Тепӗр ҫул, 2022 ҫулта Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗ валли Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнчен чӑваш студийӗ вӗренсе килни 50 ҫул ҫитет, ҫур ӗмӗр. 1972-мӗш ҫулта Чӑваш академи драма театрӗ валли 19 хӗрпе каччӑ вӗренсе килнӗ вӑл институтран. 8 артист Чӑваш театрӗнче нумай ӗҫлеймен, тӳррех тӗрлӗ еннелле саланнӑ. Вӗсен хушшинче талантлӑ артист Владимир Бурмистров та, Вӑрнар район каччи. Чӑваш театрӗнче ӗҫлеме пултарайман ытти артистсен ячӗсене те асӑнса хӑварам, вӗсем: Зинаида Андреева, Альберт Белков, Валентина Громова, Иосиф Дмитриев, Николай Ильин, Владимир Маломайкин, Леонид Трифонов.
«Шупашкарта пире асӑрхануллӑ кӗтсе илчӗҫ. Тӗрлӗ театрсене пайласа салатрӗҫ, хваттер тата йӑла ыйтӑвӗсене йӗркелемесӗр хӗстерме пуҫларӗҫ. Эпир парӑнас темерӗмӗр, хула ӗҫтӑвкомӗн председателӗ патне кайса пӗр чӗлхе тупма пултартӑмӑр. Анчах пире панӑ хваттерсене урӑххисене салатрӗҫ», — тет 1972-мӗш ҫулхи вӑхӑтсене аса илсе Владимир Бурмистров. «Ман хыҫҫӑн театртан Валя Громова тухса кайрӗ, ӑна ушкӑнри чи талантлӑ артистка тетчӗҫ. Пирӗн ушкӑна пӗтӗмпех салатас тӗллевпе каччӑсене салтака пачӗҫ. Куратӑр ӗнтӗ, ҫав тапхӑрта ман ҫуната анчах мар, ыттисенне те пӗр шелсӗр касрӗҫ. Студент ҫулӗсенче кам та пулин мана ҫакӑн ҫинчен каланӑ пулсан, вар тытса ахӑлтатнӑ пулӑттӑм. Театрсӑр эп пурӑнма пултарайман. Анчах Шупашкарта ӗҫлеме май ҫук тӑвӑр пулчӗ».
Театртан тухса каяссин тӗп сӑлтавӗ йӑла ыйтавӗсем мар, паллах, пултарулӑх ӗҫӗнче аталанма паманни пулнӑ. Малалла итлер-ха Владимир Бурмистрова: «Ун чухне вырӑссен чаплӑ драматургӗн Александр Островскин юбилейӗ ҫывхарса пыратчӗ. Эпир «Аслати» ятлӑ диплом спектакльне ҫӗнетсе сцена ҫине кӑлартӑмӑр. Ӑна Пӗтӗм Союзри театр фестивалӗн жюри членӗсем тата пирӗн ушкӑнӑн илемлӗх ертӳҫи Аркадий Иосифович Кацман килсе курчӗҫ. Иккӗмӗш тура тухни ҫинчен «Театральная жизнь» журналта вуласан мӗнле хытӑ савӑннӑччӗ. Кострома хулинче пирӗн спектакле ҫӗршыври театр элити курса хакламалла-ҫке. Анчах тӑван театрта, Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче фестивале чӗнсе янӑ хута такам «ҫухатнӑ». Ҫак мӑшкӑла тӳсме ҫамрӑк артистсене пит йывӑр пулчӗ. Эп ун чухне ҫӗрӗпех чӗре ыратнине ирттерес тесе Шупашкар урамӗсемпе ун-кун ҫӳрерӗм. Астӑватӑп, «Ҫеҫпӗл» илемлӗ фильм ӳкернӗ чухне те чӗре ҫапла пӑчӑртанса ыратнӑччӗ. Ҫакӑн пирки шутласа каҫхи урамсемпе канӑҫсӑррӑн утнӑччӗ. Кӳренӗве шӑнараймасӑр, чарӑна-чарӑна ӗсӗклесе те илтӗм. Вара ӑшра ҫакӑн пек шухӑш амаланчӗ: каймалла та урӑх нихӑҫан та таврӑнмалла мар ку театра! Театр директорӗ ним шарласа тӑмасӑрах мана ӗҫ кӗнеки тыттарчӗ. Пӗлетӗп, артистсем ун чухне хытӑ пӑшӑрханчӗҫ».
Чӑваш театрӗнче пуҫлӑхсем документсене ҫухатасси, суясси, улталасси, артистсенчен мӑшкӑласси иртнӗ ӗмӗрӗн 1970-мӗш ҫулӗсенчен пуҫланса ҫак тарана ҫитиех аталанса пырать иккен. Владимир Бурмистров Кострома хулинчен фестивале чӗнсе янӑ хута «ҫухатни» ҫинчен каланине илтсен, эп хам та, 1984-мӗш ҫулта Чӑваш театрӗн ертӳҫисем эпир хваттер илме черете тӑма ҫырнӑ заявленисене «ҫухатнисене» аса илтӗм. 2005-мӗш ҫулта Вера Кузьминичнӑпа Казахстан ҫӗршывӗнчи Туркестан хулинче вӗренекен чӑваш студенчӗсем патне тӗлпулӑва кайса килме театр ертӳҫисенчен ирӗк ыйтнӑччӗ («за свой счет» каятпӑр, ӗҫ кунӗ шута кӗмест). Ҫул ҫинчи йывӑрлӑхсене пачах та ӑнланма тӑрӑшмасӑр (ҫул ҫинче кайма-килмех ултӑ кун иртсе каять, тӗрлӗ транспортсем ҫине куҫа-куҫа каймалла), В.Н. Яковлев пире Туркестан хулинче пулма пӗр кун ҫеҫ ирӗк пани аса килчӗ (театрта сезон пуҫланманччӗ-ха). Вӑл та пулин юрӗ, тейӗпӗр. Анчах ҫул ҫинче тапаҫланса шӑп пӗр эрнерен эпир Вера Кузьминичнӑпа театра репетицине ҫитнӗ ҫӗре расписанире нимле репетици те ҫукчӗ, унта «канмалли кун» тӑратчӗ. Ҫитме каланӑ кун театрта нимле репетици ҫуккине курса, хамӑра ҫав таран мӑшкӑл кӳнӗшӗн чун питӗ вӗчӗрхенсе ыратнӑччӗ. 2010-мӗш ҫулсенче театр коллективӗпе Надежда Воюцкая артисткӑна «Чӑваш халӑх артисчӗ» ята тӑратнӑ документсене «ҫухатни» те аса килет. 2010-мӗш ҫулсенчех, мана, Санкт-Петерургри театр академине хам тӗллӗн вӗренме кӗнӗскере, вӗренӳ сессийӗсене В.Н.Яковлев ҫав тери ярас мар тесе тӑрӑшни, мана вӗренме пӑрахтарас тесе приказ кӑларттармасӑр вӑхӑта тӑснисем аса килеҫҫӗ... Мӗн чухлӗ тӳсме-чӑтма тивнӗ-ши ертӳҫӗсенчен ултав, кӳрентерӳ, тӗрӗсмарлӑх, мӑшкӑл таврашне чӑваш артисчӗсен? «Чӑвашсен ҫавнашкал киревсӗр йӑла пур: хамӑр ҫынсем ҫӗкленнине эпир тӳсме пултараймастпӑр. Пирӗн курс театра ҫӗнӗлле сывлаттарса яма пултарнӑ. Фестивальте ҫӗнтернӗ пулсан чапӗ пире анчах мар, театра та, тен, халӑха та тиветчӗ. Анчах, шел, ун чухне путсӗрсем ҫиеле тухрӗҫ. Пултаруллӑ, хӑюллӑ, тӳрӗ кӑмӑллӑ ҫамрӑксем театра юрӑхлӑ пулаймарӗҫ», — тет Владимир Бурмистров 1970-мӗш ҫулсенче Чӑваш театрӗнче ӗҫленӗ вӑхӑтсене аса илсе.
Хӑй каланӑ пекех, Чӑваш театрне Владимир Бурмистров тек таврӑнман. Чӑваш театрӗнче ҫамрӑк артист икӗ ҫул ӗҫленӗ хушӑра Гарсиа Лоркӑн «Юнлӑ туй» спектаклӗнче асра юлмалла Леонардо рольне калӑплама ӗлкӗрнӗ. Малалла вара унӑн Ленинградри оперетта театрӗнче, Тбилисири вырӑс драма театрӗнче, Мускавра Анатолий Васильев режиссер патӗнче ӗҫлеме тивнӗ. Ӗҫле-ха, чӑваш ачи, ҫавӑн пек театрсенче! Унта вӗт конкурс витӗр тухмалла. Чӑннипех те, пысӑк талант пулнӑ артистӑн! Чӑваш патшалӑх академи драма театрне хӑйпе пӗрле вӗреннӗ артистсене юбилейпе саламлама, вӑхӑтпа май тупса Владимир Бурмистров Чӑваш театрне килкелетчӗ. Эп астӑвасса, театрта хӑйпе пӗрле вӗреннӗ юбиляра саламласа, Лениградри театр институтӗнче пӗрле вӗреннине аса илсе, яланах гитарӑпа пӗр-пӗр хитре юрӑ юрласа паратчӗ. Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче вӗреннӗ чухне вара вӗсем хӑйсен общежитийӗнче вырӑс курсӗнче вӗренекен Михаил Боярскийпе ӑмӑртмалла та, пӗрле те, уйрӑммӑн та юрланӑ иккен. Иккӗшне те вӗсене, юрлама юратаканскерсене, юрӑ питӗ ҫывӑхлатнӑ. Михаил Боярский чӑваш ачисем пурӑнакан общежитине час-часах пыркаланӑ, чӑваш ачисемпе уйрӑлас умӗн час-часах хӑй юратакан салтак юррине юрланӑ. «Манран вара «Ты у меня одна» юрра янраттарма ыйтатчӗҫ», — аса илет Владимир Бурмистров.
Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ аслӑ театр училищинче вӗреннӗ чух, паллах, эпир Ленинград студийӗ ҫинчен илтмен мар. Вӗсем пирӗн умӗн вӗренсе тухнӑ-ҫке-ха. Фаина Романова та Чӑваш театрӗпе ирттерекен лекцисенче вӗсем ҫинчен каласа паратчӗ. Пире ют ҫӗршыв театрӗсен историне вӗрентекен педагог, театровед Ирина Холмогорова та, Ленинградри чӑваш студипе пӗр вӑхӑтра ҫав институтри театроведени уйрӑмӗнче вӗренсе тухнӑскер, вӗсем ҫинчен час-час аса илетчӗ. Вӑл 1980-мӗш ҫулта Кострома хулинчи театрта Б. Брехтӑн «Мамаша Кураж и ее дети» спектакльне курнӑ: «Пӑхатӑп та программка ҫине, унта Катрин рольне Валентина Громова вылять», — тесе ҫырнӑ. Палланӑ сӑн, палланӑ хушамат пек туйӑнчӗ те, кайран театрти ҫынсенчен ун ҫинчен ыйтрӑм. Вӗсем: «Она по национальности чувашка», — тесе каларӗҫ. Вара эп вӗсене: «Да, я знаю. Она окончила Ленинградский институт театра, музыки и кинематографии», —терӗм тет.
«Мы не хотели бы, чтобы с вами обошлись как с Ленинградской студией, — эпир вӗреннӗ вӑхӑтра пӑшӑрханса калаҫатчӗ Ленинградра вӗреннӗ чӑваш студийӗ ҫинчен Мускаври М.С. Щепкин ячӗллӗ театр училищинче чӑваш студине ертсе пыракан пирӗн илемлӗх ертӳҫи Владимир Константинович Смирнов, — поэтому мы через руководство республики будем добиваться, чтобы вас не разделили, чтобы вы все работали в одном театре». Анчах, апла пулин те, вӗренсе тухнӑ-тухманах пире те театрта пайлама тӑрӑшрӗҫ, театра пурне те илмессипе те хӑратрӗҫ, ним тума та ҫук, юлашкинчен, ҫапса та хуҫрӗҫ. Шел пулин те, пире кӑна мар, пирӗн хыҫҫӑн вӗренсе тухнӑ ытти чӑваш студисенчи маттур, талантлӑ чӑваш ачисене те.
Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче 1967-1972-мӗш ҫулсенче А.И. Кацман ертсе пынӑ чӑваш студийӗ «Ҫеҫпӗл» ятлӑ илемлӗ фильмра ӳкерӗнме пултарайнӑ. Вӗсем Александр Островский ҫырнӑ «Гроза» (Аслати) пьеси тӑрӑх кӑларнӑ диплом спектаклӗ те вӑл вӑхӑтра Ленинград хулишӗн питӗ ӑнӑҫуллӑ та пӗлтерӗшлӗ спектакль пулнӑ. «Выполняя требования учебного спектакля, «Гроза» вышла за эти рамки. Работа Чувашской студии ЛГИТМиКа стала событием театральной жизни Ленинграда. О ней спорили не только газетные критики, но и солидные журналы. Тридцать пять раз прошла она при неизменно переполненном зале. Кроме ленинградцев, зрителями спектакля были театральные деятели Швеции, Англии, США, Финляндии, Болгарии, Венгрии, ГДР и других стран, высоко оценивших актерскую игру», — тесе ҫырать ку спектакль ҫинчен театровед, ЛГИТМиКра вӑл вӑхӑтсенче вӗреннӗ, каярахпа унта ӗҫленӗ педагог, Фаина Романова театровед ывӑлӗ Павел Романов.
«Такие прекрасные и талантливые ребята были. Почему же с ними так обошлись в Чувашии?» — тӗлӗнетчӗ Борис Николаевич Кудрявцев Санкт-Петербургри патшалӑх театр искусствин академинчи вӗрентекен. 2008-2013-мӗш ҫулсенче ман вӑл театр академинчи театроведени уйрӑмӗнче вӗренме тӳр килчӗ. Борис Николаевич эп Санкт-Петербурга Чӑваш ҫӗршывӗнчен вӗренме килнине пӗлсен, зачет вӑхӑтӗнче эпир унпа Ленинградран 1972-мӗш ҫулта вӗренсе тухнӑ студи пирки калаҫса илнӗччӗ. Артист ӑсталӑхне чӑваш ачисене Аркадий Иосифович Кацманпа пӗрле Борис Николаевичӑн мӑшӑрӗ С.М. Кудрявцева вӗрентнӗ иккен, ҫавӑнпа Борис Николаевич чӑваш ачисен кашни утӑмне пӗлсе тӑнӑ, вӗренсе тухса кайсан та вӗсен пурнӑҫӗпе интересленнӗ. Ку статьяна вулакансем валли ҫакна каласа хӑвармалла: Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтне (ЛГИТМиК) 1990-мӗш ҫулсенче — Санкт-Петербургри патшалӑх театр академи ят панӑ (СПбГАТИ), халӗ вара, 2015-мӗш ҫултан вӑл — Раҫҫей патшалӑх сцена искусствисен институчӗ (РГИСИ) ятлӑ. Владимир Бурмистровӑн ҫапла майпа Чӑваш театрне манӑҫа хӑварма тивнӗ. Анчах хӑйне ҫамрӑклӑхӑн чи хаваслӑ вӑхӑтӗнче ӑс-тӑн тата ӑсталӑх панӑ Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтне вӑл манса кайма пултарайман. Час-часах институт пирки, Кацман ҫинчен шутланӑ. 2011-мӗш ҫулта хӑйне ыраттаракан ыйтупа вӑл института кӗрет. Владимир Бурмистров вӗреннӗ вӑхӑтра институтра ӗҫленӗ Елена Викторовна Назарова лаборантка халӗ те институтрах ӗҫлет иккен. Вӗсем курнӑҫса калаҫса илеҫҫӗ. Акӑ мӗн тет вӑл Бурмистрова: «А я вас не забыла, вы Володька Бурмистров, из курса Кацмана. Узнала по таланту вашему, Володя, по тому Тихону в «Грозе» в легендарном этом спектакле Аркадия Иосифовича. Сколько раз я его смотрела. Забыть такое? Я тогда просила профессора кафедры русского театра Наталью Владимирову, с которой дружила, написать о вашем Тихоне. А она засмеялась и сказала, что сама пробовала это сделать, но не стала, потому что как-то получалась очень похоже на то, что писали более ста лет назад о великом Мартынове-Тихоне в «Грозе» Александринки (1859)». Бурмистровӑн хӑйне вӗрентсе кӑларнӑ Кацманшӑн, юратнӑ Учительшӗн мӗнле те пулин ырӑ ӗҫ тӑвас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫав ыйтупа вӑл ректор патне ҫитет. Аркадий Кацман ӗҫленӗ аудиторине тата авантарах тума пулать-и, вӑл ӗҫленӗ аудитори ҫине доска ҫакма пулать-и… Анчах вӑл вӑхӑтсенче институтра ремонт иртнӗ, ку идея Лев Геннадьевич Сундстрем ректора килӗшмен. Вара Владимир Бурмистров кӑшт тӑрсан тата ҫӗнӗ идея шутласа кӑларать: Ленин бюсчӗ ларнӑ вырӑна Аркадий Кацман бюстне лартма пулать — «Памятник театральному педагогу», — тесе. Укҫине пӗтӗмпех Бурмистров тӳлет. Ҫак идейӑна вӑл Мускавран Питӗр хулине шӑнкӑравласа Е.В. Назаровӑна пӗлтерет. Елена Викторовна ку ыйтупа ректор патне кӗрет. Ку калаҫу мӗнле пулса иртнине «Театральный педагог Аркадий Кацман» кӗнеке ҫинчен ҫырса кӑтартар.
Назарова: Лев Геннадьевич, звонил Бурмистров с курса Кацмана, мечтает поставить ему памятник на том самом месте, где стоял памятник Ленину.
Сундстрем:А где стоял памятник Ленину?
Назарова: Бюст стоял на мраморной лестнице, в пролете, под Малой сценой.
Сундстрем:А куда и когда он делся?
Назарова:Так его же уронили по дороге из театра.
Сундстрем:По какой еще дороге?
Назарова:Вспомните, Лев Геннадьевич, вспомните! Бюст всегда стоял в пролете, но когда в Учебном театре проводилось что-то торжественное, его и тумбу, на которой он стоял, переносили в Учебный театр и ставили на задник за столом президиума. Вот и носили его туда и обратно, да обронили. «…»
Сундстрем:А кто носил?
Назарова:Студенты, кто еще! И не самые лучшие, а те, кто провинились и в порядке исправления. Ведь тяжесть-то, какая: и Ленин, и тумба.
Сундстрем:Когда это было?
Назарова:В перестройку, разумеется.
Сундстрем:Слушайте, Елена Викторовна, скажите Бурмистрову, что я подумаю.
Назарова:Бурмистрову передам, что вы очень заинтересовались его предложением.
Сундстрем:Нет, нет. Просто скажите, что я подумаю, подумаю.
Разговор этот состоялся зимой 2011 года, а в июне 2014 года Бурмистров приехал в наш город с дочкой и сыном, и в этот же день мы встретились у Светланы Михайловны Кудрявцевой-Сагалевской, которая была педагогом по мастерству актера на курсе Кацмана, где учился Володя. Я показала им книжку о Кацмане, выпущенную институтом вскоре после его кончины и давно ставшую уже библиографической редкостью. И тут же возникла мысль ее переиздания с позиций сегодняшнего дня. И идея эта, и средства для осуществления принадлежат Владимиру Николаевичу Бурмистрову, ученику Мастера». Ҫапла вара, «Петербургский театральный журнал» издательствӑра 2015-мӗш ҫулта В.Н. Бурмистров тӑрӑшнипе А.И. Кацман ҫинчен кӗнеке «Театральный педагог Аркадий Кацман» тепӗр хут пичетленсе тухать.
Владимир Бурмистров Мускавра пурӑннӑ ҫулсенче чӑвашлӑхшӑн нумай тӑрӑшнӑ. 1970-мӗш ҫулсенче Геннадий Айхине, ӑна питӗ йывӑр вӑхӑтра, пулӑшу кӳнӗ. «Мана Чӑваш Республики Ленинградра вӗрентсе кӑларнӑ, эп вара ӑна нимпе те каялла тавӑрса паман. Ҫак шухӑш ман чӗрене пӗрмай тӑрмалатчӗ», — тет артист. Мускавра чӑваш тӗнчишӗн ӗҫленӗ хӑй ӗҫӗсене ҫапла аса илет вӑл: «1990-мӗш ҫулсенче Мускаври Наци культура автономине ертсе пыма сӗнчӗҫ мана. Эп ӗҫе тытӑнсан аран-аран ӗҫлеме юратмастӑп, хам пуҫланӑ ӗҫе лайӑх тума тӑрӑшатӑп. Эпир виҫӗ автономи йӗркеленӗччӗ, саккун тӑрӑх ҫавӑн пек: местный (пӗр районти), региональный (Мускав хулинчи) тата федеральный (пӗтӗм чӑвашсен). Пирӗн Автономире мӗн кӑна пулман! Чӑваш шкулӗ ӗҫленӗ, чӑваш хаҫачӗ тухса тӑнӑ, хор пулнӑ, (халь те пур). Ҫамрӑксен секцийӗ пулнӑ, ташӑ ушкӑнӗ пулнӑ, дискотека пулнӑ, футбол команди пулнӑ, театр та ҫуралма пуҫланӑ. Эпир тата акатуйсене питӗ лайӑх ирттереттӗмӗр. Пирӗн акатуйсене курма ҫынсем урӑх регионсенчен те пыратчӗҫ. Пире кура, каярахпа ытти регионсем те хӑйсен Автономийӗсене йӗркелеме пуҫларӗҫ. Федеральный Автономине каярахпа эпӗ А.Г. Аксакова ертсе пыма сӗнтӗм. Ҫак акатуйсене эпир унпа пӗрле питӗ вӑйлӑ ирттереттӗмӗр. Питӗ нумай пулӑшрӗ вӑл мана ҫак ӗҫре. Пирӗн тата Мускавра «Полномоченное представительство» текенни, посольство пекки пурччӗ. Федоров Геннадий Семенович ертсе пыратчӗ ӑна, каярахпа вӑл та пирӗн ӗҫе хутшӑнчӗ. Малалла эпир виҫҫӗн пӗрле ӗҫлерӗмӗр. Эпир тунӑ ӗҫсем ҫинче питӗ лайӑх калаҫатчӗҫ вӑл вӑхӑтра».
Ҫапах та Шупашкарти театрсенчи театр искусстви Владимир Бурмистров чунне халь те хумхантарать, канӑҫ памасть. Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче театр искусстви пӗтсе ларни вара ун чунне пушшех те ыраттарать. «Пирӗн халь Чӑваш театрӗ кризиса кӗрсе ӳкнӗ. Питӗ шел, Чӑваш театрӗ халь пӗлмест мӗн тумаллине, пӗлмест ӑҫта каймаллине те. Театрта монополизаци пулса кайни, паллах, питӗ япӑх. Эп тӗрлӗ экспериментсем ирттернӗ пирки театр кризисран тухмалли ҫулӗсене ӑнланса илтӗм. Эпир Мускавра чӑвашсен Автономийӗ ӗҫленӗ вӑхӑтра, пирӗн унта театр та ҫуралма пуҫланӑ вӑхӑтра, эпир Михаил Чехов системипе ӗҫлесе Иосиф Дмитриев режиссерпа тӗлӗнмелле спектакль лартнӑччӗ. Халь, юлашки ҫулсенче, Шупашкарти ТЮЗа Мускавран Владимир Беляйкин режиссера спектакльсем лартма чӗнсе илтӗмӗр. Эпир унпа пластикӑллӑ икӗ тӗлӗнмелле спектакль сцена ҫине кӑлартӑмӑр («Любовь и ненависть» тата «Шинель»). Ҫамрӑксен театрӗ вӑл спектакльсемпе Раҫҫейре иртекен театр фестивалӗсенче пӗрремӗш вырӑнсене йышӑнса килчӗ».
Паллах, тӳррипе калас пулсан, искусствӑри чӑн тивӗҫе вӗҫне ҫити пурнӑҫлайманни В.Н. Бурмистрова кӑштах кулянтарать. Статьяна Иосиф Дмитриев сӑввипе вӗҫлес килет. Унӑн та, Владимир Бурмистровпа пӗрле Ленинградри театр, музыка тата кинематографи институтӗнче, Кацман курсӗнче вӗренме тӳр килнӗ. Пӗрле вӗреннӗ вӑхӑтра «Ҫеҫпӗл» кинофильмра ӳкерӗннӗ вӗсем. Ленинградран Шупашкара пӗрле таврӑннӑ, пӗрле ӗҫленӗ. Унтан вӗсен Шупашкартан кашнин хӑйӗн вӑхӑчӗпе тухса кайма тивнӗ. «Тухса каймалла турӗҫ ӗнтӗ Шупашкартан, ним тума та май ҫукчӗ», — тетчӗ хӑй пирки Геннадий Никандрович Волков профессор та 1970-мӗш ҫулсене аса илсе. Вӑл та ҫак ҫамрӑк ачасем пекех ҫак нушана курнӑ. Шупашкар хули вӗсемшӗн пуриншӗн те тӑван хула, савнӑ вырӑн, анчах, ҫавӑн пекех, чун ыратӑвӗ те. Шел пулин те, чӑваш ачисене хӑйсен пултарулӑхне анлӑн кӑтартма ирӗк паман вырӑн та...
Шупашкар! Савнӑ сар Шупашкарӑм!
Сан ачу, сан чӗппӳ инҫете ҫул тытать:
Ҫунатне вӑй хушсам, ҫул ҫине пил парсам.
Шупашкар! Савнӑ шар Шупашкарӑм.
Пыл шӑршиллӗ ачаш ураму!
Чуна канлӗх тӑкса, ҫутӑ ырлӑх сапса,
Ҫӑлтӑру тӳпене хӑпарать.
Шупашкарӑм! Савнӑ сар Шупашкарӑм!
Саншӑн ҫеҫ ӑнтӑлса, Ҫеҫпӗл пек кӗлленсе эп ҫӳрем.
Сан ятпа, сан ятпа пӑшӑлтаттӑр тутам:
Шупашкар! Сывӑ пул Шупашкар!
Каялла килмесен ан шыра ҫӗр ҫинче,
Шыв ҫинче ан шыра! Ҫӑлтӑр пулӑп,
Сан ҫинчи тӳпере эпӗ ҫунӑп.
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.
Статьяна вуласан, ЛГИТМиК-ран вĕренсе таврăннă чăваш студине аркатнăшăн В.Н. Яковлев айăплă пек пулса тухать. Анчах та вăл вăхăтра, 1970 çулсен пуçламăшĕнче, Яковлев театрта ахаль режиссер-постановщик çеç пулнă, тĕп режиссера ăна 1979 çулта тин лартнă. Е вара Бурмистровсем вĕренсе таврăннă вăхăтри тĕп режиссер Л.Н. Родионов та çав Яковлев хăраххиех эсрел пулнă-ши? Обком, культура министерстви ăçта пăхнă?
Астăвăр, театрăн илемлĕх ертÿçи çеç мар, директорĕ те пулнă. Тата — тимлĕх! — партком секретарĕ, ытти пуçлăхсем. Обкомра — ÿнер пайĕн пуçлăхĕ, идеологи енĕпе ятарлă секретарь, иккĕмĕш серетарь (кадрсем тĕлĕшпе вăл яваплă пулнă), пĕррремĕш секретарь. Пĕрремĕш Уйрăм, Иккĕмĕш Уйрăм, Виççĕмĕш Уйрăм текеннисем пирки шарламастăп та.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.11.15 08:33
Agabazar, почему слово "ÿнер" по русски не пишешь, слово "идеология" не по чувашски. Что за слово "ÿнер"? Какое безобразное слово "ÿнер" - "приспосабливаться". Эсĕ ÿнерсе кайнă, ÿнерсе çÿрень? "Агабазар" - татарское слово - "Старший базар". Вот так портят чувашские слова, "информационные воины", с большим ревением желающие развала России.
Евраçийццă ачам, идеологи тени вăл — чăн-чăн чăваш сăмахĕ. Туллин адаптациленсе çитеймен пулин те.
Тутар чĕлхинче вара нимле Акапасар сăмах та çук. Чăн та, сайра пулин те, «ага» тени курăнкалать пулас (калăпăр, диалектсенче).. Анчах пасар пирки «ага» темеççе вара. Пысăк пасар, пĕчĕк пасар, вырсарни пасар, кеçнерни пасар, выльăх пасарĕ, сысна пасарĕ, ĕне пасарĕ, Юшнăй пасарĕ, Автомобиль пасарĕ пулать,
Анчах та «ага» пасар — çук.
«Ага» сăмаха «пасар» йышши абстрактлă тата чĕрĕ мар япалана пĕлтерекен сăмахсен çумне çыпăçтармаççĕ. Ун пек тĕслĕхсене никам та ниçта та тупса палăртман.