Войти | Регистрация | Вход необходим для полного использования сайта
 -8.7 °C
Неудача всегда дает нам чувствовать силу наших стремлений.
(Бальзак)
 

Аçтахар Плотников: Тавлашу хирӗҫтерсе ан ятӑр

Аçтахар Плотников10.04.2015 19:5020749 просмотров

Паян эпӗ ҫула май «Хыпар» хаҫат редакцине кӗрсе тухрӑм. Арҫук Тарасов патӗнче пултӑм. Кохвӗпе хӑналаннӑ май редакцири сывлӑшпа кӑшт сывларӑм теме пулать. Ҫавна май ҫак статьяна ҫырас шухӑш ҫуралчӗ те.

Валери Туркай «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторне, тӗп директорне ларнӑранпа Чӑваш халӑх хаҫачӗ (малтан пуҫелӗкӗнче ҫапла палӑртатчӗҫ) хӑйне валли ҫӗнӗ хурмӑ шырать, вулакан патне ҫӗнӗлле сукмак хывать. Улшӑнусем чӑн та пулчӗҫ — хаҫат пуҫелӗкӗ улшӑнчӗ, А2 калӑпӑшпа тухаканскер тытма меллӗрех А3 ҫине куҫрӗ, тавлаштаракан статьясем тухма тытӑнчӗҫ. Шӑп та лӑп юлашки пирки сӑмах хушас килет. Кохвӗ ӗҫнӗ май Арҫук пӳлӗмне Валери пӗрре мар кӗрсе тухрӗ, тавлаштаракан статьясем кирли пирки каларӗ.

Тавлаштаракан, шӑв-шав ҫӗлекен статьясем кирлех те пуль. Унсӑр чӑн та хаҫат темле шурлӑха путнӑн туйӑнӗ. Анчах та тавлашма эпир пӗлетпӗр-и-ха? Тем тесен те ку ансат япала мар-ҫке. Тавлашсан-тавлашсан чӑнлӑх тупма май пурри пирки калаҫҫӗ пулин те кӑларса тӑратакан ыйтусене сӳтсе явма та пӗлмелле-ҫке. Оппонентсен шухӑшне ӑнланма вӗренмелле, хӑвӑн шухӑшу кӑна тӗрӗс пулма пултарасси пирки манмалла. Вара чӑн та тавлашуран усси пулӗ. Шел те, пире, чӑвашсене, сӑнлакан каларӑш — Кашни чӑваш хӑй патша текенни — чылай чухне вӑйлӑрах пулса тухать. Ку пирӗн сайтри тавлашусенче те лайӑх палӑрать. Пӗр-пӗр ыйту тавра страници-страниципе ҫырса тултараҫҫӗ, хӑйсен пӗр шухӑшне пин хут палӑртаҫҫӗ, анчах тавлашӑвӑн вӗҫне ниепле те тухаймаҫҫӗ. Кашни хӑйӗн шухӑшне кӑна тӗрӗс тесе шутлать, ыттисенне сивлет, йышӑнасшӑн мар.

Хӑйсен шухӑшне тӗрӗсе кӑларас тесе вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫырма хатӗр пулни те ытлашшиех сиенлӗ мар теме пулать. Сайт хут татки мар, чӑтать. Анчах та хӑш чухне хӑйсен тӗрӗслӗхне уҫса пама, ҫирӗплетме сӑмахсем пӗтнӗрен пӗр-пӗрне кӳрентерме тытӑнни те сахал мар тӗл пулать. Витлеме пуҫлаҫҫӗ вара. Ку вара хирӗҫтерӳ патне ним мар илсе тухать.

Тавлашу темисене те ман шутпа шухӑшласа суйламалла. Ак нумай пулмасть «Хыпарта» вирьял чӗлхи пирки тапратнӑ темӑнах илер. Калаҫтарма пултаракан тема. Турисемпе анатрисем хушшинчи уйрӑмлӑхсем ҫинчен сахал мар сӳтсе явма пулать, нумай статья шӑрҫалама май пур. Анчах та ку тема чӑн та республикӑн ҫурҫӗрпе кӑнтӑр пайӗсенче пурӑнакан чӑвашсене хирӗҫтерме пултарать, пайласа яма. Сӑлтавне маларах палӑртрӑм ӗнтӗ — эпир пӗр-пӗрне итлеме пӗлтместпӗр-ҫке. Унсӑрӑн вара тавлашу усси ҫук.

Тепӗр самант — «Хыпар» хаҫат темшӗн чӗлхе тавра кӑна тавлаштарасшӑн. Тен апла мар пуль те, анчах ҫапларах пулсан тухать. Калаҫтараканнисене вара ман шутпа урӑх темӑсенче те ним мар тупма пулать — сахал-и пирӗн пурнӑҫра тӗрӗсмарлӑх, е ҫитменлӗхсем пӗтнӗ-и? Чӑваш чӗлхи тавра та урӑх ыйтусем пайтах — тӑван чӗлхене хисеплеменни, ҫамрӑксем унпа сахал усӑ курни, ачасене вырӑсла кӑна ӳстерни тата ытти, тата ытти те. Плюрализм текен япала та Виталий Родионов статьине пичетленинче мар ман шутпа, влаҫӑн тӗрӗс мар утӑмӗсене палӑртма хӑю ҫитернинче.

 

«Хыпар» хаҫат вулакан патне тӗрӗс сукмак хывасса шанса, Николай (Аҫтахар) Плотников.

 
От редакции: Размещение статей не означает, что редакция разделяет мнение его авторов.

Комментарии:

Атила // 3913.58.4645
2015.04.16 11:30
Пасар-Акапасар.Садикра мар,хӑвӑн килӳнте мӗнле чӗлхе хисепре пулнине каламасӑрах ӑнлантӑмӑр.Эс "папа-мама".Ачусене чӑвашла вӗрентме шутламан.Халь ҫынсен ачисене вӗрентессишӗн ҫунатӑн иккен.Кулӑшла мар-и?.
Пасар // 4117.51.7078
2015.04.16 11:56
Атила, эсĕ манпа пĕрле урамра çаруран чупса ÿсмен. Чĕлхÿне çырт та туллашма чарăн. Аван мар. Кашни çырăвунтах - вĕчĕлĕх, тарăху, мăн кăмăллăх. Кăштах хисепле калаçташусене.
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 12:43
Ку Agabazar палан Пасарпа кулса вилмелле.Атилӑ калашле,кама угодно вӗрентме хатӗр,тульккӑ хӑйсен ачисене мар.Леш Патшалӑх Канашӗнчи депутатсем пекех - ачисем Корея-Канадӑсенче пурнаҫҫӗ, вӗсем чӑвашлӑха аталантарасса шанса пурнаканни Agabazar.
Agabazar // 2547.79.6585
2015.04.16 17:56
Agabazar

Сахалтарах кулса вилме сунатăп.


Вăн, илтрĕре, Пасар "калаçташ" терĕ. Тĕрĕсрех калаçуташ теес пулать.

Вара мĕн, çынсен ачисем Канадăра, Кăнтăр Корейăра пурăннишĕн ăмсанатăр-им пит. Ăмсаннипе вилсе ан кайăр тата!
Тимӗр // 4916-2612
2015.04.16 22:24
Ют ҫын штлеместь пуль-те.Чӑваш депутачӗн ачи Канадӑ-Кореяра пурӑнать-и?.Ма Каҫалта е Шупашкарта мар?.Патриотла_и вара ку?.А эпир Акташа вӑрҫатпӑр.
Ют Ҫын // 3199.70.7123
2015.04.16 22:55
Agabazar тете,ӑмсанмастпӑр пӗр грамм та. Ӑмсанас туйӑм пирӗн ҫуралман ха. Эсӗ Патшалӑх Канашӗн пайтаҫӗсем ҫине шаннине пӗлтертӗн. Анчах та вӗсен ачисем тахҫанах урӑх ҫӗршывра. Пирӗн Лукиянов пурччӗ пулмалла ЧНК ра,вӑл тахҫанах Эмерӗкре. Сысса хунӑ вӑл сан конгресс ҫине.
Конми // 2464.74.7619
2015.04.16 23:24
Голланди профессорĕсем пирĕн делегацие çапла ăнлантарнă: чăваш чĕлхинче сĕм авалхи ностратла чĕлхен тымарсăмахĕсем нумай сыхланса юлнă.Иртнĕ форумра С.Крамерăн "История начинается в Шумере" кĕнекинче Урукагина саккунĕсем (4000 çул авалрах), В.В.Николаевăн "Иллюстрированная история чувашей. Кн.1."Свод Аккадских текстов" сыпăкри 2 текст чăвашла вуланаççĕ (пирĕн эрăчченхи 6-мĕш ĕмĕр) тенĕччĕ. Вуласа пăхăр. Ан ÿркенĕр.
Конми // 2464.74.7619
2015.04.17 00:03
Пасар сăмахри ностратла тымар ПОС ПАС ПУС "шагни", "ступи" тĕп пĕлтерĕшлĕ. Вăл ПАССАЖИР, АВТОБУС ("хăй çÿрекен"), ПАСТУХ тата нумай сăмахра тĕрлĕ чĕлхере тĕл пулать. "Яма", "колодец" пĕлтерĕшĕсемпе испан тата чăваш чĕлхинче илтĕнет: ПОСĂ, POZO (колодец), ПОСĂ, FOSO(яма). П - Ф ылмашу.
Зина // 1481.5.3496
2015.04.17 07:28
сирĕн мухтавлă аçăр-аннĕре питлеме тытăнасран хăрамастăр-и?...
Ман аттепе-аннене питлеме кирлĕ мар, çавăн пекех Сирĕннине те...Мĕншĕн тесен эпир чăваш пулса çуралнă,чăвашлах вилеппĕр,чăвашлăхшăн чăвашăн тăрăшмалла,чăвашлăха упраса малалла аталантармалла тесе вĕрентетпĕр.Хальхи çамрăк асатте-асаннесемпе, кукаçисемпе кукамайсемшĕн,вĕсен ачисемпе мăнукĕсемшĕн пăшăрханмалла.Чăваш чĕлхи вĕрентекенĕсем вĕсен хушшинче халĕ уроксенче,тĕрлĕ тĕлпулусенче тăван чĕлхене упраса хăварассишĕн мĕн чухлĕ ĕçлеççĕ.Анчах вĕсен ĕçĕ çеç çителĕксĕр, ушкăнпа тавлашмасăр,хирĕçмесĕр, лăпкăн ĕçлемелле.Чăваш халăхĕ нихăçан та усал пулман, ĕçе лăпкă , тирпейлĕ пурнăçлама тăрăшнă.Пирĕн те хамăр чăвашлăхшăн пÿçăннă ĕçе килĕшÿпе йĕркелесе пымалла...
bor1959 // 1039.8.4424
2015.04.17 09:35
Просто "тавлашуллӑ" статья хаҫатра тухни - ку вӑл ытларах Пиар шутӗнче ӗнтӗ.Вӑт тарӑн шухӑшлӑ, аналитикӑллӑ статьясем хаҫатра ҫукки чӑнах тарӑн шухӑша ярать.Те халӑх талантлӑ журналистсемпе хӗсӗрленсе пырать, те хаҫат пуҫлӑхӗсем талантлисене ҫул памаҫҫӗ.Пирӗн ҫӑмӑлттай,ҫиелтен шӑйӑрттарнӑ статьясемпе ҫырлахмалли юлать.Как следствие,тираж ҫук-веҫех хӑмпӑ.

Страницăсем: 1, 2, [3], 4, 5, 6, 7

Добавить новый комментарий

Ваше имя:
Ваш комментарий:
B T U T Заг1 Заг2 Заг3 # X2 X2 Ӳкерчĕк http://
WWW:
ĂăĔĕÇçŸÿ
Всего введено: 0 симв. Лимит: 1200 симв.
Если у вас все еще нет раскладки для печати текста на чувашском языке, ее можете взять ЗДЕСЬ.
 

Разрешенные Wiki тэги:

__...__ - выделение слова ссылой.

__aaa|...__ - выделение некого слова ссылкой на другое слово.

__http://ya.ru|...__ - выделение слова ссылкой на внешнюю ссылку.

**...** - выделение жирным.

~~...~~ - выделение курсивом.

___...___ - выделение подчеркиванием.

Orphus

Другие языки

Баннеры

Счетчики