Ежели бессчастия бояться, то и счастья не будет. (Петр I)
Уртемей Петӗрӗ: Мӗн канашлаҫҫӗ ватӑсем?
Уртемей Петӗрӗ05.03.2020 20:118016 просмотров
Сӳтмелли-явмалли ыйтусем нумайччӗ вӑл ларура, пӑхса тухмалли хутсем те, ҫырса хатӗрленӗ проектсем те самаяхчӗ. Пурне те тӗплӗ шӗкӗлчесе тухрӗҫ. Ватӑсене никам та васкатмарӗ, «Чие пахчин» алӑкне (лару ҫав ятлӑ селӗм кафере иртрӗ) уҫса-хупса хӑратмарӗ, «ун ҫинчен те кун ҫинчен ан калаҫӑр» тесе асӑрхаттармарӗ.
Шупашкар хулин кӑлави патне шурсухалсен тӗп канашӗ, Хаяр Йӑван патша кӳлепине кирлӗ ҫӗре вырнаҫтарманнине палӑртса, чӑваш халӑхӗн таса вырӑнӗнчен — Константин Иванов скверӗнчен аяккарах пӗр-пӗр музее илсе кайсан тӗрӗсрех пулать тесе сӗннӗччӗ. Кӑлава ваттисемпе килӗшмен. «Ку палӑк мар, туристсене ҫул кӑтартса тӑракан мерекке ҫеҫ» тенӗ.
Хула пуҫӗ мереккеленни шурсухалсене килӗшмен. Хурав ҫине хурав парас тата прокурор ячӗпе ҫыру ярас пулать терӗҫ. Хастар ватӑсем темиҫе тӗрлӗ ҫыру ҫырса килнӗ. Малтан Алексей Бойков историҫӗ хатӗрленипе паллашрӗҫ. Унтан Николай Лукианов юрист ҫырнӑ «Тӳресене чӗнсе каланине» тӗплӗ сӑвӑрчӗҫ, вара «тӗрӗс ҫырнӑ» тесе, пӗр саслӑн йышӑнчӗҫ.
Чӑваш историйӗнче усалпа е ырӑпа палӑрса юлнӑ хурахсемпе паттӑрсене халӑх манман-ха. Мӗншӗн Шупашкарта Аттила, Кубрат хан, Кӑтрак, Валӗм хуҫа, Искей Пайтулӗ, Охатер Томеев, Никита Бичурин палӑкӗсене лартас мар? Атӑл ҫинчи халӑхсене вутпа пӑхӑнтарнӑ, касса тӑкнӑ, инкек кӳнӗ патшасене мухтаса, пире «эпир кам!» тесе каласшӑн-и? Вӗсем камне Александр Пушкинах вирлӗ питлесе палӑртнӑ. Пушкин палӑкӗ Бичурин, Яндуш, Федоров, Иванов хушшинче тӑрас пулсан, империн мӑнтӑр кӑмӑлне лӗклентерет иккен! Кӑҫал чаплӑ тюрколог, чӑваш чӗлхин Улӑпӗ Николай Ашмарин академик ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитет. Унӑн Хусан варринчи вилтӑприне тирпейлемелле, Шупашкарта, Етӗрнере палӑкӗсене лартмалла. Камӑн пуҫӑнмалла ҫав ӗҫе? Пӗр-пӗр шкул ачин-и, трактористӑн-и е республикӑпа хуласен ертӳлӗхӗн?
Эп - СИРĔНПЕ!
Туркай.