bor1959 // 1039.8.4424
2014.12.31 10:38 | |
Сана "Эсир" темесен вилсе каймастăн пуль? Тĕттĕм чăлана та пытанмастăн пулĕ? Апла пулсан нимех те мар,Акасапар пирĕнпех. Пурнатпăр-ха,Çĕнĕ Çулта та Акасапарпах.Мухтав Акасапара тата унăн ĕçчешĕсене!Мухтав чăвашлăха! | |
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 17:40 | |
Бор: <<Сана "Эсир" темесен вилсе каймастăн пуль?>>
Хушăран-хушă, ăнсăртран, тата хăй сисмесĕрех Пор çав тери тĕллĕ сăмахсем калать вара. Ку хутĕнче те çаплах! Тĕрĕс, çынна "Эсир" теесси çав тери çăмăл. Уншăн никамăнне те ĕнине туртса илмеççĕ, суда памаççĕ, следстви пуçламаççĕ, тĕрмене хупмаççĕ. Ыттисене "Эсир" тесе чĕнни халиччен никама та инкек патне илсе çитермен-ха. Эппин, апла калама ÿркеннин ним пĕлтерĕшĕ те çук. Ним хăрамасăр кашни çынна "Эсир" теме пулать — Президентран пуçласа бомж таран! | |
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 17:47 | |
Асар // 4117.51.7078 2014-12-31 09:29: <<Акапасар, хула прокурорĕпе вырăсла пуплеме тивет, вăл - федерал, унăн чăвашла "пĕлме" юрамасть. Курнă-и ЭСĔ пĕр-пĕр прокурор судра чăвашла айăпланине? Ăнт, унпа ВЫ (ЭСИР) тесе калаçмалла. Тата - миллион хут çырнă пуль те, усси вара?>>
Вăт "генилле" текен çынсем еплерех сăрхăнтараççĕ. Таймер юлташ, "генилле" теме васканă иккен эсир Асара. Пор, авă, нимĕнле гени те мар, апла пулин те еплерех ăслă сăмахсем калама хăват çитернĕ (пĕр картлашка çÿлерехри, юнашарти, пĕлтерчĕке пăхăр). | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.31 18:47 | |
Акапасар,мĕнле этем эс,питĕ кутăн.Атте ман никама та Эсир темен.Анне те.Палланине те палламаннине те.Ку чăн чăвашла.Эсĕ вара французссем хыççăн кайса мĕн чуль пăтратрăн пире.Ăçтан тупăннă эс?.Мĕншĕн хăвна питĕ Эсир тетересшĕн?. | |
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 19:24 | |
Таймер, ытисемпе хуть те мĕнле калаçăр, анчах манпа ун пек "калаçма" хăтланатăр пулсан (куçа-куçăн чухне ĕнтĕ, тетелте апла тăваймастăн), "çамка урлă лекет". :-)
Хранцуссемпе мĕриккансем çине йăвантарма кирлĕ мар. Унашкал "чеелĕхе" тахçанах тăрă шыв çине кăларнă. | |
Agabazar // 1790.56.6103
2014.12.31 19:24 | |
Асара.
Епле-ха ун пек пулса тухать? Прокурора "эсĕ" теме хăратăр та, Акапасартан хăрамастăр иккен! Камшăн усăллă-ши çавнашкал паттăрлăх? | |
Тимӗр // 4916-2612
2014.12.31 19:55 | |
Этот комментарий удален. Причина: тепӗр хутшӑнакана кӳрентерни | |
Agabazar // 2093.1.5846
2014.12.31 22:43 | |
Этот комментарий удален. Причина: тепӗр хутшӑнакана кӳрентерни | |
Якур // 2749.94.6351
2014.12.31 22:54 | |
"Эсир" текен сăмах темипе Акапасар кунĕн-çĕрĕн калаçма хатĕр. Мĕншĕн Акапасар хăтаран хăрамалла?Çĕнĕ Çул ячĕпе сана,Акапасар тăванăм!Çĕнĕ ÿсĕмсемпе! | |
Асар // 4117.51.7078
2015.01.05 17:53 | |
Акапасар та, ыттисем те никамран та хӑрамаҫҫӗ... пуль... Эпӗ вара прокурорсенчен хӑранипе мар калатӑп. АН КӲРЕНӖР ПӖР-ПӖРНЕ эсӗ тенӗшӗн. Ку - йӗркеллӗ. |