Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр (ку ӗҫе тахҫантанпах тӑвайманччӗ-ха...). Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Тӗлӗнмелле: хӑшпӗр чухне хальхи чӗлхере нимле ӑнланӑва пӗлтермен сӑмах пирки шухӑшласа каятӑн та... тем чухлӗ шыранӑ-чакаланнӑ хыҫҫӑн ун пӗлтерӗшӗн тымарӗ епле тери тарӑннине куратӑн.
Ҫӗтӗк-ҫатӑк, тетпӗр эпир халь тум тата ытти ӑпӑр-тапӑрӑн татӑлса-таткаланса пӗтнӗ юлашкине. Ҫӗтӗк сӑмах пирӗн чӗлхере хӑй пӗлтерӗшӗпе те ҫӳрет, пӗччен те ӑнланӑва пӗлтерет. Ҫатӑк сӑмахпа хӑйне пӗччен хальхи чӗлхере усӑ курмастпӑр.
Ҫапах та ҫатӑк тенин пӗлтерӗшӗ пур-ши?
Пур иккен. Ӗлӗк-авал хӑйне уйрӑм хуҫалӑх тытса пыман, ҫӗрсӗр ҫынна ҫапла ҫатӑк тенӗ. Казах, кӑркӑс, нухай чӗлхисенче ку сӑмах халь те авалхи пӗлтерӗшӗпех ҫӳрет: ҫатӑк (джатак) — ҫӗрсӗр-хуҫалӑхсӑр ҫын, ыйткалакан.
Ҫӗрсӗр, хуҫалӑхсӑр, юхӑнса кайнӑ ҫыннӑн ӗнтӗ ӗлӗк чӑнах та мӗнле пурӑнмалла пулнӑ? Ирӗксӗрех ыйткаласа ҫӳреме тивет. Ун пек ҫыннӑн, паллах, тумтирӗ те ҫӗтӗлет, ак, хайхи — ҫатӑк чӑнласах та ҫӗтӗк-ҫатӑк пулса тӑрать. Тӗп сӑмах хӑй умне ӑнлантару сӑмахӗ хушать, пыра-киле пӗлтерӗшне ҫухатса, хӑй умне хушнӑ ӑнланусӑр пурӑнайми пулса тӑрать.
Хушса калани. Ҫатӑк сӑмаха Федотов та Егоров та хӑйсен этимологи словарӗсене кӗртмен. Ҫавна май Михаил Юхма чӑн ҫырнине е йӑнӑшнине ҫирӗплетме хӗнтерех. Ни казахла, ни кӑркӑсла пӗлменни вара ҫак ыйтӑва татса пама уйрӑмах йывӑрлӑх кӳрет. Юрать-ха эпир информаци ӗмӗрӗнче пурӑнатпӑр, ҫавна май казахла-вырӑсла онлайн словарь пурри самай пулӑшать. Чӑн та, джатак текен сӑмах казах чӗлхинче пур иккен: жатақ — кӳлмелли выльӑх ҫуккине пула ҫу вӑхӑтӗнче кӗтӳ ҫӳретмелли вырӑна тухман ҫын.
Чӑваш чӗлхинчи мӑшӑр сӑмахсенче, уйрӑмах вӗсем синонимлӗ пулнӑ чухне, авалхи сӑмахсем пытанни пирки эпир пӗлетпӗр. Ку ӗнтӗ пурӑна киле чӗлхере пӗр-пӗр ӑнлава чӑвашсем пӗр сӑмахран тепӗр сӑмахпа ылмаштарнӑ вӑхӑтпа ҫыхӑннӑ ахӑр. Малтан пӗр сӑмахпа каланӑ, ун хыҫҫӑн ют чӗлхерен тепӗр сӑмаха йышӑннӑ та кивви, авалхи вара мӑшӑр сӑмахра упранса юлнӑ. Е чӗлхе аталанӑвне пула пӗр-пӗр сӑмахпа сахал усӑ курма тытӑнаҫҫӗ те вӑл вара мӑшӑр сӑмахӑн пайӗ пулса юлать. «Ҫӗтӗк-ҫатӑк» сӑмахпа та ҫапларах пулса иртнӗ ӗнтӗ. «Ҫатӑкӗ» сӗм авалтан пыраканскер пулас, «ҫат» кӑкран пулнӑскер (танл. Ҫатта-ҫарамас — кунта та «ҫат» кӑклӑ сӑмах чухӑн ҫынна, ҫуксӑррине палӑртать).
Ман шутпа вара вӗсем пурте пӗр тымартанах пулса кайнӑ: ҫӗтӗкӗ те, ҫӑтӑкӗ те, ҫатӑкӗ те. Вӑхӑт иртнӗ ҫемӗн ҫеҫ пӗр-пӗринчен уйрӑлса кайнӑ. «Ҫӗт» этимологи словарӗсенче пур... шӑп ҫавнашкалтарах вӗт-ха.
Çатăк вăл çатăк (уйрăм çÿремест)
Çăтăк вăл Çăтăк (Ашмарин шучĕпе уйрăм çÿрет)
Вĕсене пусахласах пĕрлештерме кирлĕ мар. Юрамасть.