Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -7.7 °C
Глаза дружбы редко ошибаются.
(Вольтер)
 

Аçтахар Плотников: Чӑваш ячӗсене сивлекенсене

Аçтахар Плотников24.09.2015 14:205699 просмотров

Ку ҫырӑва эп «Контактри» «Чӑваш ячӗсем» ушкӑнра куртӑм. Автор ӑна вырӑсла ҫырнӑран чӑвашла та куҫарса паллаштарас кӑмӑл ҫуралчӗ. Аяларах вырнаҫни — куҫару, автор шухӑшӗ (ахӑртнех, ушкӑн ертӳҫин пуль).

Сире чӑвашсен ячӗсем килӗшмеҫҫӗ пулсан эсир чӑн та питӗ тӗлӗнтермӗш ҫынсем. Сирӗн шутӑрпа вӗсен пӗлтерӗшӗсене ӑнланса илме май ҫук, чӑвашсен ячӗсем хитре мар, вӗсем сайра хутра ҫеҫ тӗл пулаҫҫӗ тата ытти те. Сирӗн грексемпе еврейсен (вырӑссен) ячӗсем вӑл енчен лайӑх-ши?

Ман шутпа мӗнле пулса кайнине пӑхсан ҫын ячӗсене ыттисенчен лайӑхрах е япӑхрах теме май ҫук. Вӗсене пур теме ҫеҫ пулать, хӑйсен тӗшшинче вӗсем халӑх шута илекен янравлӑха та, сӑнарлӑха та шута илмеҫҫӗ. Хӑйсен пурнӑҫӗпе пурӑнаҫҫӗ кӑна.

Халӑх вара яланах хӑйӗн тӑван ячӗсемпе усӑ курма тӑрӑшмалла. Вӑл ятсене пирӗн мӑн асаттесемпе асаттесем ӗмӗр-ӗмӗр витӗр илсе ҫитернӗ, вӗсем — пирӗн ӑс-хакӑл мулӗ. Ҫав пуянлӑха хисеплеме пӗлекенни хӑйне те тивӗҫлӗ тытать.

Эп кашни халӑх хӑй ячӗсене суйламалла тесе шутлатӑп. Ман шутпа халӑх ӑс-хакӑлӗн пуянлӑхне мала хумалла: чӑвашсем ачисене Тайманпа Илемсене ят памалла, вырӑссем — Златасемпе Святославсене, ҫармӑссем — Илмарисемпе Айносене. Унашкал тӗнче самай илемлӗрех пулӗччӗ. Унта кашни хӑйӗн несӗлӗсене асра тытӗччӗ, пур халӑх та ун чухне хисеплӗ пулӗччӗ. Вӑл паянхи кунхи грексен Петӗрӗсемпе, еврейсен Йӑванӗсемпе, перссен Анварӗсемпе, арапсен Ахмечӗсемпе тулса ларнӑ тӗнчерен чылай хитререх пулӗччӗ.

Эсир калакан «ачасене йывӑр пулӗ», «ҫынсем мӗн калӗҫ», «ят тӗнпе килӗшӳллӗ пулмалла» тӗрӗссипе пуш сӑмах кӑна. Тӗн те ятсем пирки нимӗн те каламасть, ачасене те йывӑр пулмӗ, ҫынсем мӗн калани ҫине те пӑхмалла мар. Вӗсем шурсухалсем мар, ӑсчахсен йышне кӗмеҫҫӗ. Вӗсем сирӗншӗн никам та мар, ача ятне эсир вӗсемшӗн хумастӑр.

Эсир ҫакна ӑнланмастӑр пулсан ку вӑл ҫынсем умӗнче мӗскӗнленни кӑна. Эп сире шелленӗ пулӑттӑм ҫеҫ.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики