Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Сердитый человек всегда полон яда.
(Конфуций)
 

Лидия Афанасьева: Хамӑра хамӑр хӗрхенмесен, пире кам хӗрхенӗ?

Лидия Афанасьева21.04.2017 11:105370 просмотровИзменить Удалить

Чылай вӑхӑт хушши эпӗ ҫынсен сывлӑхӗпе интересленетӗп. Ку тӗлӗшпе информаци самаях пуҫтартӑм.

Мӗн тӗлӗнтерет-ха?

Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каяллахи саманапа танлаштарсассӑн, хальхи вӑхӑтра ҫынсем хытӑрах чирлемеҫҫӗ-ши? Унччен шкулсенче сусӑр ачасем сахалччӗ пулас е ҫукпа пӗрехчӗ пуль, халӗ инвалид ачасем самайӑнах пулас. Вӑтӑр-хӗрӗх ҫул каялла ӑс-тӑн чирӗпе аптракансем, ура сӗтӗрсе ҫӳрекенсем, инсультлӑ ҫынсем вӑрҫӑ ветеранӗсем, тыл ӗҫченӗсем хушшинче, питӗ ватӑ ҫынсем хушшинче, эрех ӗҫме кӑмӑллакан ҫынсем хушшинче те сахаллӑнччӗ пулас.

Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх (ача пахчисенче, шкулсенче ӗҫлекенсем сӑнанӑ тӑрӑх), ача пахчисенче тата шкулсенче чирлӗрех ачасен йышӗ иртнӗ ӗмӗрти 90-мӗш ҫулсенче ӳсме пуҫланӑ. Хӑшпӗр ҫынсем сӑнанӑ тӑрӑх, хальхи вӑхӑтра пуҫ тӗлӗшӗнчен аптранӑ ҫынсем пайтах пулас: инсультлисем, йӗркесӗртерех психикӑллисем, виҫеймесӗр ҫӳлтен ӳкнисем. «Ҫав ҫын самаях хаяр», — тенине те илтме пулать. «Ҫав ҫын темшӗн ҫакӑнса вилчӗ», — тенине пайтах илтнӗ. Ма ҫапла-ши? Сӑлтавӗ мӗнре-ши?

«Шупашкарта уксахлакан ҫынсем пайтах-шим?» — тесе аякран килнӗ пӗр сиплевҫӗ тӗлӗнме пултарнӑ иккен.

Ҫавӑн пек сусӑрлӑхсен, инкексен сӑлтавӗ мӗнре-ши: «куҫсен шалти пайӗсем ҫӗреҫҫӗ, катаракта та пур»; «йывар инсульт хыҫҫӑн темле тӑнкӑлтаттарса утать»; «ӑсӗ-тӑнӗ йӗркеллех пулманнипе вӑл ҫын ҫухалма пултарнӑ, ӑна тупайман»; «урине сӗтӗрсе ҫӳренӗ, темиҫе инсульт хыҫҫӑн вилнӗ».

Пӗр 30–40 ҫул каялла ҫеҫ ҫынсен асапӗсем кунашкалах марччӗ пуль. Мӗнле сӑлтавсене пула сусӑр ачасем тертленеҫҫӗ-ши тата ватӑраххисем хушшинче ма ҫапла асапланакансем пур?

Ку ыйтусем тӗлӗшпе пысӑк шайлӑ тухтӑрсем, ӑслӑлӑх ҫыннисем, влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем пысӑк тимлӗхпе ӗҫлесе халӑха кирлӗ пӗтӗмлетӳсем тусан аванччӗ пуль.

 

Лидия Афанасьева

17.04.2017

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики