мӗн чухлӗ укҫа тӳлеҫҫӗ? Вӗсем ҫакна тӳлевсӗр тӑваҫҫӗ! «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсем» фестивале хутшӑннишӗн пӗр пус та лекмест пулас вӗсене. Аякран килнисене тӳлеҫҫӗ, хамӑрӑннисене вара — тӳлесен те темиҫе пус кӑна. Тӗслӗх пек инҫе кайма та кирлӗ мар — Вӑрнарсем нумай пулмасть строительсен кунне паллӑ тума «Вирус» ушкӑна чӗннӗ. Вӗсене тӳленӗ укҫана (мӗн чухлӗ тӳленине каламан та ун виҫине пӗлместпӗр) пӗр-пӗр хамӑр республикӑри ушкӑна тӳлесен вӗсем ман шутпа хӑйсене валли темиҫе тумтир ҫӗлейнӗ (хамӑр республикӑри ӑстасенех саккаслӗччӗҫ) пулӗччӗҫ. Ҫук вӗт, йӑлана кӗнӗ тӑрӑх (ҫакӑ чи хӑрушши!) аякрисене тӳлеҫҫӗ, хамӑрӑннисене — шиш! кӑтартаҫҫӗ.

Е, акӑ, калӑпӑр, кӑҫал чӑваш романӗн конкурсне ирттерме палӑртаҫҫӗ. Ҫӗнтерӳҫӗне вара кӗнеке кӑларма май туса парасшӑн (хӑйсем ҫырнӑ тӑрӑх, тематикӑллӑ плана кӗртӗҫ). Пирӗн юрӑҫсене ма тӳлемеҫҫӗ? Ара вӗсем хӑйсене сцена ҫине кӑларнипех тав тӑваҫҫӗ тесе шутлаҫҫӗ те — кусене тӳлемесен те юрать теҫҫӗ. Ку конкурсра та ҫавах пуль ӗнтӗ — кӗнеке кӑларса паниех мӗне тӑрать теҫҫӗ пуль. Хальхи вӑхӑтра кӗнеке кӑларасси, чӑн та, питех те ҫӑмӑл ыйту мар. Хӑшӗ-пӗри кӗнеке кӑларма хваттерӗсене те сутаҫҫӗ (чӑн та унашкал уникумсем пур теҫҫӗ). Ку енчен пӑхсан, паллах, конкурс парни тивӗҫлӗ шайра. Шел те, лавккана кайсан кӗнеке вырӑнне сана ҫӑкӑр памаҫҫӗ ҫав, укҫан ыйтаҫҫӗ...

Чӑннипех те культурӑна аталантарас тесен ман шутпа ҫавах та культурӑна аталантаракан артистсене, юрӑҫсене, ҫыравҫӑсене тата ыттисене ытларах укҫа тӳлемелле. Ҫыравҫӑн е артистӑн укҫа пулсан вӑл хӑйех хӑйне валли хӑтлӑ вырӑн йӗркелеме пултарӗ. Ҫуртсене юсанипе, ҫӗннисене хӑпартнипе вара культура мар, ытларах строительсем аталанаҫҫӗ. Хамӑр артистсене тӳлени те усӑ кӳнӗ пулӗччӗ: укҫа республикӑра юлӗччӗ, инҫете каймӗччӗ.

 

Сӑнсем ҫинче: Сорокино ял клубӗ (Дедовичи районӗн кану центрӗн сайтӗнчен илнӗ); Сорокино ялӗ Google картти ҫинче.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 1290.82.5433
2022.08.19 22:21
Agabazar
Çакнашкал вырăсла каларăш пур — Словья баснями не кормят

Выçă шăпчăк юрлаймасть, тетчĕ Хусанта пурăннă, халĕ вара вара ĕнтĕ çĕре кĕнĕ чăваш журналист Николай Сорокин (леш хайхи Сувар хаçатăн редакторĕ те пулса пăхни, ИТАР-ТАССăн Хусанти корреспонденчĕ пулнăскер)
Евразиец // 1855.68.3619
2022.08.23 10:52
Но и выступление главы Чувашии... Это наверное на диалекте Красночетайского района? Надо же так "мучить" язык и слушателей. Здесь "соловей" от обилия "пищи" подавится, что называется. Говорить, особенно по-чувашски, нужно просто, кратко, четко, ясно. Язык ведь наш сложный в прямом смысле.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики