Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Опытом люди называют свои ошибки.
(Оскар Уайльд)
 

Agabazar: Охатер Томеев тата Елизавета Петровна патша

Agabazar18.05.2017 12:366306 просмотров

Сасартӑк XVIII ӗмӗрти пӗрлӗх тата политика ӗҫлевҫин ячӗ, Охатер Томеев, темшӗн-ҫке, хӑшӗсене хирӗҫтерме пуҫларӗ. Ҫавна май ҫак ҫын Елизавета Петровна патша патне яма хатӗрленӗ ҫырӑвӑн чӑвашла куҫарӑвӗпе паллаштарас кӑмӑл ҫуралчӗ.

Елизавета Петровна майра патша сӑнӗ.

Идеализациленӗ парадла портрет. Шарль ван Лоо ӳнерҫӗ ӗҫӗ.

Тӗне вӑйпа ан кӗртчӗр

Хусан кӗпӗрнинчи Сӗве провинцине кӗрекен Шупашкар уесӗнче пурнакан мӗнпур чӑваш хушнипе Питтукасси чӑвашӗ Охатер Томеев Сирӗн Император Хисеплӗхӗнчен Елизавета Петровнаран ҫаксене ыйтать.

Сӗвери крешшӗн кантурӗ те, ытти те, тӗрлӗ тӳре-шара та пире виҫесӗр кӳрентерни тата юра ертни ҫинчен тӗплӗн ҫырса кӑтартма май та ҫук. Ҫавӑнпа та мана, маларах ятӑма асӑннӑскере, православи тӗнне кунтах, Мускаврах, кӗртме тата Шупашкар уесӗнчи мӗнпур чӑваша — вӗсем вара аллӑ пинтен кая мар — тӗне кӗртесси ҫинчен Хӑвӑрӑн Император Хисеплӗхӗрӗн Указне Сӗвери крешшӗн кантурӗ урлӑ мар, уйрӑммӑн яма хушӑсӑрччӗ. Мана вара килӗме ярӑсӑрччӗ, манпа пӗрле килӗмрисемпе тӑванӑмсене те, Шупашкар уесӗнчи мӗнпур чӑваша тӗне кӗртме, ҫавӑнпа пӗрлех Хӑвӑрӑн Император Хисеплӗхӗрен пирӗнтен илекен хырӑҫа йӗркеллӗн пухма тата пире тӗрлӗ кӳрентерекенсенчен хӳтӗлеме Мускавра пурӑнакан Григорий Вихарева та ярӑсӑрччӗ. Приказ ӗҫӗнче унӑн алли ҫавӑрӑнать, хӑй те ӗҫе алхапӑл, тӳре ӗҫне пултарать. Пирӗн патӑрта крешшӗн ӗҫӗсене туса пыма вара Хусан кӗпӗрнин канццелярҫине Илья Бельские лартӑсӑрччӗ, мӗншӗн тесен вӑл чӑваш чӗлхине пит аван пӗлет. Чӑвашсене тӗне кӗртес ӗҫе мана та хутшӑнтарӑсӑрччӗ: эпӗ вырӑс чӗлхине чылайранпа пӗлетӗп; тӑван чӗлхе урлӑ вара тӗне кӗме килӗшекенсене Христос тӗнӗн йӑлисене тӗрӗсрех уяса пурӑнма вӗрентейӗп, тӗне кӗресшӗн пулманнисене ӑшӑ сӑмахпа ҫавӑрса ӳкӗте кӗртсе ҫавӑрма пултарайӑп.

Уесри чӑваш ялӗсенче ӑнӑҫлӑ вырӑн суйласа виҫӗ чиркӳ лартма хушӑсӑрччӗ: Сирӗн Император Хисеплӗхӗрӗн Пирӗштисен ячӗпе, Патша ывӑлӗ Пётр Фёдорович ячӗпе тата Христос чӗрӗлнӗ ятпа; крешшӗн чӑвашсене кирлӗ вӑхӑтра мӑнастирсене вырнаҫтарма ирӗк парӑсӑрччӗ...

Тӗне кӗртме тата ытти маларах асӑннӑ ӗҫсене тума хушса, Сирӗн император Хисеплӗхӗрен Указне кӑларӑсӑрччӗ. Сӗвери крешшӗн кантурне вара Шупашкар уесӗнчи чӑвашсене ӳлӗмрен тӗне вӑйпа кӗртме чарма хушӑсӑрччӗ.

Охатер ТОМЕЕВ.

1744, утӑ уйӑхӗ,

Мускав.

 

Вӑт ҫакнашкал документ. Вырӑсларан ӑна В.Г.Родионов куҫарнӑ. Пӗтӗмпех-ши е кӗскетсе кӑна-ши, — ҫакӑ паллӑ мар. Куҫару хӑй вӑхӑтӗнче "Хыпар" хаҫатра ( 1991, чӳк, 13) пичетленсе тухнӑ. Хаҫатӑн ҫав номерӗнчех "Охатер Томеев" ятлӑ статья та пур. Ӑна кам ҫырни паллӑ мар. Хаҫатӑн асӑннӑ номерӗн тиражӗ — 58 800 экземпляр.

Ку ҫыру оригинал чӗлхипе вырӑсла пичетленсе тухнӑ-ши — ҫакна эпӗ каллех пӗлместӗп. Тен В.Д.Димитриевӑн паллӑ статйинче ("Охадер Томеев — чувашский общественно-политический деятель второй четверти XVIII века", Чебоксары, 1991) пур пулӗ.

Мӗн тума ыйтать-ха Охатер Томеев? Ҫавсене пӗрерӗн-пӗрерӗн уйӑрса илсе палӑртар

1) Тӳре-шара хӑйсене виҫесӗр кӳрентерни тата чухӑна хӑварни пирки пӗлтерет.

2) Охатер Томеев хӑйне Мускавра тӗне кӗртме ыйтать.

3) Шупашкар уесӗнчи чӑвашсене тӗне кӗртес Указа Сӗвери кантурсене мар, тӳреммӗн ямалла тет.

4) Томеев хайӗн килйышӗсемпе ытти тӑванӗсем те тӗне кӗме хатӗррине систерет.

5) Шупашкар уесӗнчи чӑвашсене тӗне кӗртмешкен Мускавра пурнакан темӗнле Григорий Вихарева яма ыйтать.

6) Тӗне кӗртес ӗҫ тӗлӗшпе явапли пулса Хусан кӗпӗрнин канццелярҫине чӑвашла пӗлекен Илья Бельские лартма ыйтать.

7) Шупашкар уесӗнчи чӑвашсене тӗне кӗртнӗ ҫӗре хӑйне те — Охатер Томеева — хутшӑнтарма ыйтать.

8) Шупашкар уесӗнче виҫӗ чиркӳ туса лартма ыйтать.

9) Крешшӗн чӑвашсене мӑнастирсене вырнаҫтарма ирӗк пама ыйтать.

10) Хӑй асӑнса тухнӑ ӗҫсемпе ыйтусене тивӗҫтермешкӗн патшан ятарлӑ Указӗ кирлине палӑртать.

11) Вӑйпа (ирӗксӗр) тӗне кӗртессине чарса лартмалла, ҫавна патша Указӗнче те пусарсах палӑртмалла тесе шутлать Охатер Томеев.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики