Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -0.7 °C
Любовь...есть не что иное, как возвышенное чувство собственности.
(А.Стридберг)
 

Любовь Матюкова: «Кашни ҫын вӑл – хӑй тӗнче»

Любовь Матюкова11.05.2021 13:443986 просмотровИзменить Удалить

Ҫапла ят панӑ чӑваш халӑх ҫыравҫи Анатолий Кибеч хӑйӗн тин ҫеҫ пичетленсе тухнӑ кӗнекине, урӑхла каласан, сӑвӑласа ҫырнӑ роман-хроникине. Ку вӑл ҫӗнетсе ҫырнӑ иккӗмӗш кӑларӑм ӗнтӗ.

Мӗнле сӑлтава пула тепӗр хут пичетлерӗр тесе ыйтсан, автор ҫапла хуравларӗ: «Пӗрремӗш кӑларӑм хӑвӑрт саланса пӗтнӗ хыҫҫӑн ҫак кӗнекене ӑҫта туянма пулать текенсем те пулчӗҫ. Вулаҫҫӗ курӑнать. Пурнӑҫ малалла шуса пынӑ май хушса ҫырмаллисем те тупӑнчӗҫ. Кӑшӑл вирусӗ те алхасать. Президент патне янӑ ҫырусем пирки сӑмах тапратни те ытлашши мар пуль»,– терӗ автор.

Тата тепӗр сӑлтав та пур иккен. Малтанхи кӑларӑм пирки автор ҫапла ҫырать:

Ун чух шаккатчӗ сакӑрвуннӑ

Тапса кӗрес пек алӑкран,

Шӑпах та ҫав васкатнӑран

Алри калем канмасӑр чупнӑ,–

Юлма пултарнӑ кӑлтӑксем,

Чаксан аванччӗ халь ҫавсем.

«Васкакан арӑмӗнчен савӑнман тенӗ пек пулса тухрӗ курӑнать», – тесе шӳтлесе илчӗ кун пирки Анатолий Ильич, тӳрлетмелли вырӑнсем чылай тупӑннине йышӑнса.

Кӗнекере ҫын пурнӑҫне обществӑри пулӑмсемпе тачӑ явӑҫтарса пур енлӗ ҫутатса пама тӑрӑшни сисӗнет. Автор шучӗпе:

Тумлам ҫине пӑхма пӗлсен –

Унта та тинӗс курӑнать,

Ҫын пурнӑҫне, ав, тишкерсен –

Тӗнче те уҫҫӑн палӑрать.

Ҫакӑ пурнӑҫ энциклопедийӗ евӗр кӗнекере вулаканшӑн усӑллӑ шухӑш-туйӑм сахал мар пуль тетӗп. Философи тарӑнлӑхӗ пурри те самай кӑсӑклӑ. Автор калашле, тӗнчери ҫыравҫӑсем пурте пӗрле пӗр кӗнеке ҫыраҫҫӗ. Кашни пӗрер йӗрке хушса Пурнӑҫ Кӗнекине пуянлатаҫҫӗ. Пӗр ҫур йӗрке те пулин манӑн та хушасчӗ тет. Чылай пурӑнса курнӑ ҫыравҫӑ-философӑн ыттисене каламалли пурах ӗнтӗ.

Ҫын пурнӑҫӗ «виҫ пайлӑ драма»: ҫурални, пурӑнни тата кунтан кайни. Яланлӑх ниҫта та ҫуккӑ, мӗскер пурри пурте вӑхӑтлӑха кӑна. Пурӑнма пӗлменни-ҫке чӑрмав кӳрет. «Эп вилӗмсӗр!» текенсем те ҫук мар. Авторшӑн вара:

Мана пӗр пурнӑҫ та ҫитет,

Ытти нимли те кирлӗ мар,

Енчен ман чун ӗҫне вӗҫлет, –

Пӗрлех вӑл выртӗ юнашар.

Кибеч шухӑшлавӗ ҫапларах: «чӑн юрату пӗрре кӑна – арпа хӗрарӑм хушшинчи», мӗнпур чӗрчун йӗркипеле ҫутҫанталӑк ҫынна ҫак туйӑма ӑрӑва малалла тӑсма парнеленӗ. Ача «юрату парни» пулса килет. Юратма та вӗренмелле иккен. Шкулӗ вара ҫемьере. Чи ӑнӑҫли, паллах, тулли ҫемье. Ачан кил ӑшшине туйса ӳсмелле. Ашшӗ-амӑшӗ ваттисене епле пӑхнине курмалла.

Ҫитӗннӗ ҫамрӑкшӑн кайран вара пурнӑҫри эксперимент пуҫланать, хуллен опыт пухӑнса пырать.

Кивви ҫынна тивӗҫтермест,

Шыравсӑр пурнӑҫ илӗртмест.

Пурнӑҫ ҫулӗпе утнӑ май, ҫын темпе те тӗл пулать. Савӑнӑҫӗ те, кулянӑвӗ те, пулӑшупа ӑмсанӑвӗ те, юратупа телейӗ те, моральпе политика та самаях шухӑша яраҫҫӗ, пурнӑҫран пахи ҫуккине аса илтерсе тӑраҫҫӗ. Автор кунта асӑннисене ҫеҫ мар, тата ҫӗршер пулӑма сӑнарласа кӑтартать. Кӗскен каласан, Кибеч кашни ҫын вӑл хӑй пӗр тӗнче пулнине лайӑх уҫса парать.

Тепӗр шухӑша асӑрхаттарни те вырӑнлӑ пулӗ тетӗп, уйрӑмах ҫамрӑксемшӗн. 90-мӗш ҫулсенче пирӗн ҫыравҫӑсем шӑп ларнӑ вӑхӑт та пулнӑ иккен. Ҫырман. Унчченхи самана тепӗр хут ҫаврӑнса килессе кӗтнӗ-ши? Ун пирки Анатолий Кибеч ҫапла ҫырать:

Тӑхӑрвуннӑмӗш ҫитсен

Калем ӳкрӗ аллинчен

Киввине кӗтекенсен;

Хальхилле ҫырассине

Илнӗ эпӗ хам ҫине.

Апла эппин, ҫӗнӗ вӑхӑт пирӗн литературӑна Кибеч тапхӑрне илсе килнӗ, хальхи ҫынсен сӑнарӗсене парнеленӗ.

Ҫак кӗнекене вара чӑн-чӑн тӗлӗнтермӗш тесен те юрать. 724 страницӑран тӑракан хайлава тӑххӑрмӗш теҫеткери ҫын сӑвӑласа ҫырни чӑвашра ҫеҫ мар, ытти ҫӗрте те ҫук пуль. Пирӗн вара Кибеч пур. Мӗнле хӑват панӑ-ши вара ӑна ашшӗпе амӑшӗ, несӗл тымарӗ? Ырми-канми ӗҫлет, йӑхташсене ҫӗнӗрен те ҫӗнӗ хайлавсемпе савӑнтарать. Малашне те ҫапла пултӑр, ҫирӗп сывлӑхпа ҫӳретӗр пирӗн чӑваш халӑх ҫыравҫи.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Евразиец // 1977.69.9930
2021.05.11 20:17
Еще в Др. Греции говорили о человеке как о микрокосме. Они космос изучали через самого человека. КОСМОС - греч. ПОРЯДОК, отсюда понятие косметика. Пользоваться косметикой - привести себя в порядок. Астрологи говорят об инверсии. Очень полезно знать теорию инверсионной геометрии, чтобы понять о человеке как о микрокосме. А вот П.А.Флоренский говорил о человеке как о сокращенном конспекте мира. Вообщем, по ту и по сю сторону течет река жизни. Но я сам - граница мира бытия дольнего (материального) и горнего (духовного).
Что заметил, у чувашей всё нудно, привередливо и тому подобно... Архетипическое - жизнь "далеких" предков в лесах и оврагах и современному поколению покоя не дает, наверное. "Человек - микрокосм", "познай самого себя и познаешь мир" - всё просто. Всё же человек, сам человек не есть мир, а вот микрокосм, сокращенный конспект мира ДА.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики