Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +2.3 °C
Сделай первый шаг и ты поймешь, что не все так страшно.
(Сенека)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1741651 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Лесник // 2336.21.3344
2019.06.20 22:26
Эс ху мӗнле нӗрсӗррине аса ил малтан,
Алибасов // 4227.95.5826
2019.06.21 15:01
туркай (пӗчӗкренех ҫыратӑп, тивӗҫлӗ!) шӑнса чӗтрекен ҫерҫи пулин те, ятне пытармасӑр тавлашӑва хутшӑнчӗ. Хӑюллӑ! Ун пекки О. Прокопьев пурччӗ, анчах вӑл вырӑнсӑр сӑмах хушса намӑс курчӗ: урӑх сӑмах чӗнес ҫук.
Валери Туркай // 3230.03.6332
2019.06.21 17:39
"Лесник" текенскере.
Тата мӗнле динозавр сикрӗ тухрӗ унта, ҫырмаран?
Ӑнлантарса пар, тӑванӑм, МӖН ТӖЛӖШПЕ эп "нӗрсӗр"?
Ҫак Ҫӗр ҫинче пурришӗн-и?
...ЙӖРКЕЛЛӖ ЧӐВАШСЕМ ВАЛЛИ! Пӗлетӗр-и, МӖНШӖН ҫыратӑп
эп юлашки кунсенче ҫак сайтра?
Ман мана патологи шайӗнче курайман аноним-"паттӑрсен" тӳрленми суранӗсем ҫине кӑштах тӑвар сапассӑм килчӗ - ҫавӑ ҫеҫ.
Эп хам пирки илтмеллине ПӖТӖМПЕХ илтнӗ - мана тӗлӗнтерейместӗр! Пурне те телей сунса - Валери Туркай,
8-927-855-54-80. Ҫапах та "ЧӐВАШШӐН ЧӐВАШ - ЧИ ХАКЛӐ ЮЛТАШ!"
vasilij.rozov.1944 // 1303.4.9866
2019.06.22 13:44
Чăвашлăхăн "юлашки кунĕсем" çинчен çыратăн -и?
vasilij.rozov.1944 // 1303.4.9866
2019.06.22 13:47
"...Атăл урлă каçрăмăр.
Ăсланмарăмăр....."
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.06.24 16:27
"Алибабасова" - тата тепӗр йӗксӗк-чӑвашленока: эс "Туркай" сӑмаха "пӗчӗкрен" ҫырнӑшӑн Туркай пӗчӗк чӑваш пулма тытӑнмасть!..
УРӐХ НИМПЕ ТЕ мана тарӑхтараймаҫҫӗ те, эп ВОРОБЬЕВ пулнине аса илеҫҫӗ...
Мӗн тери нишлӗ эсир, Туркай тӑшманӗсем! Тьфу!
Ӑҫтан, епле эп "шӑнса чӗтрекен ҫерҫи" пулам, енчен те ман юлташӑмсем Улӑпсемпе Ӑмӑрткайӑксем пулсан?!

Хисеплемесӗр, Валери Туркай - Украинӑри Остер хулин хисеплӗ гражданинӗ. (Алибабасов, САНА КУ ЯТА нихҫан та памаҫҫӗ!) Чӗтретӗн пулсан, пырса ӑшӑтап! 8-927-855-54-80
vasilij.rozov.1944 // 3857.71.1295
2019.06.25 20:19
.."Чăвашшăн чăваш -чи йĕксĕк чувашленок! "
Малай // 3804.25.5490
2019.06.26 18:19
Ку çаплах ахăртнех.Чи кăтарту тěслĕх - çав rosov.1944 текенни, хăй пĕчĕк ниме тăман пĕчĕк пыйтă пек кăна туйăнать пек тете кĕвĕçсе çырни тăрăх, анчах питĕ сикешшĕн Туркай çине.Туркай патне сиксе çитейместĕн пуль - вăл ытла çÿлте вĕçет, тĕнче кайăкĕ.
vasilij.rozov.1944 // 1995.55.2877
2019.06.26 21:20
Чăвашшăн чăваш - пĕчĕк пыйтă? Малай , эсĕ пысăк пыйтă пулмалла, пĕчĕк малай пулсан та
vasilij.rozov.1944 // 1995.55.2877
2019.06.26 21:23
..."Птичку жааалкоо?"

Страницăсем: 1, ... 7, 8, 9, 10, 11, [12], 13, 14, 15, 16, 17, 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики