Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).
«...70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», — ҫырать Юрий Яковлев «Ҫиелтинчен тарӑнӑша»... хӑйӗн статьяра Чӑваш халӑх сайтӗнче 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗнче.
Ку масӑллӑ информаци хатӗрӗнче каланӑ шухӑш — тӗрӗс мар! Ку суя. Эпӗ тӑван чӗлхене пӗлекен ҫын!
Эпир Грязевская стрелка, Белинский урамӗнче, 17-мӗш ҫуртӗнче(?) пӗчӗк кӗтес тара тытса, пурӑнма пуҫларӑмӑр. Урамӗн икӗ енчен тарӑн ҫырмасем вырнаҫнӑ. Ӗҫмелли шыв хӗрарӑмсем унтан витрисемпе, йӑтса, илсе килнӗ. Кӗпе-йӗм те ҫак ҫырмасенче валашкасенче ҫунӑ.
Ку урамра уйрӑм, йывӑҫран тунӑ пӳртсем вырнаҫнӑ. Ӗлӗк кунта, е юнашар, икӗ вырӑс ялӗ пулнӑ: Будайка тата Кнутиха. Вӗсем Шупашкара кӗнӗ.
Паллах, кунта ытларах вырӑссем пурӑннӑ. Вӗсем чувашсене хисеплемен, картман, юратман.
Уйрӑмах, вырӑсла калаҫман, пӗлмен, чӑвашла калаҫакан ҫынсене юратман. Тата чӑваш акценчӗпе калаҫакансене юратман. Тата сӑн-пит вырӑс маррине юратман.
— Эй, ты, чувашин! — кӑшкӑрнӑ пире урамра кӳршӗ вырӑс арҫын ачисем, тантӑшсем. Ку самай «ӑшӑ» сӑмахсенчен пӗри. Нумайӑшӗ тата тӳрккес, кӑнтамран кӑшкӑрса, пире вӑрҫнӑ. Кунта та, кайран шкулта та пире ҫак вырӑс тантӑшсем кӳрентерме, хӗнеме те хӑтланнӑ.
Ҫапла пире Шупашкар ачисем вырӑсла «вӗрентме» пуҫларӗҫ.
Ҫапла эпир шӑллӑмпа ӑнланса пуҫларӑмӑр: Шупашкарта халӑх чувашсене юратмасть. Апла чӑвашла калаҫма, чӑваш пулма — япӑх.
Анне те вырӑсла кӑлтӑксемпе, чӑваш акценчӗпе калаҫнӑ пирки, 6-мӗш Шупашкарти «чӑваш» шкулта воспитатель группы продленного дня пулса кӑна ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак шкулта та, тен, вырӑс вӗренекенсем чӑвашсенчен ытларах вӗреннӗ.
1958-мӗш ҫулта эпӗ ҫак шкулта вырӑс класра вӗренме пуҫларӑм.
Пирӗн вӗрентекенеӗ Людмила Алексеевнӑн сӑн-пичӗ чӑваш хӗрарӑм евӗрлӗ пулнӑ. Анчах, унран нихӑҫан та пӗр чӑваш сӑмахне илтмен. Тен, унӑн упӑшки парти ӗҫӗпе ӗҫлекен пулнӑччӗ.
Тата. Манӑн аннене-аттене пирӗн шкулта хушнӑ: «Дома с детьми разговаривайте только по-русски. Чтобы у них не было чувашского акцента. Чтобы им потом лучше поступить в вуз».
Ҫакӑн хыҫҫӑн анне-атте пире хушрӗҫ: «Теперь называйте нас мама-папа».
Шупашкарти чӑваш чӗлхи
1950-мӗш ҫулсенче, Шупашкарта, тен, чӑвашсем вырӑссенчен сахалтарах пулнӑ. Официаллӑ Шупашкар — Чӑваш АССРӗн тӗп хули шутланнӑ. Анчах, ку ячӗшӗн кӑна пулнӑ.
Паллах, парти членӗсенче, чӑвашсем те ӗҫленӗ. Тата чӑваш радио те калаҫнӑ, чӑваш театр та ӗҫленӗччӗ. Анчах, тен, унталла чӑвашсене ялсенчен автобуссемпе, автофургонсемпе илсе килнӗ.
Астӑватӑп: пӗр хут аннепе-аттепе эпир Чӑваш пединститутӗнче пӗр чӑваш театрӗн комедине, те, унан сыпӑкне пӑхрӑмӑр. Финаллӑ сценӑра унта пӗр старик ӑнсӑртран такам умӗнче ҫурӑма ҫаврӑннӑ та, пӗшкӗнсе, кут вырӑна кӑтартнӑ. Куракансем ахӑлтатса кулчӗҫ. Анчах, мана ку «юмор» пачах килӗшменччӗ. «Ҫакӑн пек чӑваш спектаклӗсене мӗншӗн пӑхмалла?» — шухӑшларӑм.
Ун хыҫҫӑн темиҫе нумай ҫул чӑваш театрне пачах ҫӳременччӗ. Чӑваш телеспектакльсене те ӑнсӑртран курсан, унта ялан нумай шавлӑ вӑрҫаҫҫӗ, астӑватӑп. Пӑхас та килместчӗ.
Ҫак чух чунра чӑваш комплекс неполноценности пулса кайнӑ. 1950–1980 ҫулсенче эпӗ шутларӑм: Шупашкарта чӑваш пулма аван мар (неприлично).
1963-мӗш ҫулта пирӗн ҫемьене Ленин проспекчӗн вӗҫӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне, «хрущевкӑна» пачӗҫ. Чапаев ячӗллӗ сквера хирӗс, Вокзалсен ҫумӗнчи Привокзальный микрорайонӗнче, ҫӗнӗ заводсем инҫе мар. Унта тӗрлӗ ҫынсем, анчах рабочисем ытларах, пурӑннӑ.
Кӳршӗ тантӑшсем каллех ытла вырӑссем те вырӑсланнӑ чӑвашсем пулчӗҫ. Вӗсемпе туслӑ хутшӑнтӑм. Хӑш-пӗр чух кӑштах ҫапӑҫма та тиврӗ.
Ҫӗнӗ поп-рок музыкӑна магнитофонсенче ҫыртӑмӑр. Хӗрсене те пӑхрӑмӑар. Ниҫта та чӑвашла пӗр сӑмах ҫак чух илтмен. Пурте вырӑсла кӑна калаҫрӗҫ.
Ҫакӑн пек эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. Ҫакӑн пек самана пулчӗ. Манӑн пек Шупашкарти чӑваш ӑру йӑлт вырӑсланса кайнӑ. Эпӗ те ҫурри манкурт пулса кайрӑм. Вырӑс пулас тесе ӗмӗтлентӗм.
Тен, манӑн атте-анне чӑваш радио итленӗ. Тен, мана та итлеме тивнӗ. Хӑш-пӗр ҫулсенче ҫулла анне-аттепе пӗрле ҫимӗке ҫуралнӑ ҫӗршыва, Тутарстанри чӑвашсем патне хӑнана кайса ҫӳрерӗмӗр. Унта анне-атте тӑван чӑваш чӗлхепе калаҫрӗҫ. Хамӑр тӑван ялсенче чӑваш чӗлхе ирӗклӗн янӑрарӗ. Унта чун уҫӑлнӑ. Эпир тӑван ҫӗршывӗнче савӑнтӑмӑр. Унта авалхи Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӑн сывлӑш та асамлӑ!
Шупашкарта, тата ҫул ҫӳревсенче, сайра-хутра чӑвашсемпе хутшӑнса, чӑвашла ӑнсӑртран хӑш-пӗр шӳтлӗ сӑмахсем те манӑн чунтан-ӑшчикрен тухрӗҫ. Эпӗ тӗлӗнтӗм. Апла, эпӗ тӑван чӗлхене пачах манман ҫав...
Перестройка тата наци чӗрӗлни
1985 ҫулта КПСС генсек пулма Михаил Горбачева лартрӗҫ. Вӑл СССР ҫӗршывӗнче демократизаци тата гласность тапхӑрӗ уҫнӑ.
1987–1988 ҫулсенче Чӑваш АССРӗнче те наци чӗрӗлни тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Виталий Иванов, Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев (Трер), Борис Чиндыков, Валери Туркай, Георгий Фомиряков тата ытти хастарсем хамӑр чӑваш Перестройкӑна пуҫланӑ.
1990-мӗш ҫулта Шупашкарта Республикӑлла вулавӑшра чӑваш чӗлхи тӳлевлӗ курссем уҫрӗҫ. Эпӗ унта ҫырӑнма килтӗм, анчах кая юлса.
Ҫакӑн пек ятарласа чӑвашла вӗренме пуҫларӑм. Паллах, эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман пирки мана вӗренме ҫӑмӑл пулман. Тата манӑн арӑмӗ те вырӑс пулнӑ. Килте те вырӑсла кӑна калаҫма тиврӗ. Анчах, Чӑваш Турри пулӑшса, майӗпен калаҫма та ҫыркалама та вӗренетӗп.
Майра упӑшкисен шӑпи ҫапла ҫав... Ачисем те вырӑс-ши?
Тимер // 9921.6.9146
2021.01.11 22:17
Каçару ыйтатăп.Ҫӳлерех хулари маттур чăвашсем садика шанса лармасăрах ачисене чăвашла вĕрентме пултарни пирки çырнăччĕ эпĕ. Паллă ваккат Тайăрпа Этнерăн ашшĕ тата Турханăн аслашшĕ мана вăрçрĕ хăйне çав списока кĕртнĕшĕн. Эпĕ ăсран тайăлман ха халлĕхе ачасене тата мăнука килте чăвашла вĕрентме. Килте эпĕ вĕсене вырăсла хам пĕлнĕпек вĕрентетĕп , а садике кайсан вырăсла çÿллĕ шайра тата акăлчанра вĕрентчĕр терĕ.Чăвашла вĕсем çуралсанах амăшĕ сĕчĕпе хăйсем тĕллĕнех тăван чĕлхене вĕренеççĕ иккен.Вăт сана патька!.Аптриш!.Акапар ăçта эсĕ!. Мӗн тӑвӑпăр халь Етĕрне тăрăхĕнчи маттур Микулай каччăпа.
Ак тата,çынпа калаçма, сăмах перкелешме тăван чĕлхепеятарласа пĕлме кирлĕ апла.Вăт лапплаттарса хучĕ хальхинче Акапасар,хăть сывла, хăть п...сар.Ку йышши таранччен пурăнса çынпа чăвашла калаçма диплом кирлĕ пулманччĕ-халĕ. Ăссăрлăх хăй тĕллĕн пулакан япала-ши вăл е ятарсласа ăсатаççĕ-ши чăвашсем хушшинче?
Сармантей // 1500.41.5495
2021.01.19 17:31
Ак тамаша! Кам та кам чӑвашла вӗренесшӗн Акапасар институтне ҫырӑнӑр.
Анонимла // 5564.6.0022
2021.01.19 17:31
Чунтанах хулари садиксенче чӑвашла вӗрентме пуҫласси пирки тупӑшатӑр. Хулара мар, ялсенчи садиксенче те халӗ ачасем вырӑсла анчах калаҫаҫҫӗ, ӗненместӗр пулсан пӗр-пӗр районти садике кӗрсе курса ӗненме пултаратӑр. Йӑлтах вырӑсла, шӑтӑкра ларакан ялсенче те.
Садиксенче, шкулта чăвашла вĕрентес пирки шавлакансем урамри пурнăçа пĕлмеççĕ, кабинетра вара илтĕнмест. Урăхла пулсан ларас та çук çавнашкал сÿпкелешсе.
Тимер // 2875.80.1076
2021.01.21 08:03
Тĕрĕс Аскольд.Вĕсем хăйсен ачисене темшĕн Балтаев Николай пек садике шанмасăр чăвашла вĕрентес темен.Пулма пултараймасть теççĕ.Халь вара манăн Эльпине чăвашла вĕрентессишĕн хыпкаланаҫҫӗ пулас.Тавах вĕсене.Чăрманма кирлĕ мар.Хамах вĕрентеп.
Евразиец // 1977.69.9930
2021.01.21 08:38
Этот комментарий удален. Причина: комментари ҫырас йӗркене пӑсни
Сармантей // 1500.41.5495
2021.01.23 02:06
Акапӑсар, Яковлев режиссер пите камаллать кутсене катартакан сценасене. Что не спектакль, кут катартассе сцена синче, кут хысассе. "Чайка" спектакельте тоже кут хыпашланине катартассе. Кайса пах.