Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +4.3 °C
Она пустила в оборот все, даже смерть своего отца.
(О. Бальзак)
 

Софья Савнеш: Аптекӑра фанфурик сутма юрамасть, ялта вара ярӑнтараҫҫӗ кӑна

Софья Савнеш23.04.2017 21:315300 просмотров

Хамӑр ялти Илюш (ҫынсем ӑна ҫапла чӗнеҫҫӗ) пульницӑра реанимацире темиҫе кун выртнине пӗлсен тӗлӗнтӗм. Вӑл пурнӑҫпа вилӗм хушшинче пулнӑ. Телее, вӑл пӗтӗм вӑйне пухса вилӗме парӑнтарнӑ. Тивӗҫлӗ канӑва тухнӑ арҫын реанимацие мӗнле лекнӗ-ха?

Ялта чылайӑшӗ эрех авӑрне путнине тепӗр хутчен калама та кирлӗ мар пулӗ. Илья та шӑпах ҫак шӗвеке пула пульницӑна лекнӗ. Лавккари эрехе е сӑмакун ӗҫмен вӑл. Пирӗн ялта фанфурик сутаҫҫӗ-мӗн! Тӗлӗнмелле… Ара, юлашки вӑхӑтра фанфурика аптекӑсенче те вӑхӑтлӑх сутма чарчӗҫ вӗт. Ялта вара ярӑнтараҫҫӗ кӑна.

Фанфурика ялти ҫамрӑк арҫын сутать иккен. Хӑй эрех ӗҫмест. Тӗрӗсрех каласан, кодировка тунӑ вӑл, ҫавӑнтанпа черкке алла тытмасть. Ҫакнашкал сас-хура сӳрет ялта.

Ялти арҫынсем фанфурик туянма хутлаҫҫӗ кӑна. Лешӗ пӗчӗк кӗленчери «хаяр» шӗвеке таҫтан кӳрсе килет те сутать. Унӑн ҫакнашкал «бизнес» иккен. Хӑй ниҫта та ӗҫлемест. Тепӗр тесен, вӑй питти ҫак арҫын нихӑҫан та, ниҫта та тӑрӑшман. Хӑшӗ-пӗри хӑть аякри хулана шапаша кайса укҫа ӗҫлесе илет. Ку вара хӑнк та тумасть, ниҫталла та тапранмасть. Вӑл укҫа тумалли ҫӑмӑл меслет шыраса тупнӑ.

Ҫак арҫын фанфурик сутнине ялта пурте тенӗ пекех пӗлеҫҫӗ. Вӑл ҫынсене «усал» шӗвек ӗҫтерсе сывлӑхне сиен кӳрет вӗт, ку пурнӑҫшӑн хӑрушлӑх кӑларса тӑратать. Ҫакна пурте лайӑх ӑнкараҫҫӗ пулин те участковӑя никам та пӗлтерме шухӑшламасть-ха.

Юлашки вӑхӑтра фанфурикпа правительство, Раҫҫей шайӗнче кӗрешеҫҫӗ, халӗ ку шӗвеке аптекӑра та пули-пулми туянаймӑн. Тепӗр тесен, хӑш-пӗр аптека ҫак чарӑва пӑхмасть, ӗҫкӗҫсене пур-пӗрех фанфурик сутать. Анчах фанфурика аптекӑсенче ҫеҫ сутма чарни ҫителӗксӗр. Ялсенче те ку тӗлӗшпе тимлӗхе ҫухатмалла мар. Уйрӑмах – участковӑйсен. Вӗсен ялсене тухсах ҫӳремелле, фанфурик сутакансене тупса палӑртмалла, вӗсене тивӗҫлипе явап тыттармалла. Унсӑрӑн ҫынсем эрехе пула пуҫне ҫийӗҫ…

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики