Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 +0.3 °C
Женщины скорее могут преодолеть свою страсть, чем свое кокетство.
(Ф.Ларошфуко)
 

Agabazar: Татах «чӑваш» этноним пирки

Agabazar21.12.2015 09:276095 просмотров

<<Мари чӗлхинчи суас (сӳ'ӓ'с, ш'́'ӓ'ш'́', 'с'ӓ'с) этноним — чӑваш чӗлхинчен илнӗскер. Ҫак мари этнонимӗн диалектла формисем куҫкӗрет унӑн кивӗ янравне кӑтартаҫҫӗ: ҫӑваҫ "язычник" — авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йагъычи «жертвоприноситель», йагъ- «приносить жертву». Ку сӑмаха авалхи тӗрӗк чӗлхинчи йогъчи («участник поминального обряда, плакальщик», йогь «поминальный обряд») сӑмахпа пӑтраштарма кирлӗ мар, унтан чӑваш чӗлхинчи ҫӑва «могила» сӑмах пырать.

Ылтӑн Урта тапхӑрӗнче Вӑтам Атӑл тӑрӑхне этнос тата чӗлхе тӗлӗшӗнчен ула-чӑла халӑх килсе тулнӑ (монголсем, тӗрӗк-кыпчаксем, тӗрӗк-огузсем, иран чӗлхиллӗ перссем тата таджиксем, армянсем, славянсем, финн-угорсем ...), вӗсенчен ытларах пайӗ исламланнӑ. Вырӑнти яллӑ тӗлсенчи пӑлхар-чӑваш халӑхӗ, традицилле ыр-хаяр ӗненӗвӗсене тытса пыраканскер, хӑйне ҫӑваҫ тенӗ.

— Егоров Н. И. Примечания. // Хрестоматия по культуре Чувашского края: дореволюционный период. — Чебоксары: Чуваш. кн. изд-во, 2001. — С. 136.>>

Мӗнре-ха Н.И.Егоров тата Акапасар хушшинчи уйрӑмлӑх ку тӗлӗшпе? Калас пулать, нимле уйрӑмлӑх та ҫук. Акапасар велосипед шутласа кӑларман. Шутласа кӑларас шучӗ те ҫук. Пурте, тӗпрен илсен Николай Иванович Егоров йӗрӗпех пырать. Ҫапах та кӑштах нюанссем пур.

Куратӑр ӗнтӗ, хисеплӗ профессорӑн тахҫан авалхи вӑхӑтсенченех йӗрлесе пырас туртӑм пур. Леш хай авалхи тӗрӗксен "йагъ- " сӑмахне аса илет. Тата — "йогъычи"... (Кунта вара урӑх тымар имӗш).

Мӗн калама пулать-ха кун пирки? "Ҫу-" (мыть, стирать) текен глаголпа ҫыхӑннӑ-ши асӑннӑ сӑмахсем? Ну, иккӗшех мар ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшӗ те пулин? Шутсӑр пысӑк спец мар пирки эп ҫакӑн пирки тӳрех калаймӑп. Паллах, тӗрлӗрен этимологи сӑмахсарӗсене пӑхса тӗрӗслеме пулать. "Ҫӑваҫ" сӑмах XIV-XV ӗмӗрсенче йӗркеленсе кайнӑ. Вӑл вӑхӑтсенче "ҫу-" глаголӑн Н.И.Егоров асӑнакан семантикӑллӑ сӗмӗсем те пулма пултарнӑ. Йӗрленессе те вӑл авалхи тӗрӗк чӗлхинчи хайхи прототипранах-и, тен, пырать. Анчах та ку, пытармасӑр каласан, шутсӑр пысӑк пӗлтерӗшлех мар. Кунта логикӑна пӑсма пултаракан самантсем ҫук. Тепӗр хут каласан ытлашши пулмӗ: XIV-XV ӗмӗрсенче "ҫу-" евӗрлӗ илтӗнекен сӑмахӑн хальхи (паянхи) чӗлхере ҫук пӗлтерӗшсем те пулнах теме май пур. Хуть те мӗнле пулсан та, "ҫӑваҫ" сӑмах авалхи тӗрӗк тапхӑрӗнче мар йӗркеленсе кайнӑ. Тымарӗ ҫавӑнтанах пырать пулин те...

Леш кӗнекери пек "ӑслӑ" сӑмахсене вуласан урамра ҫӳрекен ахаль ҫын мӗн шутлама пултарать-ха? Аха, тейӗ, ку "йагъ-" сӑмахран тухса кайнӑ иккен-ха. Чӑннипе вара XIV-XV ӗмӗрсенче унашкал сӑмах пулман чӑваш чӗлхинче. Ӑславҫӑ кунта тахҫанхи тымарсене ҫеҫ палӑртать. Ҫавӑнпа та кашнийӗн ҫавнашкал капкӑна ҫакланасран хытӑ сыхланмалла.

Тата ҫакна та каласа хӑвармаллах. Кунта цитаталанакан кӗнеке 2001-мӗш ҫулта пичетленсе тухнӑ. Тӗрӗссипе вара Н.И.Егоров асӑннӑ ыйтусемпе хӑйӗн шухӑшӗсене унран маларах та каланӑ. Вӑл шутра — пичетре те. Куратпӑр ӗнтӗ, вӑл та ПАЯНХИ "ҫӑва" тенине "ҫӑваҫ" сӑмахпа тӳреммӗн ҫыхӑнтарассинчен аякра тӑрать. Ҫыхӑну пур, анчах та вӑл тӳррӗн мар, айккинчен, "хӑяккӑн" пыраканскер. Эппин, Николай Ивановича та, Акапасара та хайхи "кладбище" тенипе вӗҫӗмсӗр сӑмсаран чышма кирлӗ мар. Ку та кашнинех кӗтсе тӑма пултаракан капкӑн.

Лингвофорумри юнашарла тенӗ пек пыракан темӑна сӑнама та сӗнетӗп кӑсӑкланакансене. "Ещё раз об этнониме "чӑваш" (чуваш, чуаш, чюваш и т. д.)"

Прахвиссӑрсемпе аккачемӗксем хура халӑха ӑнланмалла пултӑр тесе пит шутласах каймаҫҫӗ ҫав вӗсем. Ирӗксӗрех вара хайхи ҫуттатуртаслӑх ӗҫӗсене ыттисен тума тивет.

Ак манӑн унчченхи статья — http://chuvash.org/blogs/comments/2565.html

______________________________________________

Текст ҫумне чӑваш ӳнерҫин Никита Сверчковӑн (1895-1985) "Киремете пуҫҫапни" карччынне (1940) хушса панӑ. http://enc.cap.ru/?t=publ&hry=182&lnk=577 Асӑннӑ карччын "Учук" ятпа та паллӑ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Agabazar // 5413.1.0500
2015.12.22 10:39
Agabazar

Мӗн калама пулать-ха кун пирки? "Ҫу-" (мыть, стирать) текен глаголпа ҫыхӑннӑ-ши асӑннӑ сӑмахсем? Ну, иккӗшех мар ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшӗ те пулин? Шутсӑр пысӑк спец мар пирки эп ҫакӑн пирки тӳрех калаймӑп. Паллах, тӗрлӗрен этимологи сӑмахсарӗсене пӑхса тӗрӗслеме пулать.

Proto-Turkic: *jāg

Altaic etymology: Altaic etymology

Meaning: 1 fat n., butter 2 lard 3 thick, fat (adj.)

Russian meaning: 1 жир, масло 2 сало 3 толстый, жирный

Old Turkic: jaɣ 1 (OUygh.)

Karakhanid: jaɣ (MK)

Turkish: jaɣ 1

Middle Turkic: jaɣ 1 (MA)

Uzbek: jɔɣ 1

Uighur: jaɣ 1

Sary-Yughur: jaɣ 1

Azerbaidzhan: jaɣ 1

Turkmen: jāɣ 1

Khakassian: čaɣ 1

Shor: čaɣ 1

Oyrat: d́ū 1

Halaj: jāɣ 1

Chuvash: śu, śъʷv 1

............................................

Agabazar // 5413.1.0500
2015.12.22 10:46
Agabazar

Старлингран илтӗмӗр.

Куратпӑр ӗнтӗ, чӑваш чӗлхинчи "ҪУ-" (масло) сӑмахӑн авалхи тӗрӗк чӗлхинчи тымарӗ Н.И.Егоров асӑнакан "йагъ-" мар. Урӑххи.

Мӗнех вара? Апла пулсан апла пултӑр! Пурпӗрех, каларӑмӑр ӗнтӗ, ку кунта шутсӑр пысӑк пӗлтерӗшлех мар. Ҫакна кура логика йӗрӗ улшӑнсах каймасть. "Всё путём!"

Agabazar // 5413.1.0500
2015.12.22 10:58
Agabazar

Тепӗр тӗлте те "йагъ-" тымар мар.

Мӗн калама пулать-ха кун пирки? "Ҫу-" (мыть, стирать) текен глаголпа ҫыхӑннӑ-ши асӑннӑ сӑмахсем? Ну, иккӗшех мар ӗнтӗ, вӗсенчен хӑшӗ те пулин? Шутсӑр пысӑк спец мар пирки эп ҫакӑн пирки тӳрех калаймӑп. Паллах, тӗрлӗрен этимологи сӑмахсарӗсене пӑхса тӗрӗслеме пулать.

Proto-Turkic: *ju(b)-

Altaic etymology: Altaic etymology

Meaning: to wash; to bathe, to swim

Russian meaning: мыть; купаться, плавать

Karakhanid: ju- (MK)

Turkish: ju-

Tatar: ju-

Middle Turkic: ju- (Pav. C., AH, Ettuhf.)

Uzbek: juw-

Uighur: juw-, juj-

Sary-Yughur: juw-, ju-

Azerbaidzhan: ju(w)-

Turkmen: juw-

Khakassian: čuɣ-

Halaj: jū-

Chuvash: śu-

..............................


Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики