Пасар // 4117.51.7078
2015.04.21 17:46 | |
Тухнă паян "Хыпарта" хирĕçтерекенни. Станьялпа Тяпкинăн стайисем. Станьял чеерех çырнă. Тяпкинĕ вара кирпĕч çапаканла хаплаттарса хунă: "Вирьял чĕлхи - чи авалхи чĕлхесенчен пĕри". Чутах йĕрсе яраттăм тарăхнипе. Эпĕ вара "анатри чĕлхипе" усă курсан кăна шумерсемпе хурритсен чĕлхине ăнланма пулать тесе шухăшланă. Авалхи Вавилонра "анатри чăвашсен" чĕлхи янăраса тăни Кеннамăна кăна мар, мана та тахçанах иккĕлентермест.Ара, патши те Хаммураппи пулнă—çке. Эппин, Хамăр Аппа. Вирьял чĕлхинче вара "аппа" сăмах çук. | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.21 18:18 | |
Кашни сӑмахшӑн ҫилленекен Акасапарӑн пуласлӑхӗ ҫук. | |
Agabazar // 3504.11.6349
2015.04.21 18:55 | |
" Ӗҫсӗр аптранӑ кӑвакал кутӑн чӑмнӑ тет."
Кунта "ĕçсĕр" тени ытлашши. Чăннипе аптранă кăвакал кутăн чăмнă теççĕ. Ĕссĕр-и, ĕçсĕр мар-и — ку ниме те пĕлтермест кунта. | |
Ют Ҫын // 2126.50.7868
2015.04.21 20:43 | |
Ӗҫлисем ӗҫлеҫҫӗ,кутӑн чӑммаҫҫӗ.Ҫапла пуль,тӑвансем. Ӗҫсӗр аптрасан темле шухӑш та пырса кӗрет пуҫа. | |
Конми // 7711.6.4593
2015.04.22 00:20 | |
Тавлашма, хирĕçме кирлĕ мар. Тури диалект сĕм авалхи (хальхи цивилизацин) чĕлхин сасă пуянлăхĕпе хăйевĕрлĕхне упраса хăварнă. Анатри, сăмахран, О сасса çухатнă, сингармонизм та чылай хавшанă (ачасам - ачасем, пăртак - пĕртак т.ыт.те). Паллах, ку анатрисем Ылтăн тусем çывăхĕнче чухне ытти тĕрĕксемĕпе чылай хутшăннăран, çырулăха нумай хут улăштарнăран килнĕ теме пулать. | |
Конми // 7711.6.4593
2015.04.22 00:44 | |
Сĕм авалхи чĕлхере хупă сасăсем (янравсăр тата янравлă мăшăр тăваканнисем) пĕр саспаллипех çырăннă. Çавăнпа та Хамурапи(хальхи вырăс графикипе) сăмахра чăн та АППИ (АППА) анатри диалектран теме май çук. "Асли" ытларах АБАЙ тĕрĕксен. Иртнĕ форумра Скандинавири авалхи германсен ФУТАРК текен алфавичĕ Яковлевăннине асилтерет текен сăнавçă пурччĕ. Унта янравлăхпа янравсăрлăха уйăрман, У "вов" о, у сассене палăртнă. | |
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.22 09:41 | |
Конми шÿте ăнланма чарăннă пулмалла. Мĕскер сÿтĕлетĕр, ТĂВАН ЧĔЛХЕМĔРЕ пайлатăр? Ыйтăва тахçанах татса панă пирĕн историксемпе тюркологсем (Ашмарин, Никольский, Димитриев, Каховский, Н.Егоров...): тури (е вирьял) чăвашсен тăхăмĕсем ку тăрăха Атăлçи Пăлхара тутар-монголсем аркатсан тарса килнине, ку тăрăхри финн-угорсене (çармăссене, ирçесене) хăватлăн чăвашлатнине пурте пĕлетĕр-çке! Кам чарать сире Ялта вирьялла попляма, ыттисене анатрилле калаçма? Литература чĕлхине вара аркатас марччĕ, диалектизмсемпе пуянрлатма - тархасшăн. Чару çук. Тепĕр тесен, пирĕн словарьсенче эпир усă курман диалектизмсем темĕн чухлĕ. | |
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.22 09:49 | |
Мĕскĕнлетрĕ те вара сире Туркай, тăван вирьялăмсем. Хăй ăнлансах-ши е ăнланмасăрах-ши? Станьял статйине вуласа тухăр, йĕркеллех çырнă, мĕнле калаççĕ-ха... "предмета пĕлет". Тяпкинăн - эмоци, Туркай йышшиех... Тепĕр самант. Эпĕ кĕтнĕ пекех, вирьял енчи учительсем те, ахаль вулакан та Туркай провокацийĕ хыççăн каймарĕç, эппин, литература чĕлхи пĕтĕм чăваша пĕрлештерсе çитернĕ теме пулать. Тавах чăваш туррисене! | |
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.22 10:10 | |
Ман шутпа Конми те,Пасар та ӑнланмаллах ҫыраҫҫӗ.Килӗшмелле. Анчах та Акасапар ҫырма пуҫласан ӑнланулӑх таҫта кайса ҫухалать.Пӗлместь ӑнлантарма,тӳрех интернета чӑмать,леш эсир асӑннӑ кӑвакал пек,эппин. Эмоци те тӳрпилӗклӗх хуҫаланать унпа. | |
Атнер // 3913.58.4645
2015.04.22 10:40 | |
Пасар Леонтьевӑн шухӑшӗсене палӑртнине каламасӑрах паллӑ.Никак лӑпланимас. |