Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +20.3 °C
Знание умножает скорбь, седину и морщины.
(Мавпа)
 

Софья Савнеш: Ҫара каяс мар тесе суя справка пичетлеҫҫӗ, чир шухӑшласа тупаҫҫӗ...

Софья Савнеш23.10.2016 20:565808 просмотров

Юпа уйӑхӗн 1-мӗшӗнче кӗрхи призыв пуҫланчӗ. Вӑл раштав уйӑхӗн 31-мӗшӗччен тӑсӑлӗ. Ҫак тапхӑрта Чӑваш Енрен Раҫҫейӗн хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсене 1552 ҫамрӑк кайӗ. Ку, ҫуркуннехи призывпа танлаштарсан, кӑштах нумайрах. Ун чухне 1460 каччӑ салтак аттине тӑхӑннӑ.

Яланхи пекех пирӗн республикӑри чи маттур 10 яш Президент полкне лекӗ. Пӗлтӗр унта кайнӑ 10 салтака савӑнӑҫлӑн кӗтсе илӗҫ.

Шел те, пӗлтӗрхипе танлаштарсан, кӑҫалхи призывниксен сывлӑхӗн кӑтартӑвӗ япӑхланнӑ. Пӗлтӗр призывниксен 72,6 проценчӗ ҫара юрӑхлӑ пулнӑ тӑк кӑҫал – 69,5 процент ҫеҫ. Ҫамрӑксем ытларах юн ҫаврӑнӑшӗн, нерв, шӑмӑпа мышца чирӗсемпе нушаланаҫҫӗ.

Кашни призыврах ҫартан тарса ҫӳрекен яшсем пур. Юлашки ҫулсенче ку енӗпе лару-тӑру лайӑх енне улшӑнни савӑнтарать. Кӑҫалхи ҫуркуннехи призывра 13 каччӑ салтака каяс мар тесе тарса ҫӳренӗ. Вӗсем пур-пӗрех йӗрке хуралҫисен аллине лекнӗ.

Аса илтерер: РФ Конституцийӗн 59-мӗш стайтипе килӗшӳллӗн, Раҫҫей гражданинӗн ҫӗршыв умӗнчи тивӗҫе пурнӑҫламалла. Тарса ҫӳрекенсен пуҫиле майпа явап тытма тивет. Вӗсене 200 пин тенкӗ штраф тӳлеттерме, 2 ҫул таран ӗҫлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ. Явап тыттарни ҫамрӑка салтак тивӗҫне пурнӑҫлассинчен хӑтармасть. Унӑн пур-пӗрех ҫара кайма тивӗ.

Шел те, хӑш-пӗр яш ҫакна ӑнланмасть. Кӑҫал ҫулталӑк пуҫланнӑранпа 9 ҫамрӑк тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ (2015 ҫулта – 7 тӗслӗх). Кӑҫал Канашри (2), Шупашкарти (1), Йӗпреҫ, Канаш, Сӗнтӗрвӑрри, Етӗрне районӗсенчи (1-ер), Тӑвай районӗнчи (2) яш явап тытнӑ.

Кӑҫал Канаш районӗнчи Ҫӗнӗ Ачча ялӗнче пурӑнакан 20 ҫулти каччӑ суд тенкелӗ ҫине ларнӑ. Вӑл ҫара каяс мар тесе 1,5 ҫул тарса ҫӳренӗ. Комисси вӑл ҫара юрӑхлӑ тесе йышӑннӑ. Анчах ҫакна вӑл хӑлхана чикмен: 2014 ҫулхи кӑрлач уйӑхӗнчен пуҫласа пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗччен повестка илсен ҫар комиссариатне тӑватӑ хутчен килмен. Суд ӑна айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Каччӑ 30 пин тенкӗ штраф тӳленӗ.

Ку темиҫе ҫул каяллах пулнӑ. Патӑрьел районӗнчи Туҫа ялӗнче пурӑнакан 25 ҫулти каччӑ суд умӗнче явап тытнӑ. Вӑл ҫара каясран тарса ҫӳренӗшӗн 20 пин тенкӗ штраф тӳленӗ. 2010 ҫулхи ҫурлара тата 2012 ҫулхи авӑн тата чӳк уйӑхӗсенче вӑл повестка илсен ҫар комиссариатне пыман. Сӑлтавне ӑнлантарнӑ вӑл: 2010 ҫулта суд тӑрӑх ҫӳренӗ, 2012 ҫулта вара Мускавра адвокатпа тӗл пулнӑ имӗш. Иккӗмӗшӗнчен, ҫар комиссариатне чӗннӗ чухне вӑл чирленӗ имӗш. Ҫакна ӗнентерес тесе справка та кӑтартнӑ. Следовательсем пульницӑна тӗрӗсленӗ те суя тӑрӑ шыв ҫине тухнӑ: вӗсем патне кунашкал пациент пыман. Каччӑ тинех чӑннине каланӑ: справкӑсене вӑл тӗслӗ принтерпа пичетленӗ-мӗн.

Ҫапла, темӗн хӑтланакан та пур. Ҫара каяс мар тесе ҫамрӑксем тӗрлӗ чир-чӗр шухӑшласа кӑлараҫҫӗ: эмел ӗҫсе юн пусӑмне хӑпартаҫҫӗ, ҫурӑм шӑмми кукӑр тесе темӗн те пӗр хӑтланаҫҫӗ. Анчах ҫакна чухлаҫҫӗ-ши вӗсем: суя яланах тӑрӑ шыв ҫине тухать.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики