Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Смерть - стоит того, чтобы жить, а Любовь - стоит того, чтобы ждать.
(В.Цой)
 

Тимӗр Акташ: Манӑн тӑван чӗлхи ҫинчен

Тимӗр Акташ06.01.2021 18:579900 просмотров

Редакцирен: Ку статьяна автор «ӑ», «ӗ», «ҫ», «ӳ» саспаллисемсӗр ярса пачӗ. Эпир вӗсене ҫеҫ юсаса тухрӑмӑр (хӑш-пӗр вырӑнта куҫа лекменни те пулма пултарать, тӳрех каҫару ыйтатпӑр). Стилистикине вара йӑлт авторӑнне хӑвартӑмӑр. Сӑмах май аса илтеретпӗр, ку — Тимӗр Акташӑн, пирӗн сайтра вырнаҫнисенчен, пӗрремӗш чӑвашла ҫырнӑ статья мар. Вӑл унччен те чӑвашла ҫырса парсаччӗ. Калаҫма та Тимӗр Акташ журналист чӑвашла йӗркеллех калаҫать. Пирӗнешкел, ачаранах чӑвашла ӳснисемпе танлаштарма ҫук-ха ӗнтӗ, анчах кунта чи пахи — вӑл чӑн та чӑвашла калаҫма тӑрӑшнинче, чӑваш чӗлхи мана кирлех мар тесе тӑманнинче (унашкал темиҫе ҫын пур: хӑйсем чӑвашлӑха тӗпчеҫҫӗ, чӑвашлӑхпа пурнӑҫне ҫыхӑнтарнӑ, анчах чӑвашла ниепле те вӗренесшӗн мар; Акташ вӗсен йышне, тем тесен те, кӗмест).

«...70 ҫул хушшинче хӑйӗн тӑван чӗлхине вӗренеймен Тимӗр Акташ», — ҫырать Юрий Яковлев «Ҫиелтинчен тарӑнӑша»... хӑйӗн статьяра Чӑваш халӑх сайтӗнче 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗнче.

Ку масӑллӑ информаци хатӗрӗнче каланӑ шухӑш — тӗрӗс мар! Ку суя. Эпӗ тӑван чӗлхене пӗлекен ҫын!

Ачалӑх

Эпӗ 1950 ҫулта Тутарстанри Чистай районӗнчи Ишельел (Ишэле, Ишалькино) чӑвашсемпе крешӗн тутар ялӗнче Эрнепи (Эра) Долгова (Акташева) чӑваш вӗрентекен ҫемьере ҫуралтӑм. Паллах, манӑн тӑван чӗлхе — аннен чӑваш чӗлхи!

1952-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье кӳршӗ Аксу районӗнчи аннен Хӗрлӗ Шур чӑваш яла куҫса кайнӑ. Унта манӑн кукамай Пинерпи Акташева пурӑннӑ. Манӑн асанне — Елизавета Иванова (Долгова) та ҫак ялтан качча кайнӑ.

Аннепе атте кӳршӗ Саврӑш (Савруши) ялти шкулта ӗҫленӗ.

Астӑватӑп: хӗллехи каҫхине анне вӗренекенсен тетрадьсене тӗрӗслет.

Тӑватӑ чӑваш саспалли пур тесе кӑтартать.

Ҫак чух эпӗ вырӑсла пачах пӗлменччӗ. Пирӗн тӑрӑхра вырӑссем сахал пурӑннӑ. Нумайӑшӗ 40 ҫухрӑм яхӑн вырнаҫнӑ Чистай (Чистополь) хулинче пурӑннӑ.

...Эпир Женя шӑллӑмпа кӑмака ҫинче ҫывӑрнӑ. Анне мана пӗрремӗш вырӑс сӑмаха вӗрентнӗ: «Печка» (печь).

Шупашкарта вырӑсла вӗрентни

1957-мӗш ҫулта пирӗн ҫемье Шупашкара куҫнӑ.

Эпир Грязевская стрелка, Белинский урамӗнче, 17-мӗш ҫуртӗнче(?) пӗчӗк кӗтес тара тытса, пурӑнма пуҫларӑмӑр. Урамӗн икӗ енчен тарӑн ҫырмасем вырнаҫнӑ. Ӗҫмелли шыв хӗрарӑмсем унтан витрисемпе, йӑтса, илсе килнӗ. Кӗпе-йӗм те ҫак ҫырмасенче валашкасенче ҫунӑ.

Ку урамра уйрӑм, йывӑҫран тунӑ пӳртсем вырнаҫнӑ. Ӗлӗк кунта, е юнашар, икӗ вырӑс ялӗ пулнӑ: Будайка тата Кнутиха. Вӗсем Шупашкара кӗнӗ.

Паллах, кунта ытларах вырӑссем пурӑннӑ. Вӗсем чувашсене хисеплемен, картман, юратман.

Уйрӑмах, вырӑсла калаҫман, пӗлмен, чӑвашла калаҫакан ҫынсене юратман. Тата чӑваш акценчӗпе калаҫакансене юратман. Тата сӑн-пит вырӑс маррине юратман.

— Эй, ты, чувашин! — кӑшкӑрнӑ пире урамра кӳршӗ вырӑс арҫын ачисем, тантӑшсем. Ку самай «ӑшӑ» сӑмахсенчен пӗри. Нумайӑшӗ тата тӳрккес, кӑнтамран кӑшкӑрса, пире вӑрҫнӑ. Кунта та, кайран шкулта та пире ҫак вырӑс тантӑшсем кӳрентерме, хӗнеме те хӑтланнӑ.

Ҫапла пире Шупашкар ачисем вырӑсла «вӗрентме» пуҫларӗҫ.

Ҫапла эпир шӑллӑмпа ӑнланса пуҫларӑмӑр: Шупашкарта халӑх чувашсене юратмасть. Апла чӑвашла калаҫма, чӑваш пулма — япӑх.

Анне те вырӑсла кӑлтӑксемпе, чӑваш акценчӗпе калаҫнӑ пирки, 6-мӗш Шупашкарти «чӑваш» шкулта воспитатель группы продленного дня пулса кӑна ӗҫлеме пуҫларӗ. Ҫак шкулта та, тен, вырӑс вӗренекенсем чӑвашсенчен ытларах вӗреннӗ.

1958-мӗш ҫулта эпӗ ҫак шкулта вырӑс класра вӗренме пуҫларӑм.

Пирӗн вӗрентекенеӗ Людмила Алексеевнӑн сӑн-пичӗ чӑваш хӗрарӑм евӗрлӗ пулнӑ. Анчах, унран нихӑҫан та пӗр чӑваш сӑмахне илтмен. Тен, унӑн упӑшки парти ӗҫӗпе ӗҫлекен пулнӑччӗ.

Тата. Манӑн аннене-аттене пирӗн шкулта хушнӑ: «Дома с детьми разговаривайте только по-русски. Чтобы у них не было чувашского акцента. Чтобы им потом лучше поступить в вуз».

Манан анне-атте ҫакӑнпа килӗшеҫрӗҫ. Вӗсем пире, тӑван ачисене, лайӑхрах пултар тесе шутларӗҫ.

Ҫакӑн хыҫҫӑн анне-атте пире хушрӗҫ: «Теперь называйте нас мама-папа».

Шупашкарти чӑваш чӗлхи

1950-мӗш ҫулсенче, Шупашкарта, тен, чӑвашсем вырӑссенчен сахалтарах пулнӑ. Официаллӑ Шупашкар — Чӑваш АССРӗн тӗп хули шутланнӑ. Анчах, ку ячӗшӗн кӑна пулнӑ.

Паллах, парти членӗсенче, чӑвашсем те ӗҫленӗ. Тата чӑваш радио те калаҫнӑ, чӑваш театр та ӗҫленӗччӗ. Анчах, тен, унталла чӑвашсене ялсенчен автобуссемпе, автофургонсемпе илсе килнӗ.

Астӑватӑп: пӗр хут аннепе-аттепе эпир Чӑваш пединститутӗнче пӗр чӑваш театрӗн комедине, те, унан сыпӑкне пӑхрӑмӑр. Финаллӑ сценӑра унта пӗр старик ӑнсӑртран такам умӗнче ҫурӑма ҫаврӑннӑ та, пӗшкӗнсе, кут вырӑна кӑтартнӑ. Куракансем ахӑлтатса кулчӗҫ. Анчах, мана ку «юмор» пачах килӗшменччӗ. «Ҫакӑн пек чӑваш спектаклӗсене мӗншӗн пӑхмалла?» — шухӑшларӑм.

Ун хыҫҫӑн темиҫе нумай ҫул чӑваш театрне пачах ҫӳременччӗ. Чӑваш телеспектакльсене те ӑнсӑртран курсан, унта ялан нумай шавлӑ вӑрҫаҫҫӗ, астӑватӑп. Пӑхас та килместчӗ.

Ҫак чух чунра чӑваш комплекс неполноценности пулса кайнӑ. 1950–1980 ҫулсенче эпӗ шутларӑм: Шупашкарта чӑваш пулма аван мар (неприлично).

1963-мӗш ҫулта пирӗн ҫемьене Ленин проспекчӗн вӗҫӗнче пилӗк хутлӑ ҫуртра икӗ пӳлӗмлӗ хваттерне, «хрущевкӑна» пачӗҫ. Чапаев ячӗллӗ сквера хирӗс, Вокзалсен ҫумӗнчи Привокзальный микрорайонӗнче, ҫӗнӗ заводсем инҫе мар. Унта тӗрлӗ ҫынсем, анчах рабочисем ытларах, пурӑннӑ.

Кӳршӗ тантӑшсем каллех ытла вырӑссем те вырӑсланнӑ чӑвашсем пулчӗҫ. Вӗсемпе туслӑ хутшӑнтӑм. Хӑш-пӗр чух кӑштах ҫапӑҫма та тиврӗ.

Кӗрешме, бокспа аппалантӑмӑр.

Эпӗ хулана, Крупская ячӗллӗ тӗп хула парка, ташлама площадкӑна ҫӳрерӗм. Хӗлле ЧГПИ, ЧЭАЗ, Хусанкай ячӗллӗ культура керменсене ташлама, хӗрсемпе паллашма ҫӳрерӗм.

Ҫӗнӗ поп-рок музыкӑна магнитофонсенче ҫыртӑмӑр. Хӗрсене те пӑхрӑмӑар. Ниҫта та чӑвашла пӗр сӑмах ҫак чух илтмен. Пурте вырӑсла кӑна калаҫрӗҫ.

Ҫакӑн пек эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман. Ҫакӑн пек самана пулчӗ. Манӑн пек Шупашкарти чӑваш ӑру йӑлт вырӑсланса кайнӑ. Эпӗ те ҫурри манкурт пулса кайрӑм. Вырӑс пулас тесе ӗмӗтлентӗм.

Чун тӗпӗнче кӑна тӑван чӗлхи сӑмахсем сыхласа юлнӑ.

Тен, манӑн атте-анне чӑваш радио итленӗ. Тен, мана та итлеме тивнӗ. Хӑш-пӗр ҫулсенче ҫулла анне-аттепе пӗрле ҫимӗке ҫуралнӑ ҫӗршыва, Тутарстанри чӑвашсем патне хӑнана кайса ҫӳрерӗмӗр. Унта анне-атте тӑван чӑваш чӗлхепе калаҫрӗҫ. Хамӑр тӑван ялсенче чӑваш чӗлхе ирӗклӗн янӑрарӗ. Унта чун уҫӑлнӑ. Эпир тӑван ҫӗршывӗнче савӑнтӑмӑр. Унта авалхи Атӑлҫи Пӑлхар ҫӗршывӑн сывлӑш та асамлӑ!

Шупашкарта, тата ҫул ҫӳревсенче, сайра-хутра чӑвашсемпе хутшӑнса, чӑвашла ӑнсӑртран хӑш-пӗр шӳтлӗ сӑмахсем те манӑн чунтан-ӑшчикрен тухрӗҫ. Эпӗ тӗлӗнтӗм. Апла, эпӗ тӑван чӗлхене пачах манман ҫав...

Перестройка тата наци чӗрӗлни

1985 ҫулта КПСС генсек пулма Михаил Горбачева лартрӗҫ. Вӑл СССР ҫӗршывӗнче демократизаци тата гласность тапхӑрӗ уҫнӑ.

1987–1988 ҫулсенче Чӑваш АССРӗнче те наци чӗрӗлни тапхӑрӗ пуҫланнӑ. Атнер Хусанкай, Виталий Станьял, Михаил Федотов, Виталий Иванов, Анатолий Кибеч, Иосиф Дмитриев (Трер), Борис Чиндыков, Валери Туркай, Георгий Фомиряков тата ытти хастарсем хамӑр чӑваш Перестройкӑна пуҫланӑ.

1990-мӗш ҫулта Шупашкарта Республикӑлла вулавӑшра чӑваш чӗлхи тӳлевлӗ курссем уҫрӗҫ. Эпӗ унта ҫырӑнма килтӗм, анчах кая юлса.

— Тепӗр ҫулта килӗр, — каларӗҫ мана унта.

Эпӗ пысӑк Чӑвашла-вырӑсла словарь туянтӑм. «Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн хыпарсене, статьисене куҫарма пуҫларӗм. Ӗҫтешсемпе, журналистсемпе, ҫыравҫӑсемпе чӑвашла калаҫма хӑтланса пуҫларӑм.

Паллах, кӑлтӑксемпе, вырӑс акцентпа.

1991-мӗш ҫулта Чӑваш чӗлхи курссене вӗренме пуҫларӑм. Ятарласа чӑваш радио, телевидени итлеме, пӑхма пуҫларӑм.

Валери Туркайӑн «Шурӑ фарфар чашӑк» сӑввисен пуххине, Константин Ивановӑн «Нарспи» поэмӑна вуласа тухрӑм.

Ҫакӑн пек ятарласа чӑвашла вӗренме пуҫларӑм. Паллах, эпӗ 33 ҫул яхӑн чӑвашла калаҫман пирки мана вӗренме ҫӑмӑл пулман. Тата манӑн арӑмӗ те вырӑс пулнӑ. Килте те вырӑсла кӑна калаҫма тиврӗ. Анчах, Чӑваш Турри пулӑшса, майӗпен калаҫма та ҫыркалама та вӗренетӗп.

2017–2018 ҫулсенче Гурий Комиссаровӑн (Вантеран) «Чӑваш халӑхӗ малалла кайӗ-ши, каймӗ-ши?» публицистикӑлла очеркне вырӑсла куҫартӑм. 2020-мӗш ҫул вӗсенче ӑна Г.Комиссаровӑн ҫырнисен пуххинче иккӗмӗш томра пичетлерӗҫ, пӗлтерчӗҫ мана. Хам курман-ха.

Ҫакӑнпа, Тимер Акташ тӑван чӗлхене вӗренмен тесе, суя.

 

Тимӗр Акташ

Шупашкар, 2021-мӗш ҫулхи кӑрлач (январь) уйӑхӗн 3-мӗшӗ

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Микула // 9259.3.8429
2021.01.07 13:37
Малтинхисенчи министр та каланӑччӗ Микулана "не знаю как это сделать" тесе. "Садиксемсӗрех" , "вӑйпа вӗрентмелле мар" тесе те ӗнетересшӗн паян пире. Анчах та ,ун пек ,халӑх ҫинчен шутланипе каланине тем тесен те ӗненме ҫук. Паян мар пулсан ыран вӗсем каланине хак паракансем пулаҫҫех. Тахҫан чикӗри заставӑра чӑвашла пӗлекеннисем пӗр харӑс,самантрах хутшӑнса кайни ҫинчен каласа парам. Пӗлетӗр пулӗ, пӗр наци ҫыннисене пӗр ҫӗртре чылайӑн службӑра тытман пулсан та укринецсемпе вырӑссем пирӗн отрятра ыттисенчен чыларахчӗ. Учебка хыҫҫӑн ,заставӑна лексен пирӗнтен ҫулталӑк,ҫулталӑк ҫурӑ службӑра тӑракансем пурте унтан кунтан чӑвашла сӑмахсемпе перекелешнине илтсе тӗлӗнмелле пулчӗ. Уйрӑмах хохолсем "Ҫумӑр ҫӑват" юрӑна кӑмӑллачӗҫ,кӗввине те сӑмахӗсенене малтан пуҫласах вӗҫне ҫитиччен эп чӑваш пулни ҫинчен юрласа кӑтартнӑччӗ.
Микула // 9259.3.8429
2021.01.07 13:57
Заставӑри пӗтӗм пограничниксем ,тӗрлӗ наци ҫыннисем чӑвашла калаҫма кӑна мар юрлама та пӗлнин сӑлтавӗ мӗнре пулнӑ тетӗр ? Сӑлтавӗ ансат мар -"дедовщина",хӑйне майлӑ паллах. "Дедушки" Патӑрьел каччи пулнӑ, Меслечӗ -"диктатура" евӗр. Паллах хӗнесе вӗрентмен,анчах та "добровольно" теме ҫук. Темле пулсан та сив сӑмахпа асӑнман вӗсем ҫав "дедушкӑна" . Пӗртен пӗр чӑваш пулнипе кичем пуласран ыттисене те чӑвашла вӗрентнӗ. Ҫывӑрма выртиччен унпа чӑвашла калаҫаттӑмӑр(тетрадь пулнӑ ,пурин те, чӑвашла сӑмахсемпе),унӑн юратнӑ юррине "Ҫумӑр ҫӑват"тенине те юрласа параттӑмӑр тесе кула кула каласа кӑтартнӑ. Ӑнланатӑр пулӗ, кун пек пулӑм нимле майпа та заставӑн "обороноспособностне" чакарма пултарайман.Кашни кунах пӑшалпа тата "боевой постра", кун пек " чӑваш чӗлхин дедовщини" салтак пурнӑҫне илемлетнӗ кӑна. Особый отдел та начальник заставы кун пирки пӗлнех ӗнте,анчах та мешетлемен.
Микула // 9259.3.8429
2021.01.07 14:13
Патӑрьел каччин меслечӗ тен сире мӗн те пуллин ӑнланма вӗрентӗ. Чӑваш чӗлхине чӑвашсем вӗренччӗр тесен ыттисене те хисеплеме вӗрентес пулать тӑван чӗлхене. Хисеплеменнисемпе нимле "пӗрлӗх" те пулма пултараймаҫ. Сан тӑван чӗлхерен кулас текеннисемпе пӗр чӗлхе шырама кирлӗ мар.
Agabazar // 2946.16.5816
2021.01.07 15:19
Agabazar
Ах, Тур, Микула, хывăх вĕçтерме ытла та юрататăн-çке!

Стаьяра спектакль курни пирки калани пур. Пĕр артисчĕ кутне кăтартрĕ, тет.

Ăçтан-ши ку?

Шутларăм та, Петр Осипован «Кушар» драми тăрăх лартнă спектакккăльтен илнĕ сцена пулĕ тетĕп. Ун пекки унта чăнах та пур.

Вăл сценăра вылякансем Ефим Никитин (кутне кăтартаканни) тата Виктор Родионов пулнă пулмалла.

Анчах та вăл сценăра тĕпре кут кăтартни мар. Паллах, Тимĕр Акташ çавна ăнланса илме пултарйман. Мĕншĕн тесен ăна шкулта чăваш культурине ăнланма вĕрентмен.

Хăвăрах пĕлетĕр, Ефим Никитин та, Виктор Родионов та генилле актёрсем пулнă. Вĕсен пултарулăхĕ кут кăтартса култарасси çинче çеç мар тытăнса тăнă.

Кут кăтартни унта çула май пулса иртекен япала çеç. Ун пирки калаçмалăх та çук.
Петрепе Микула // 1500.41.5495
2021.01.07 17:28
Чӑваш театӑрӗсенче кут катартасси, кут хыпашласси йӑлара пур ҫав. Яковлев лартнӑ "Ялта" спектакльте те сцена синче кут хыпашлаҫҫӗ. Шкул ачисене кӑтармалли япала мар ӗнтӗ. Вӗсем ТВпа та ирсер япаласем нумай кураҫҫӗ.
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.07 21:37
Agabazar
А эсĕр, Петрепе Микула, çавсем хыççăн ан кайăр. Кут мар, шухăш хыпашлама тăрăшăр.
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.07 21:37
Agabazar
Ефим Никитинпа Виктор Родионов ялсем тăрăх та нумай çÿренĕ çав сценкăна кăтартса.

Тимĕр Акташ ак çапла çырнă кунта:

<<Астӑватӑп: пӗр хут аннепе-аттепе эпир Чӑваш пединститутӗнче пӗр чӑваш театрӗн комедине, те, унан сыпӑкне пӑхрӑмӑр. Финаллӑ сценӑра унта пӗр старик ӑнсӑртран такам умӗнче ҫурӑма ҫаврӑннӑ та, пӗшкӗнсе, кут вырӑна кӑтартнӑ. Куракансем ахӑлтатса кулчӗҫ. Анчах, мана ку «юмор» пачах килӗшменччӗ. «Ҫакӑн пек чӑваш спектаклӗсене мӗншӗн пӑхмалла?» — шухӑшларӑм.>>

Эппин, вăл калаканни, тен, урăххи пуль. Сăмахран, «Сутра» комедие режиссёр çаван пек («кут кăтартса») вĕçлеме пултарнă. Анчах пьесин текстĕнче унашкал япала çук. Пĕр тĕлте çеç çавна кăштах аса илтерекенни пур. Ну, режиссёрĕ çав тĕле юриех «вăйлатма» пултарнă.
2021.01.08 10:19
Чăвашла калаçасси луçласа кашнинчен хăйĕнчен килет, ку вăл укçа-тенкĕ мар. Хăçан та хăçан хăвăр кил-çуртра чăвашла калаçма тытăнатăр, унтан чăваш чĕлхи аталанасси килет. Акапасар, çарамас сцена çинре тухни паянхи кун йăлана кĕнĕ пулăм, тĕлĕнтермĕш мар, анчах кунпа чĕлхене вăй кĕртме çук
Agabazar // 2178.81.4893
2021.01.08 12:06
Agabazar
Аха, хайĕнчен. Кам начар, çавă калаçаймасть, кам лайăх — çавă калаçаять.

Çав Аскольд хăтана çиччас тĕрĕслеме пуçлатпăр ку енчен. Путин калашле, «присматривать» текеннине хута яратпăр.
2021.01.08 12:55
Акапасар, подглядывающийне вырнаçтар. Маншăн пурпĕрех. Калаçнă чăвашла, калаçатăп, çыратăп та

Страницăсем: 1, 2, [3], 4

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики