Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Искусство есть посредник того, чего нельзя высказать.
(И. Гете)
 

Валерий Алексин: Пӗр роман — икӗ тӗрлӗ хак

Валерий Алексин06.05.2019 12:1742181 просмотров

«Сувар» хаҫат ҫумӗнчи литпӗрлешӳ ертӳҫи Евгений Турхан «Сувар» хаҫатра «Пӗр роман — икӗ типографире» рецензи пичетлесе кӑларчӗ. Унта Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» романӗ пирки сӑмах пуҫарнӑ. «Чӑваш халӑх сайтӗнче» пичетленнӗ «Ҫакӑ-и илемлӗ литература?» статьяпа танлаштарсан асӑннӑ кӗнекене пачах урӑх хак панӑ.

«Ҫак кунсенче Шупашкарти икӗ типографире – Чӑваш кӗнеке издательствинче тата «Ҫӗнӗ вӑхӑтра» – пӗр харӑс Николай Сорокинӑн «Тӑлӑх арӑм минтерӗ» ятлӑ «савнисен романне» пичетлесе кӑларчӗҫ. 1000-шер экземплярпа. Халӗ вырӑсла вариантне пичете пама хатӗрлеҫҫӗ. Хусанта пурӑнакан ҫыравҫа пысӑк хак параҫҫӗ».

Тӳрех каласа хӑварар: Чӑваш кӗнеке издательстви типографи мар, пичете хатӗрленӗ кӗнекесене вӑл тӗрлӗ типографине парса пичетлет. Ҫакна Евгений Турхан хӑйӗн «Каганлӑх тӗпренчӗкӗ» кӗнекине уҫса пӑхсан та пӗлме пултарнӑ. Роман тухнӑ кӑна-ха, вулакансен аллине те лекеймен, апла пулин те ӑна пысӑк хак параҫҫӗ иккен. Камсем-ши?

Рецензи авторӗн Евгений Турханӑн хакӗ вара акӑ мӗнле: «Нобель премийӗн лауреачӗн Михаил Шолоховӑн «Лӑпкӑ Дон» романӗнчен пӗрре те кая мар «Тӑлӑх арӑм минтерӗ»: Григорий Мелехов, вӑрҫӑпа юмӑлнӑскер (?), винтовкипе пулльисене (патронӗсене мар-ши? — В.А.) шыва пӑрахса путарать. Кирлӗ мар вӑрҫӑ! Ваҫиле сӑмахӗсем, вӑрҫа хирӗҫ пуҫарса янӑ ӗҫсем тата мӑнаҫлӑрах, сулмаклӑрах. Тӗрӗссипе каласан, Николай Сорокинӑн романӗ хӑй те Шолохов романӗнчен кая мар, вырӑнӗ-вырӑнӗпе вӑйлӑрах та пулӗ».

Акӑ епле иккен. Эппин, кӗҫех Хусан кӑна мар, тӗнче кӗрлесе каять. Шолохов шайӗнче ҫырнӑ роман кашни ҫулах тухмасть. Ҫӗршывра анчах мар, тӗнчере те. Чӑваш литературинче ун пекки пулманччӗ-ха. Апла автора «Чӑваш халӑх писателӗ» хисеплӗ ят кӑна мар, тата та чаплӑрах премисем парса тултарӗҫ. Кӗтсе пӑхар-ха.

«Чӑваш халӑх сайтӗнче» ҫакна пӗр автор «объективлӑха ҫухатнӑ графомансен сӑмахӗ» тесе палӑртнӑччӗ. Питӗ тӗрӗс каланӑ пек туйӑнать. Анчах эпир Турхана, тен, ӑнланса ҫитереймен? Тен, вӑл автортан тӑрӑхламалли аван меслет шутласа тупнӑ? Мухтама мухтать пек, анчах ӑшӗнче ахӑлтатсах кулать. Е пиар тӑвап тесе юриех суя хыпар сарать? Хайхи «фейковые новости» текенни пирки шавлаҫҫӗ-ҫке, ҫак ҫулпа ма каяс мар?

Николай Сорокин хӑй романне «Савнисен романӗ» тесе палӑртнӑ. Пур-ха ун пек жанр, анчах ку кӗнеке пачах урӑх ҫулпа чупать, чат юратуран тӑракан хайлав мар вӑл.

Шел пулин те, йӗркеллӗ аргумент тупса хӳтӗлеме пултарайман рецензент эпир «хурланӑ» романа. Виҫесӗр хӑпартланса ҫырни вара туллиех. Каллех авторӑн (Турханӑн) чӗлхи пирки калама тивет. Тӑван Ҫӗршывшӑн пынӑ Аслӑ Вӑрҫа вӑл «Раҫҫейӗн Аслӑ вӑрҫи» тесе палӑртать. Тӗп героя, Ваҫилене, Сталина хирӗҫ кайма хӑват ҫитернӗ хӗрарӑма, вӑл «ял тӗнчин чури» тесе хаклать. Тепӗртакран «ҫутҫанталӑкӑн уйрӑлми пайӗ» туса хурать. Унтан Рахметов евӗрлӗ ниҫта курман тип пулса тӑрать вӑл: «кашкӑрсем те, шартлама сивӗ те, выҫлӑх та нимӗн те мар уншӑн...»

«Сувар» хаҫата вуланӑ май ҫапла шухӑш та пырса кӗрет: вуланӑ-ши Турхан Сорокин романне? Вуланах пулсан мӗншӗн капла хаклать? Тен, уҫкаласа тухнӑ та рецензи мар, мухтав юрри ҫырса пӑрахнӑ? Анчах кӗнекене В. Александровӑпа пӗрле вырӑсларан вӑл куҫарнӑ-ҫке. Ҫакӑн пекки те пулать иккен пурнӑҫра: вуласса — вуламан, анчах куҫарнӑ.

Хаҫат сотрудникӗсен тимсӗрлӗхӗ пирки те каласа хӑвармалла: «тутлӑ ӗмӗтсем» («сладкие мечты» фразеологи ҫумне ҫыпӑҫса ларнӑ ӗнтӗ куҫараканӑн чӗлхи), «йывӑр вӑхӑтри йывӑрлӑхсене», «манӑн ҫӑвара хупаймӑр» (хуплаймӑр), «...ытарайми сӑнар Ваҫиле пуҫӗнче (асӗнче) роман тӑршшӗпех иртет» тата ытти шӑйрӑксене асӑрхаманни хаҫат шайӗ пирки шутлаттарать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атнер // 4176.90.2625
2019.06.27 08:38
воробьев валера ма кӳренет хӑйне хӑйӗн хушаматчӗпе асӑнсан.чиркӳ ҫыннисем хӑйне пурте воробьев тенине пӗлмест им?
Малай // 3804.25.5490
2019.06.27 09:49
Ытла вĕчĕхскер пуль эс rosov.1944?Чăнахах та пыйтă пекех йăрт-ярт, тин кăна Туркай çине сикеттĕн, халь ман çине сиксе ÿкрĕн.Эп пысăк пыйтă пулма хирĕç мар, пысăк пысăках, солиднăйрах, ун возмощнăçĕсем пысăкрах.Хăвна та кăштах пысăк ăслăрах пулма сĕнетĕп. ЧĂВАШШĂН ЧĂВАШ ПУЛ ЮЛТАШ-ХУРĂНТАШ, КĔВĔÇСЕ-ĂМСАНСА АН АТАШ!
Константин Малышев // 1602.27.1574
2019.06.27 11:18
Мӗншӗн Валери Туркая тапӑнатӑр ун пек, ятсӑр чӑвашсем? Вӑл тӗрӗссине куҫран тӳррӗн калама пултаракан пӗртен пӗр сӑвӑҫ мар-и вара хальхи пӑтранчӑк вӑхӑтра?
Ӑмсанатӑр вӗт. Сисӗнет.
Варык // 1726.84.3785
2019.06.27 18:09
Кам пелет
Варык // 1726.84.3785
2019.06.27 18:12
Воробьев -туркай атнер Хусангай ҫине пустуях сиксе ӳксе статья кӑларнӑшӑн каҫарасшӑн мар пулас чӑваш элити.
Валери Туркай // 1761.7.7084
2019.06.28 15:38
Хӑвна хӑв ан мӗскӗнлет-ха, варӑк, "Туркай" ята пӗчӗклерен ҫырса.
Атнер Хусанкая эпӗ 1978 ҫултанпа пӗлетӗп. Вӑл ЧАССР депутатне тата ЧР президентне суйланнӑ чух эпӗ унӑн ШАННӐ ҪЫННСЕНЧЕН пӗри пулнӑ (удостоверенийӗсем упранаҫҫӗ).
ЭП Атнер ҫине "пустуях сиксе ӳкнӗ"?!
Эс вара , варӑк, тата хӑҫанччен СУЯ ТУРРА пуҫ ҫапса пурӑнасшӑнччӗ?
"ЧӐВАШ ЭЛИТИ"?! Ӑҫта вӑл? Камсенчен тӑрать вӑл?.. Курайманлӑхпа тулнӑ Чындыковпа Юрий Яковлев пеккисенчен-и?
Сан пеккисенчен-и?.. Пуҫу пур пулсан, ШУХӐШЛА!
Валери ТУРКАЙ, Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗн хисеплӗ глажданинӗ. 8-927-855-54-80
Agabazar // 9510.2.9149
2019.06.28 19:28
Agabazar
Константин Малышев,
ху чăнах та "Константин Малышев" иккенне мĕнпе ĕнентерме пултаран???
Agabazar // 9510.2.9149
2019.06.28 19:28
Agabazar
туркай тенине пĕчĕклерен çырнишĕн хăрамалла мар.

атнер тенине те, ав, тепĕр тесен, пĕчĕклеренех çырнă.
2019.06.28 20:07
Акапасар, паян пĕрне пĕчĕк саспаллисенчен çырсан ыравн теприне, ăçта кайса тухăпăр-ши?
Agabazar // 9510.2.9149
2019.06.28 20:13
Agabazar
Аскольд, шăп тăр. Пĕлетпĕр эс камне.

Атнер Хусанкайпа мĕншĕн "çапăçмалла"? Вăл — уйрăм çын. Нимĕнле пысăк е пĕчĕк вырăн та йышăнмасть. Ахаль пенсионер. Кăптармăш чăваш. Пурăнать хăйне май хăйпе хăй йăпанса. Санпа манăн ун патне мĕнле ĕç пулма пултарать???

Страницăсем: 1, ... 6, 7, 8, 9, 10, [11], 12, 13, 14, 15, 16, ... 18

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики