Аскольд Де Герсо // 6695.1.4584
2019.05.07 16:49 | |
Алибасов, роман çырасси виçĕ предложенирен тăракан комментари çырасси мар. Хуратма вăл питĕ çăмăл, эсир шуратса пăхăр. | |
Agabazar // 3509.29.3189
2019.05.07 17:20 | |
Вырăсла çырнă романа вырăсла роман теççĕ. Чăвашла çырнă романа чăвашла роман теççĕ. | |
Agabazar // 3509.29.3189
2019.05.07 17:20 | |
Этот комментарий удален. Причина: Дубль | |
Евгений Турхан // 1616.17.9721
2019.05.08 11:41 | |
Чӑваш литературинче критика жанрӗ пачах пӗтсе ларнӑ тесе хӑранӑчче те, пурӑнатпӑр иккен ха. Апла пулсан чӑваш чӗлхи пєтмест. Калаҫӑва хутшӑннисене ҫивӗч сӑмахсемшӗн тав тӑвас килет. Ҫав шутра ячӗшӗн ҫырнӑ пушӑ пучахсемшӗн те.Хӑшпӗрисен критики адресӑр пулни пӑшӑрхантарать. Ҫавах кӑмӑл уҫӑлчӗ.Хама «хӗнемелли ача" (мальчик для битья) вырӑнӗнче туйрӑм пулин те. | |
Семен Микулайё // 1616.17.9721
2019.05.12 12:59 | |
Критика мар ку, темшён тавӑрас тесе хатӗрленё сӑмах пуххи ҫеҫ. Кёнеке лайӑх, умстатйине те питё объективлӑ ҫырнӑ. Ку кӗнеке пирки урӑх ҫӗрте урӑхла хак пани нимён те мар вӑл, ҫапла пулмалла та. Пулма пултараҫҫӗ Сорокин кёнекитнче кӑлтӑксем. Анчах ҫакӑншӑн авторне вӑрҫмалла, куҫаруҫӑпа «Сувар» хаҫата мар. «Сунтал» литпӗрлешӳпе хаҫат чӑваш литературине Тутарстанра аталантарас тесе пысӑк ӗҫ ӗӗтӑваҫҫё. Кёнекен икӗ изданийё тӗрлёрен пулни, иккёшӗнче те лайӑх шухӑшне те улӑштрни, лайӑх, витёмлё сӑвӑсене киревсёр прозӑна куҫарни, е пачах кӑларса пӑрахни куҫаруҫӑсен мар, издательсемпе авторӑн айӑпё. Кӗнекене пӗр вӑхӑтрах икё типографире пичетлени те киревсёрлёх. Ҫак статьян авторё Турханах пулни те иккӗлентерет. | |
Андриян Григорьев // 1675.40.7002
2019.05.12 20:38 | |
Евгений Андреевич Турхан пек вырăсла та, чăвашла та пĕр пекех чаплă хăйĕн хайлавĕсене çырма, вырăсран чăвашла, чăвашран вырăсла куçарма пултаракансем халĕ çыракан çыравçăсем хушшинче пите сахал. Чăвашла унран лайахрах çыракансем пур, паллах, вырăсла лайăхрах çыракансем вырăс çыравçисем хушшинче тата нумайрах. Анчах пĕрлĕхлĕ паллă лартсан ăна çитекенсем курăнсах каймаççĕ... | |
Agabazar // 1096.00.7440
2019.05.14 05:47 | |
Евгений Андреевич Турханăн хăш хайлавĕсене вуласа куртăн, çавăн пирки каласа пар-ха, тархасшăн. | |
Вуламасов // 2903.88.4948
2019.05.14 14:20 | |
"Сорокин хăй романĕнче вырăн-вырăн Шолохоран та иртсе кайнă" тесе Турхан хăй те мар пуль-ха, Сорокине хăех çырнă пуль-ха. Турхан ятне лартса кăна янă пуль-ха. Юмах Мишшилле ĕнтĕ. Анчах Трухане хăй ятне лартма ирĕк панă пулсан, мĕн калăн кунта? Тепрехинче Пушкинран та вăйлăрах теесси çеç юлать | |
Базиль Кириллов // 2497.96.0629
2019.05.14 20:10 | |
Турхан фразеологи мӗнне, ӑна мӗнле куҫарамаллине тӗшмӗртеймест: "йытӑ сиивви" тесе куҫарса кам хӑйӗнчен култартӑр? Кунта та мӗнле пуклаккӑн палкать: каллех "мальчик для битья" текен сӑмах явӑнать ун пуҫӗнче, ӑна "патак ачи2 тесе ҫавӑрса каламаллине пӗлмесӗр "чӑмӑрла" куҫарать. Роман куҫарма ӑна мӗнле пуҫпа шаннӑ? Эх, Сорокин,,, Эс хӑв та унран мала кайман... | |
Андриян Григорьев // 2895.07.5494
2019.05.15 22:56 | |
Н. М. Сорокинăн чăвашла куçарнă "Тăлăх арăм минтерĕ" кĕнекине вуламан-ха (пирĕн паталла çитмен), анчах пĕлетĕп, Е. А. Турхан ăна пĕччен куçарман - çумавторĕ пур. Çавăнпа та, хăш йăнăшне хăшĕ тунине пĕлмесĕр, айăплама васкамалла мар... Турханăн чăвашла çырнă хайлавĕсене, "Сувар" хасатра пичетленнисене, çирĕм çул ытла вуласа тăна, "Чĕрĕлĕх шывĕ" романĕнчен тытăнса (уйрăм кĕнекепе вăл тухман). Вырăсла çырнă "Последний эльтебер", "Тайна обелиска" хайлавĕсене нумай çул каялла вуланăччĕ. Чăвашран вырăсла куçарнă Григорий Акташăн "Хасан Туфан и его земляки", вырăсран чăвашла куçарнă Ринат Маннанăн "Герои войны" тата Гавриил Державинăн "Памятник" ятлă сăвă кĕнекисене вуланă. "Герои войны" кĕнекине Юхма Мишши, "Памятник" (нумай пулмасть кăна тухнă) кĕнекине Юрий Сементер пысăк хак панă... |