Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +30.0 °C
Хорошая политика не отличается от хорошей морали.
(Г. Мабли)
 

Уртемей Петӗрӗ: Мӗн канашлаҫҫӗ ватӑсем?

Уртемей Петӗрӗ05.03.2020 20:111501 просмотровИзменить Удалить

Сӳтмелли-явмалли ыйтусем нумайччӗ вӑл ларура, пӑхса тухмалли хутсем те, ҫырса хатӗрленӗ проектсем те самаяхчӗ. Пурне те тӗплӗ шӗкӗлчесе тухрӗҫ. Ватӑсене никам та васкатмарӗ, «Чие пахчин» алӑкне (лару ҫав ятлӑ селӗм кафере иртрӗ) уҫса-хупса хӑратмарӗ, «ун ҫинчен те кун ҫинчен ан калаҫӑр» тесе асӑрхаттармарӗ.

Хӗрӳ калаҫу Атӑл хӗрринчи илемлӗ вырӑна лартнӑ нӗрсӗр катемпи тавра ыттисенчен хивререх пычӗ.

Шупашкар хулин кӑлави патне шурсухалсен тӗп канашӗ, Хаяр Йӑван патша кӳлепине кирлӗ ҫӗре вырнаҫтарманнине палӑртса, чӑваш халӑхӗн таса вырӑнӗнчен — Константин Иванов скверӗнчен аяккарах пӗр-пӗр музее илсе кайсан тӗрӗсрех пулать тесе сӗннӗччӗ. Кӑлава ваттисемпе килӗшмен. «Ку палӑк мар, туристсене ҫул кӑтартса тӑракан мерекке ҫеҫ» тенӗ.

Хула пуҫӗ мереккеленни шурсухалсене килӗшмен. Хурав ҫине хурав парас тата прокурор ячӗпе ҫыру ярас пулать терӗҫ. Хастар ватӑсем темиҫе тӗрлӗ ҫыру ҫырса килнӗ. Малтан Алексей Бойков историҫӗ хатӗрленипе паллашрӗҫ. Унтан Николай Лукианов юрист ҫырнӑ «Тӳресене чӗнсе каланине» тӗплӗ сӑвӑрчӗҫ, вара «тӗрӗс ҫырнӑ» тесе, пӗр саслӑн йышӑнчӗҫ.

Чӑваш историйӗнче усалпа е ырӑпа палӑрса юлнӑ хурахсемпе паттӑрсене халӑх манман-ха. Мӗншӗн Шупашкарта Аттила, Кубрат хан, Кӑтрак, Валӗм хуҫа, Искей Пайтулӗ, Охатер Томеев, Никита Бичурин палӑкӗсене лартас мар? Атӑл ҫинчи халӑхсене вутпа пӑхӑнтарнӑ, касса тӑкнӑ, инкек кӳнӗ патшасене мухтаса, пире «эпир кам!» тесе каласшӑн-и? Вӗсем камне Александр Пушкинах вирлӗ питлесе палӑртнӑ. Пушкин палӑкӗ Бичурин, Яндуш, Федоров, Иванов хушшинче тӑрас пулсан, империн мӑнтӑр кӑмӑлне лӗклентерет иккен! Кӑҫал чаплӑ тюрколог, чӑваш чӗлхин Улӑпӗ Николай Ашмарин академик ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Унӑн Хусан варринчи вилтӑприне тирпейлемелле, Шупашкарта, Етӗрнере палӑкӗсене лартмалла. Камӑн пуҫӑнмалла ҫав ӗҫе? Пӗр-пӗр шкул ачин-и, трактористӑн-и е республикӑпа хуласен ертӳлӗхӗн?

Шупашкарти намӑссӑр шовинизмӑн авторне чӑваш карчӗсем пӗлеймерӗҫ: Салаева, Варнава, Широков-и? Вӗсенчен тахӑшӗ Намӑс хӑми ҫине лекесшӗнех тапаҫланать. Халлӗхе Республика прокурорӗ тӗрӗссине каласса кӗтме йышӑнчӗҫ.

«Вӑтам ӗмӗрсенчи тискерлӗхе, хаярлӑха, мӑндержавноҫа хӑпартлантаракан кӑтарту паллисене ларттарнӑ ҫынсенчен ҫав провокаци элемӗсене ним тӑхтамасӑрах илсе пӑрахма ыйтатпӑр!» — тесе тепӗр хут йышӑнчӗ чӑваш аксакалӗсен канашӗ.

 

Сӑнӳкерчӗк авторӗ: Владимир Милютин.

 

Комментарии:

Микула // 9259.3.8429
2020-03-06 18:51
Тӑна кӗртме ҫук ӗнте Акапасара, урапине яланах лашинчен мала тӑратасшӑн. Кӗрешменни ҫав "ҫуккине ырланипе " пӗрех. Ваттисен канашӗн те Туркайӑн та ҫав ӗҫ тӗп тӗллев пулмалла . Ҫук пулсан пӗтӗм ӗҫ ячӗшӗн кӑна пулӗ. Мӑнукӗсене(ПУРНЕ ТЕ) чӑвашла вӗрентме шутламаҫҫӗ пулсан ытти ӗҫӗсем кам валли пулӗҫ ?
Атнер // 5393.4.1730
2020-03-06 21:00
Ку хисеплӗ ватӑсем пурте мӑнукӗсене тӑван чӗлхене вӗрентни каламасӑрах паллӑ.Микулай ҫине шанса ларман вӗсем.
Agabazar // 1791.96.0114
2020-03-06 21:16
Agabazar
Микула, сана çакнашкал сÿпĕлтетнешĕн миçе тенкĕ тÿлеççĕ?

Атнерпе калаçмăпăр — ун ĕçĕ çавнашкал пулмалла, ахăртнех. Ним те тăваймастăн. Хуть те çурăлса тух, анчах приказа пурнăçламалла.

А сана мĕскер хистет сÿпĕлтетме?
Микула // 9259.3.8429
2020-03-06 22:12
Эсир,акапасарсем,пухусенче чӑннипех "сӳпӗлтететӗр" пулмалла краеведени пирки ? Микула тӗплӗн ыйтать . Академиксем туллиех,анчах та чӑваш историпе пӗтӗмӗшле тавракурӑм ҫук? Аки -сухи кӑна пуҫра. Канашсем,пухусем,фонтсем,конгрессем, народныйсем туллиех,ҫавах Шупашкарта тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук. Мӗншӗнне АКапасарӑн ӑнлантарса памаллах пулӗ,пӗр пайӗн "ертӳҫи" пулнӑ май.
Agabazar // 1791.96.0114
2020-03-06 22:17
Agabazar
Тĕнчере ыйтусем нумай.
Калăпăр, уйрăм пухура кашнинех асăнмасса та пултараççĕ.
Тĕрлĕ сăлтавсене пула.

Енчен те кам та пулин каласа пĕтеремерĕ тетĕн пулсан, ху юлташусене пуçтар та тепĕр пуху ту.

Сÿт те яв,
Яв та сÿт.

Атнерпе Микула, пуçтарăр хăвăр юлташăрсене, пуху пултăр. Ирттерĕр Станьялтан та, Атнер Петровичран та, Микулай Павловскийрен те!

Короновирусран сыхланмалли вакцина кирлĕ, шутласа тупăр çавна пуху пуçтарса!
Микула // 9259.3.8429
2020-03-07 20:11
Короновирусран сыхӑ вӑл иммунитет ,ҫавӑнпа та витаминсем ӗҫес пулать. "Коронный вирусран " пулӑшу- демократи. Акапасар,ятусем ҫумне академик тата ертӳҫӗ хушатӑр ,халӑх умӗнче чӑваш кӗпипе пулсан, камран тата ыйтмалла чӑвашсен? Ҫавӑн чухлӗ халӑх академиксене ,ертӳҫӗ пулса, сусанин пек ҫӗтерсе ҫӳтерер? Ҫавӑнпах ӗнте Шупашкарта ,паян кунччен те, тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем ҫук.
В. Степанов // 3006.58.8020
2020-03-10 14:52
Тӑван чӗлхепе ӳстермелли ача сачӗсем кирле мар весне. Мӑнукӗсем те, ачисем те нумайӗшӗн чӑвашла пӗлмеҫҫӗ, ҫемьере чӑваш чӗлхи илтӗнмест. Чӑваш кӗписене тӑхӑннипех ачасене чӑвашла верентейместӗн.
Атнер // 1208.58.0934
2020-03-10 23:01
Степанов хӑта.Кама курнӑ ватӑсене чӑваш кӗпе тӑхӑннине?.Ҫук ӗнтӗ пархатар,какуй унта чӑваш кӗпи дедушка-бабушкасен.
Урхамах // 3006.58.8020
2020-03-11 13:53
Ваттисен çуртĕнчи пухуна аса илтерет ку.
Аптрман таваш // 3006.58.8020
2020-03-15 00:17
Фотоӳкерчӗкрисем килте чӑвашла калаҫаҫӗ-? Ачисемпе. манукӗсемпе чӑвашла пуплеҫӗ-и? Е ваттисен ҫуртӗнче кӑна вӗрене ҫулҫисем пек шепӗлтетеҫҫӗ?

Страницăсем: 1, 2

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ

Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.


Orphus

Баннеры

Счетчики

 
О сайте | Помощь сайту | Статистика
(c) 2005-2017 Chuvash.Org | Номер свидетельства о регистрации в качестве СМИ: ЭЛ № ФС 77 - 68592, выдано 3 февраля 2017 года Федеральной службой по надзору в сфере связи, информационных технологий и массовых коммуникаций (Роскомнадзор).
Содержимое сайта (кроме статей, взятых из других источников) публикуется на условиях CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0. Вопросы по работе сайта: site(a)chuvash.org