Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Из врагов наших часто следует бояться больше всего самых малых.
(Ж. Лафонтен)
 

Виталий Станьял: Ҫул курки ан парӑр...

Виталий Станьял19.12.2018 18:0917786 просмотров

Иртсе пыракан ҫул Виталий Петрович Станьялшӑн кӑткӑс пулчӗ. Ҫурла уйӑхӗнче шалкӑм (инсульт) ҫапнипе ӑсчахӑмӑр та поэтӑмӑр Шупашкарти васкавлӑ пулӑшу сыватӑшне лекрӗ. Ун чухне ӗҫ-пуҫ мӗнле ҫаврӑнса тухасси те паллӑ марччӗ. Вӗрентекенӗмӗре ҫӑлса хӑварнӑшӑн Турра тата ҫывӑх ҫыннисене мухтав. Станьял пурнӑҫӗшӗн кӗрешнӗ, уншӑн тӑрӑшнӑ, уншӑн кӗлтунӑ, уншӑн пӑшӑрханнӑ ҫынсене пурне те тав.

Кӑшт-кашт самайланнӑ пек пулсанах Виталий Петровичӑн канӑҫсӑр чӗринче ҫак йӗркесем ҫуралнӑ. Йывӑр шухӑшсемпе витерӗннӗ сӑввисене вӑл кӗҫӗн хӗрне — Эрпинесе халалланӑ.

Сыватӑш сӑввисен ярӑмӗпе пӗрле кунта тата икӗ сӑвӑ пичетленет: вӗсенчи шухӑш-кӑмӑл малтанхисемпе пӗр килет.

Кӗҫех Ҫӗнӗ ҫул ҫитет. Унӑн пӗрремӗш кунӗнче Станьялӑмӑр сакӑрвунна каять. Вӑхӑчӗпе саламлӑпӑр-ха. Вӑл пирӗнпе!

Геннадий Дегтярёв

 

***

Пурнӑҫ хӑвачӗ сулчӑланчӗ,

Шевли килет йӑпӑртлӑха.

Пӑлхавлӑ уйрӑлу саманчӗ

Калать пекех: «Таси паха!»

 

Каясчӗ чыслӑ та тирпейлӗ,

Йӑлӑхтармасӑр ҫынсене,

Пӗри ӳксен тепри ҫӗклетӗр

Эпир пуҫланӑ ӗҫсене.

 

***

Сывӑ пул ан тейӗр,

чипер кай ан тейӗр,

ҫулу такӑр пултӑр теес ҫук.

Каяс ҫул пурин те

кун пек чух тап-такӑр,

Леш тӗнче сукмакӗн

ыр-усалӗ ҫук.

 

Сывӑ юлӑр тейӗп

сыхӑ пулӑр тейӗп,

хӑваратӑп хам ӗмӗтсене.

Йышлӑн пайӑрланӑр,

ҫирӗп чӑмӑртанӑр

Ҫӗр ҫине хӗвелӗн

ӑшши килнӗ чух.

 

Кашни ҫын тирпейӗ —

Йӑх-ӑру телейӗ

Эрттелпе пӗрле пурнас пулсан.

Несӗлсен еткерӗ

ӗмӗрех упрантӑр

Ҫамрӑк ӑрӑва

Ыр хӑват сунса.

18, ҫурла, 2018

 

 

***

Ҫул курки ан парӑр, ан чӑрманӑр.

Эпӗ пурнӑҫра хӑна пулман.

Кӗрешӳҫӗ чысӗпе пытарӑр —

Салтак пек каятӑп пурнӑҫран.

 

Ӳкӗт

Ты перенесть меня вели в наш сад...

М. Лермонтов. Мцыри.

 

Ан пытарӑр ҫӳлӗ ту тӑрне,

Тӗпсӗр ҫырмана та ан пӑрахӑр.

Сад пахчи тирпейлӗ тутӑрне

Ман валли халь сарса хунӑ капӑр.

   

Ман юласчӗ хамӑр картарах,

Хамӑр йӑмрасем айнех выртасчӗ,

Тӗнче аслӑ, ҫулӗсем тавра —

Вӗсем пурпӗр ҫакӑнтан тухаҫҫӗ.

   

Виҫрӗм утӑмпа Чӑваш ҫӗрне,

Элчӗ пек ҫӳрерӗм пур ҫӗрте те.

Ял ятне ямарӑм ӗмӗрне,

Эп ӑна тӗнче варне кӗртетӗп.

  

Алтса чикӗр хамӑр пахчарах.

Эп кунтан Чӑваш ҫӗрне куратӑп,

Пит-куҫа ҫӑвап Камчаткӑра,

Алӑ-урана чӳхет мӑн Атӑл.

  

Ан пытарӑр ҫӳлӗ сӑрт ҫине,

Сӑрт айне те ҫавӑрса ан чикӗр.

Чӑваш ҫӗрӗн анлӑ тӗнчине

Хамӑр ялтанах йӗркеллӗ ҫитӗп.

11, авӑн, 2018

 

***

Илсе каймастӑп эп хампа пӗрле

Ҫут тӗнчерен пӗр нимӗн япала та.

Пӗлӳ кӗнекисем ман ҫул-йӗре

Шӑлса тикӗслессе кӑна шанатӑп.

 

Пӗлӳ сентри — чи пысӑк пурлӑх ман,

ӑна эп пухрӑм ӳркенми пӗр вӗҫӗм.

Тен, пулӗ-ха тӗпчевҫӗ урӑхран —

ӑна сыппа килинччӗ манӑн ӗҫӗм.

14, авӑн, 2018

***

Пуян та, чухӑн та пурнать,

Хӗвелшӗн пурте пӗр виҫеллӗ.

Вилӗм ҫитет те хак хурать:

ӑсли-ухмахӗ тӗл килеҫҫӗ.

  

Кама — кермен те мавзолей,

Кама окоп тӗпне чикеҫҫӗ.

Чӑваш ҫыннишӗн пӗр телей:

Этем кушак ҫури мар теҫҫӗ.

  

Мана пытарӑр хамӑрла,

Куҫҫульсӗр, шӑппӑн, нӑйкӑшусӑр.

Тупӑк ҫине ялав кӑшт усӑр —

Ӑна сӑмахсӑр ытаклам.

12, авӑн, 2018

 

***

Мӑн Турӑ — пӗлӗт тӳпинче,

Унтах ҫӳрет хӗвел.

Эпир пурнатпӑр ҫӗр ҫинче,

Ҫӗр айӗнче — эсрел.

Ҫӗр айӗнче — атте-анне,

Унтах мамак-маҫак.

Вӗсем мана, ҫил ачине,

Кӗртеҫҫӗ-и-ха ҫак?

   

«Ҫӳрерӗн те унта-кунта

Ют ҫӗрсенче кӑна,

Ҫитрӗн-им-ха пӳкле кунта?» —

Ыйтассӑн туйӑнать.

   

Ӑҫта кайсан та тӑван кил,

Тӑван ҫӗршыв пӗрре!

Ҫул ҫӳремелӗх панӑ пил

Тухман-ха чӗререн.

   

Хамӑр йыша, хамӑр кӗлле

Нихҫан асран яман.

Турри, шуйттанӗ ман тӗле —

Пӗр картари тӑван.

   

Тӑсас килет те ӗмӗре —

Анчах ят тухрӗ ҫав.

Каяс ҫула — ҫӳлти ҫӗре —

Картлать элек-ҫӑхав.

   

Ҫӗрте те тамӑк, те ҫӑтмах...

Ҫӗр айӗнчех пулам —

Тӑвансемпе пӗрле выртсан

Ҫӑмӑлтарах тӑпрам.

***

Тӗнче суранӗ таврӑнать —

ӑҫта кайса кӗрейтӗр вӑл,

Ӑҫта ҫухалтӑр ҫав иртми суран!

Ҫав выҫлӑх, мӑшкӑл, йӗкӗлтӳ асапӗ —

хура пӗлӗт пекех —

пуҫсем ҫинче тӑрать.

 

Вӑрҫа каймасӑр юлнӑ та — мӗн туччӑр —

тӗнче кӑкне тытакансем пулса

Аннесене хӑратнӑ саккунпа,

Тӑлӑхсене фашист пек мӑшкӑлланӑ,

Чӑтмашкӑн тивнӗ —

фронт валли йӑлтах!

   

Ҫав йӗксӗк ачисем кайран, элек сарса,

ӗмӗрӗпех тӑлӑхсене таптарӗҫ.

Чеен, каварлӑн, вӑрттӑн та кӑран!

Вӗсем, иккен, ҫӗршывӑн чыс хуралӗ,

Эпир, иккен, килти хура тӑшман.

Ҫапла вӑл ҫӗленсен каварӗ.

    

Ҫук, тӑранмасть чыса пӗлмен тӑшман!

Вӗреҫӗлен пек явӑнать ҫӳлте вӑл,

Наркӑмӑшпа сапать пире хыҫран,

Ачасене те амантса хӑварчӗ.

Суя сӑмахсемпе куҫран вӑлтать —

Эпир айваннӑн ӗненсе шанатпӑр.

 

Сӑяннӑ куҫ та уҫӑлӗ ҫапах.

Пин хут ылхан ҫӗре ӳксе ҫухалмӗ.

Укҫашӑн та пуянлӑхшӑн кӑна

Ачасене макӑртакан кӑкланӗ.

Тӑванлӑх, танлӑх, тӳрӗлӗх пуртан

Этем тӗрӗслӗхе шанма пӑрахмӗ.

 

***

Ӗмӗр иртет те кун юлать иккен...

Куҫсем сӳнсен кунӗ ӑҫтан юлайтӑр?

Нихҫан та ӗмӗр тӑсӑлмасть икке,

Ӗҫленӗ ӗҫ кӑна хыҫран юлать-тӑр.

 

Ҫӳретпӗр яш чухне тӗпӗртетсе,

Юлан ҫинчен ӳкме те хӑраман пек.

Сисместпӗр те — пырать хыҫран тӗртсе

Тем те пӗрпе тултарнӑ ҫул хурманӗ.

 

Илсе пӑрах хыҫри кутамккуна,

Яш чухнехи пек ярӑнса утсамччӗ!

...Ӗмӗр килет курса юлма кӑна,

Мӗн тунине телей шутне хурсамччӗ!

 

***

Геннадий Дегтярёва

 

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ,

Каллех эп лекрӗм аякка.

Кунти тӗнче хастар та сывӑ,

Кил-ҫурт таса, тум-тир яка...

    

Килте мӗнле? Сывах-и халӑх?

Мӗнле сывлать ялпа хула?

Тӳре-шара мӗнли вӑл паллӑ,

Вӑл ӗмӗрех ҫапла юлать...

   

Чӑтатпӑр. Чӑтмалли нумай-ха.

Ӗҫлесчӗ. Ӗҫлесси пайтах.

Кӗрешмелли те пур ку майӑн,

Кӗрешӳре те пур пайта!

 

Ҫӗршывӑмҫӑм, Чӑваш Ҫӗршывӗ!

Те эс манра, те эп санра...

Кун-ҫулӑм иртӗ, вӑхӑт шӑвӗ —

Пире эс упрӑн ытамрах!

 

ХУРАВ*

Чӑваш чӗлхи пӗтсен тӑпрам ҫине

Вӗлтрен шӑтни шӑпах сӑваплӑ пулӗ:

Ӗҫленӗ ӗҫӗм ӳкрӗ кӗл ҫине,

Пуҫӑм ҫине пӑрахрӗҫ мӑшкӑл чулӗ.

    

Камсем пӑрахрӗҫ. Хамӑн пӗлӗшсем,

Хамах чунтан вӗрентнӗ йӑкӑл-якӑл,

Укҫашӑн та мухтавшӑн кӗрӗшсе

Пылчӑк ӑшне хӑварчӗ хӑй ӗҫне вӑл!

 

Чӗлхемӗрччен пӗтеҫҫӗ хӑйсемех —

Сутӑнчӑксен пысӑках мар-ха хакӗ.

Шалчи тулать пӗрех элекҫӗсен —

Йӑх-яхсене хуҫийӗ хӑй тасатӗ.

   

Патша тарҫи те мӗскӗн ҫын — чура,

Сутать хӑй амӑшне те вӑтанмасӑр!

Сире сирсе, хаяр ҫапӑҫура

Пуҫа хуратӑп каялла чакмасӑр.

     

Халӑх пӗтсен кӑна чӗлхе пӗтет.

Чӗлхемӗре таптаймӗ йӗксӗк ҫарӗ.

...Антив, мана вӗлтрен кӑна витет,

Сире вара халех ылхан хупларӗ!

 

Тата мӗн кирлӗ?

Микула Аҫтахара

 

Умра йӑлтах! Тӗнчен реххет мӗн чухлӗ!

Чечеклӗ улӑх, тӑвайкки те сывлӑм,

Хӗвел ҫути те уйӑх йӑлтӑркки,

Умра чупать хӳреллӗ Пӑлтӑркки,

Каҫ сӗмӗнче вылять Хуркайӑк ҫулӗ,

Рехмет сана, юратнӑ ман ҫӗршывӑм!

     

— Тата мӗн кирлӗ? Мӗн пӑшӑрханатӑн?

— Ҫӗре-шыва вайӑклама шутланӑ,

Чӗлхе ҫине сурать тӳре-шара!

Сирме шутлатӑп нӗрсӗр типшара,

Асаттесен пилне татса калатӑп:

Ҫын хыҫҫӑн каякан шывра путланнӑ!

   

Хӑй ӑсӗпех пурнать-ха савнӑ халӑх,

Мана та ҫав рете, ҫӗршывӑм, йышӑн,

Вӗсем тӑван ҫӗре сутса илмеҫҫӗ,

Чӗлхе ҫине тӑлаварри витмеҫҫӗ,

Умра йӑлтах — иртни, хальхи, малашлӑх,

Мухтав сана, пуҫа усман ял-йышӑм!

____________________________________

* Чӑваш вӗрентекенӗсен пӗр ушкӑнӗ «Хыпар» хаҫатра (2014 ҫ. нарӑсӑн 20-мӗшӗ) Виталий Петрович Станьяла хирӗҫле статья кӑларнӑ хыҫҫӑн ҫуралнӑ сӑвӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Станьял // 1668.70.6811
2018.12.31 17:10
Хаклӑ ҫыннӑм Владимир Иванович Изачак! Куҫарусемшӗн чӗререн тав тӑватӑп.
Сана тата вулакансене хастар пулнӑшӑн, Аҫтахар Микулипе Тикӗт Хуначине сӑвӑсене сайта лартнӑшӑн. Акапасарпа Армутие сӑнаса тӑнӑшӑн ырӑ сунатӑп, ҫӗнӗ ҫулта виличчен пӗр кун сиктемесӗр пурӑнма сӑмах паратӑп.
Маттур пулар, чӑваш пулсах юлар!
Тимĕр Акташ // 3936.76.6861
2019.01.01 15:37
Çуралнă кун ячĕпе саламлатпăр сире, хисеплĕ Виталий Петрович! Ырлăх-сывлăх, вăрăм кунçул сунатпăр!
"Çул курки ан парăр" поэзи ярăмне Чăваш литературин Антологийĕне кĕртмелле. Пĕлтерĕшлĕ. Тивĕçлĕ.
Вырăсла куçарнă та аван.
Agabazar // 3416.1.5664
2019.01.02 17:37
Agabazar
Акапасарпа Армутие сӑнаса тӑнӑшӑн ырӑ сунатӑп,
Тавтапуç.
ҫӗнӗ ҫулта виличчен пӗр кун сиктемесӗр пурӑнма сӑмах паратӑп.
Куншăн та тавтапуç. Тĕрĕссипе, пирĕн пурин те май килнĕ таран нумайрах пурăнма тăрăшмалла. Çĕнĕ çулта та, татах та леререхри ытти çулсенче те пурăнма тăрăшар. Мĕн виличченех!
олежек // 2609.79.5607
2019.01.03 15:30
Виталий Петрович СТАНЬЯЛА халĕ те пулин - кая юлнă пулин те - çуралнă кунĕ ячĕпе саламлас тетĕп. Лучше поздно, чем никогда. Малаллах тăваллах талпăнма çÿлти турă хăват патăрччĕ сана. "Элчелĕм çитрĕ..." (П.Хусанкай) тесе калама тăхтар-ха. Сирĕн вĕренекенĕрсем хушшинче Сирĕн шухăшăр екки-юххипе килĕшекен вĕрентекенсем те сахалах мар, çителĕклех пулни çинчен пĕлни сире умăрти йывăрлăхăрсене çĕнтерсе пымалли МЕХЕЛ вырăнне пултăрччĕ. ÇИРĔП СЫВЛĂХ ПУЛТĂР, Виталий Петрович!
Неит // 3432.77.0853
2019.01.06 16:32
пĕтĕмпех вулама лайăх!
не Владимир // 2427.55.5440
2019.01.08 20:06
Предлагаю Изачаку переводить еще одно оставшееся стихотворение Станьяла "Сывă пул ан тейĕр". Нельзя ли так начать?

***

Не скажи: "До встречи!",
Н сули беспечи,
Не желай счастливого пути.
Прри таком прощанье
Путь у всех известен:
Ни добро, ни злоба
Не помеха в мир иной уйти.
2019.01.09 17:28
Владимир Изачак
Прошу прощения, пропустил...

Сывӑ пул ан тейӗр,
чипер кай ан тейӗр,
ҫулу такӑр пултӑр теес ҫук.
Каяс ҫул пурин те
кун пек чух тап-такӑр,
Леш тӗнче сукмакӗн
ыр-усалӗ ҫук....

перевод:

«Будь здоров» не к месту,
«В добрый путь» не к месту...,
Не сулите торного пути;
«Там», для всех дорога,
Прямо от порога –
Ей характеристик не найти.

Всем вам без присловья
Я хочу здоровья –
Как Наказ, оставлю я мечты.
Будьте все едины,
Вместе неделимы,
Солнце пока светит с высоты.

Если все причастны –
Племя-роду счастье:
Значит, легче будет вам прожить.
Значит у народа,
К продолженью рода,
Силы есть и тем бы дорожить.





не Владимир // 2706.14.9803
2019.01.09 20:50
Браво! Молодец, Изачак! Перевести еще несколько стихов Станьяла и готова книга на русском!
Станьял // 2174.53.5099
2019.01.10 21:45
Дорогой Владимир Николаев=Изачак! Сегодня на Совете чувашских старейшин библиотекарь Шăпчăкпи мне вручила вашу новую книгу "Последний сборник" с вашими дарственными словами. Благодарю! Уже стучится в издательство "Последующий сборник" переводов. Все равно осилим!
Неожиданно высокий интерес к этой странице стихов, полагаю, получилось благодаря вашему вниманию. Закрывая её, приношу искреннюю признательность вам и всем читателям Чувашского народного сайта, его хозяину Астахару Плотникову
и нашему общему другу Генн.Дегтярёву.
Станьял // 1054.01.2241
2019.06.15 12:06
В.И.Ачакран! Врач-писатель Николай Григорьев для книги просит твоих других переводов моих стихов.
Откликнись, прошу, В .Ст.

Страницăсем: 1, 2, 3, 4, 5

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики